Çăмлă Туçик

Алексеев Осип Алексеевич

Cунарçă тени вăл тĕрлĕ енлĕ пулать. Пĕрисем кил-çуртри ĕçрен пăрăнса уй-вăрман тăрăх çўресе пĕр кайăк е чĕр чун тытаймасăрах вăхăта сая яраççĕ. Паллах, таса сывлăшпа киленни сывлăхшăн усăллă-ха. Теприсем вара çăмăллăнах кашкăр тытса таврăнаççĕ. Кусем, паллах, маттур сунарçăсем. Çапах та манпа танлашакансем халиччен таврара пулман-ха: пăшалпа пемесĕрех эпĕ çирĕм пĕр кайăк кăвакала тытма пултарнă-çке-ха. Пĕрисем сунара йытăпа çўреççĕ, теприсем − пĕчченех. Эпĕ юлашкисен шутне кĕретĕп. Йытă кирлĕ мар тесе каламастăп-ха. Вăл çынсене кил-çурта хураллама та кирлĕ. Эпĕ те хутран-ситрен йытă тытатăп. Манăн та Туçик пурччĕ. Вăл вунпилĕк çул пурăнчĕ . Ăна хуньăм патĕнчен илсе килнĕччĕ.

Йытти пысăкчĕ, вăрăм çăмлăччĕ. Хуньăм пурăнакан вырăнта та, çывăхри ялсенче те вăл йытăсене пурне те хăрататчĕ. Ара, вĕсен Туçике çыртнă чухне çăварне çăм кăна кĕрсе тулатчĕ. Пирĕн патра пурăнма тытăнсан та йытă хăйĕн ятне ямарĕ , чапне тата çўле çĕклерĕ. Вăл пĕр метр çурă çўллĕш карта е виçĕ метр сарлакăш шырлан урлă вăшт! çеç сиксе каçатчĕ.

Хунькассине хăтана кайсанах эпĕ Туçикпе туслашнăччĕ. Вăл мана пĕрремĕш хут курать пулин те хам-хам! тесе вĕрмесĕрех кĕтсе илчĕ. Килтисем те тĕлĕнчĕç çакăнтан.

− Кĕрў кĕтнĕ çынах пулчĕ, ăна йытă та малтанхи кунах вĕрмерĕ, − тетчĕ каярахпа хуняма.

Пĕррехинче мана Туçик яланхилле çăмлă хўрине пăлтăртаттарса, йынăшкаласа кĕтсе илмерĕ . Пўрте кĕрсенех йытă пирки сăмах пуçартăм.

− Лупас айĕнче выртать пуль, − терĕ хуньăм мана лăплантарма тăрăшса. − Пĕлетĕн вĕт, мăйне çăпан тухнăччĕ . Ĕнер пĕр вăрăм ураллă йытă алăк умне килнĕччĕ. Çавăнпа çапăçрĕç. Лешĕ çăпанне çыртса çурнă.

Туçикăн суранĕ çўллĕ çын чышки пысăкăш. Унтан пĕр чарăнми юн сăрхăнать, хура юн.

Хуньăм, йыттăн çăпанне касмалла, − терĕм арăм ашшĕне. − Унсăрăн суран хăвăрт амаланма пуçлĕ.

Йытă тени кирек мĕнле сурана та хăех сиплекенччĕ, иртет пуль-ха, − тет хуньăм.

Суранĕ унăн мăй çинче, ăна çуллама меллĕ мар, − ăнлантаратăп кил хуçне.

Темĕн те шутласа кăларăн эсĕ, − калаçăва хутшăнать манăн арăм Натали. − Эсĕ каланă пек кассан унăн суранĕ тата пысăкланĕ.

Çăпанне каснă хыççăнах çав вырăна имçамлатпăр, вара вăл хăвăртрах тўрленĕ, − çине тăрса ăнлантаратăп кил хуçисене тата арăма.

Кам ку ĕçпе аппаланĕ халь. Ялти выльăх тухтăрне чĕнетĕн-им уншăн, − тет хуньăм. − Укçи-эрехĕ пе тăкакланма тивĕ тата.

