ÇĂМЛАМАС

Зотова Галина Вячеславовна

Пěр çемьере икě хěр çитěннě. Пěрне Марине, теприне Урине тесе чěннě. Хěрачасем пěр-пěринпе килěштереймен.

Выляс-тăвас пулсан та яланах пěр япала çинче вăрçса-хирěçсе кайнă.

- Ку пуканене атте мана илсе панă, ан тěкěн ман пуканене, - тет Марине.

- Мěншěн ман упана тумлантаратăн? Хур ăна хăй вырăнне! - кÿренет Урине.

Хěрачасем нихăçан та пěр чěлхе тупаймаççě.

Пěррехинче ашшě вěсене пěр çăмламас кушак çури илсе килсе пачě. Хура перчеткеллěскерне хěрачасем пěрре курсах юратса пăрахрěç.

Марине кушак çурине Мăр-Мăр, Урине ăна Пупсик тесе чěнме тытăнчěç. Кушак çури Мăр-Мăр тесен Марине патне чупса пырать, Пупсикпа Урине умне куçать. Марине: «Атте мана Мăр-Мăр парнелерĕ» - тесе савăнать. Урине: «Манăн Пупсик манах юратать», - тесе йăл кулать.

Пěррехинче кушак çури уçăлма тухрě. Кунта пěчěк çеç йытă çури чупса çÿрет. Пěр-пěрне сывлăх суннă хыççăн хайхисем пěр-пěринпе паллашма шутларěç.

- Эсě кам?

-Йытă çури. Мана Кампур тесе чěнеççě. Эсĕ мěн ятлă?

-Хăшпěр чухне Мăр-Мăр, тепěр чухне Пупсик, тет Мăр-Мăр - Пупсик.

-Мěнле ун пек? - тěлěнет Кампур. Ун пек пулма пултараймасть. Кирек камăн та пěр ят пулмалла.

Кушак çури тěлěнсех кайрě. Кěçех вěсем тавра кил хушшинчи ытти чěрчунсем пухăнчěç.

- Эпě Чип-Чип ятлă, - паллаштарать хăйне сарă чăмăркка чěпě.

- Эпě Шип-Шип, - тет кăвакал чěппи.

- Маклашка - тет пăру.

- Улашка, - тет путек. Эсă мěн ятлă?

- Эпă вара те Мăр-Мăр, те Пупсик, - пуçне усать кушак çури. Чěрчунсем кушак çурине йăпатса лăплантарасшăн, нихăшě те лăплантараймасть.

Кушак çури пуçне усса килне таврăнать.

- Анне, мěн пулнă Мăр-Мăра? Мěншěн вăл манпа вылямасть, - чěнсен те ман пата пымасть, - тěлěнет Марине ирхине.

- Анне Пупсике кам кÿрентернě? - тутисем чěтреççě Уринен.

Амăшě кушак çури «чирěн» сăлтавне ăнлантарса пачě, тет.

- Кашни япалан хăйěн вырăнě. Кашни чěрчунăн пěр ят çеç пулмалла, этемěн те. Хушма ятпа чěнни çынна кÿрентерет, çавăнпа та яланах ятпа чěнмелле. Çавăн чухне çеç тěнчере йěркелěх пулать.

Хěрачасем пěр-пěринпе пěр чěлхе тупрěç, тет. Кушак çурине Çăмламас тесе чěнме пуçларěç, тет. Кушак çури тинех йăл кула пуçларě. Уринепе Марине пěр-пěрне кÿрентерме те пăрахрěç.