Никама та чăрмантармăпăр, ку ĕçе хамах йĕркелĕп. Вăрманта сахал мар чĕр чуна чир-чĕртен сыватнă эпĕ, − тетĕп. − Суран çине сапмалли порошок яланах çумра. Çăпанне касса тўрлететĕп те йыттине киле илсе каятăп.

− Хăтланăрах, манран чару çук, − терĕ ватă çын. Хунь-карчăк та хирĕçлемерĕ, килĕшрĕ.

Пултăра йод шĕвекĕ, бинт тупма хушрăм. Хам çумри çĕççе хăйрама лартăм. Çаваран тунă эпĕ ăна, вăл лайăх касать. Акă мĕн кирли хатĕр те. Туçик пуçне миххе чикрĕмĕр. Урисене кантрапа çыхрăмăр. Çăпана пăралукпа туртса пăртăм. Унтан ăна кăчăрт! çеç касса илтĕм.

Çăпан çумĕнчи тире пăралукпа çыхни усси пулмарĕ. Каснă вырăнта вăл йăпăрт çеç шуса тухрĕ. Йытă суранĕнчен вара шăтнă хăмпăран пĕрĕхекен шыв пек юн тапса тухрĕ. Вăйлă фонтан тейĕн. Суран çине васкасах йод шĕвекĕ тăкрăм, порошок сапрăм, ăна бинтпа чăркарăм. Йытти хăрлатмарĕ-нăйкăшмарĕ те. Юн бинта хĕп-хĕрлĕ турĕ. Алă айĕнче мĕнле пусма татăкĕсем пур, çавсемпе йытă мăйне чăркарăмăр. Вăхăтлăха канлĕ, тăп вырттăр тесе йытă çурăмĕ урлă кантра хĕреслетсе хурса ăна вите урайĕ çумне пăтапа çапса лартрăмăр.

− Мĕн шутланине турăмăр, халĕ кăшт вырттăр, − терĕм пултăра витерен тухнă май.

Пĕрер сехет иртсен тарăн мар чашăка сĕт ятăм та ăна Туçике пама пултăра хушрăм.

− Çак сĕте ĕçме вăй çитерейсен йытă пурăнать, − терĕм. – Тĕкĕнсе пăхмасть пулсан калама йывăр.

Пултăр кăштахран пўрте чупса кĕчĕ.

− Йысна, йысна, Туçик хыçалти урисене ирĕке кăларнă, мăйĕ çинчи пусма татăкĕсене илсе пăрахнă. Сĕтне выртнă çĕртех лĕрплеттерчĕ, − терĕ вăл васкаса. Сăмахĕсене чăх та сăхса çитереес çук.

Ырă хыпаршăн пĕчĕк ача пекех савăнтăм.

− Пурăнать апла, чĕрĕлет! − терĕм вăрманта такама кăшкăрса чĕннĕ пек.

Пўртри çынсен те пичĕ-куçĕ çуталчĕ, савăнăçпа тулчĕ. Витене васкарăм. Ман хыççăн пултăр та.

Йытă суранне тепĕр хут йодпа сĕрсе порошокпа сапрăмăр, çĕнĕрен бинтларăмăр, урисене салтрăмăр.

Каç пулас умĕн йытта тепре тĕрĕсленĕ çĕре вăл мăйри бинтне те хывса пенĕ.

− Ĕç-пуç каплах ăнса пырсан сана ирĕке çеç ямалла, − терĕм Туçике пуçран ачашласа. − Чуп, çўре, тен хăвна кирлĕ сиплĕ курăк тупса çийĕн.

Йытта тепре сĕт ĕçтертĕмĕр те витерен кăлартăмăр. Вăл уçă алăкран тўрех пахчана вирхĕнчĕ .

Туçик тăватă кун ытла çухалса пурăннă. Киле таврăннă çĕре мăйĕнчи суранĕ типсе кушăрханă, хытнă.

−Хуньăм, йыттуна парса яратăн-и, − терĕм Тип Çырмана тепре хăнана кайсан.

−Илсе каятăр пуль, панă сăмаха тытмалла, − терĕ вăл. Çулталăка яхăн пурăнсан йыттăн суранĕ тĕлĕнче çăм та шăтрĕ .

Туçикпе сунара та сахал мар çўрерĕм. Мана вăл йытă-кашкăртан сыхлатчĕ . Ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ унăн.