Çǎлтǎрсем чěнеççě

Юхма Михаил Николаевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

Ачасене – пулас космонавтсене. Умсăмах

Лĕпĕш

Яраплан

Ĕмĕт

Ĕмĕте çывхартассишĕн

Уйăх çинчи хĕр

Пăчиç

Киремет йывăççи

Яраплан курма

Пĕчĕк парашютист

Таса урай

Çăлтăрсем мĕншĕн ӳкмеççĕ

Çыру урокĕнче

Тупмалли юмах

Ленин асаттене юрататăп

Вĕлле хурчĕ

Арçын

Вулав урокĕнче

Пемелле вылянă чухне

Хĕрлĕ кăранташ

Пĕчĕк «философ»

Çăрттан тытни

Хур хăвалама кайсан

Кĕтӳç

Амăш шухăшĕ

Икĕ панулми

Хĕрсен калавĕ

Библиотекă кĕнеки

Вăрманта

Пăр çинче

Килти пăтăрмах

Пионера кĕни

Мăйăра кайсан

Пурăнăр, пулăсем

Çĕнĕ галстук

Хĕрлĕ летчик

Юлташ отметкишĕн

Чучу

Онтрейкка улмуççийĕ

Радиоприемник

Пур – пĕрле, çук – çурмалла

Сар кайăк юрри

Пионер сăмахĕ

Пĕчĕк артист

Малтанхи çунатcем

Выртмара

Çĕмрĕк кĕпер тĕлĕнче

Ракетă

Аслатиллĕ каç

Курайманлăх

Летчикех пулас тейĕп

Андриян – санитар

Хуйхă

Килти калаçу

Çуркунне пулă тытни

Ĕç ачи

Агитатор

Тантăш сăмахĕ

Çиччĕ пĕтерсен

Заявлени

Техникумри пĕрремĕш кун

Ывăл çăкăрĕ

Хĕллехи вăрманта

Пĕр çăкăр картăчкипе – иккĕн

Хĕллехи çул çинче

Задачă

Киле таврăннă чух

Манăн та командир пуласчĕ

Турник

Çакăн пек пĕлес-тĕк – вĕренме те юрать

Этем – этемшĕн

Пĕрремĕш характеристикă

Атăл урлă

Кайăк кăвакал

Космонавт пуканĕсем

Çăлтăрсем чĕнеççĕ

Курма килсен

Юлашки сăмах

 

Чăнласах та пур-и вĕсем, çунатлă çынсем?!

Пур!

Пур-тăк – ăçта вара?!

Хамăр хушăмăртах. Çĕр çинчех…

Авалхи чăваш легендинчен.

ЛĔПĔШ

 

Пĕчĕк шăллĕне пăхма ялан Ваньăна хăвараççĕ. Ваня хăй те тем ытла ӳссе çитнех ача мар та. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, ача тенин ашшĕ-амăш каланине итлес пулатъ. Вĕсем ĕç çукран килтен тухса каймаççĕ-иç. Ĕçлеме каяççĕ. Куна Ваня самаях ăнкарать. Этем тени пĕр ĕçлемесĕр пурăнаймасть, унсăрăн вăл упăте пулса кайма пултарать, тет. Ялти аслăрах ачасем çапла калаçатчĕç. Ваньăн вара пĕрре те упăте пуласси килмест. Этемех пуласчĕ унăн. Çавăнпа вăл та ĕçлет ĕнтĕ. Ĕçĕ унăн-пĕчĕк шăллĕне пăхасси.

Уçса пăрахнă алăк витĕр пӳрте картишĕнчи сассем кĕреççĕ. Чăхсем, ав, епле хăйсене май юрласа-какаласа çӳреççĕ. Пĕри тин кăна сайхах çинчен çăмарта туса аннă курăнатъ, тек кăтиклет.

Кăт-кăт-кăт-кăтик-кăтик!

Çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Картишĕнче сиккелесе çӳренĕ май темĕскер пĕрчисем пухаççĕ.

Урайĕнче упаленекен пĕчĕк Андриян, вĕсен сасси илĕртнипе пулас, картишнелле тухасшăн. Пĕчĕкçĕ пулсан та, алăк урати урлă мĕнле каçмаллине пĕлет-ха вăл. Пĕренене аллисемпе тытса чĕвен тăрать те малтан хăрах урине, унтан теприне каçарать... Вара каллех картлаç еннелле упаленме тытăнать. Кай, чикеленсех анĕ çав. Ниме те пăхса тăмасть.

Ваня та васкасах Андриян хыççăн тухать. Картлаç патнех упаленсе çитнĕ çытма йĕмлăскере çĕклесе илет те картишне йăтса антарать. Унтан хайхискере çĕклесех пахча енне тухать. Ах, кунта пит ырă-çке. Хĕвел куçа шартармаллах пăхать. Те çавăнпа-ши, таврари пур йывăç-курăк та тем тĕрлĕ сăрпа сăрланнă пек.

Андриян пĕр самант пӳрт çумĕнче ним хускалмасăр ларать. Хĕвел йăмăхтарнă куçне чышкисемпе сăтăркалать. Вара, куçĕ йăмăхни иртсен, енчен-еннелле пăхкалама тытăнать. Пӗчӗкскер, кашни кун, кашни самантра хӑйне валли çĕнĕ ӳкерчĕк, çĕнĕ пĕлӳ, хальччен курманнине тупать вăл. Ак, мĕн тусанĕ çĕкленет унта. Пăх-ха, пĕр чăх, темĕнле хăмăр сăрпа сăрланнă пек тĕслĕскер, тĕкĕсене тăрмаласа пĕтернĕ те çунаттисемпе çĕре çапа-çапа куç умĕнчех çĕр тĕпнелле анса пыратъ. Андриян çинелле тусан вĕçтерет хăй. Ваня çакна асăрхарĕ те чăх çинелле тăпра муклашки ывăтрĕ. Лешне ку килĕшмерĕ курăнать. Хăйне тăпра муклашки лекмерă пулсан та, сиксе тăрса силленчĕ те... Ак япала! Андрияншăн каллех тĕлĕнтермĕш. Хăмăр сăрпа сăрланнă пекчĕ вăл паçăр. Халĕ тата чăпар чăх, ик çунаттине ик еннелле саркаласа, тĕкме патнелле чупрĕ.

Чăх курăнми пулсанах Андриян хăйĕнчен инçех мар мăранланса выртакан вăрăм мăйăхлă ват кушака асăрхарĕ.

Мăр-р, мăр-р, мăр-р-рăм пур-р-р! − тесе выртать вăл.

Андриян упаленсе ун патнелле пычĕ. Çитрĕ те, хăлхинчен çатăрласа тытса, çак мăр-мăр-р тесе юрласа выртаканскере унталла-кунталла турткала пуçларĕ. Ват кушак ку ача хăй çумне çыпçӑнни ыррах маррине туйрĕ пулас. Вĕçерĕнчĕ те, ача çине хăяккăн пăха-пăха, лӳпперрĕн чăх кайнă еннелле танккарĕ.

Андриян каллех пĕччен.

«Ăçта упаленсе çитсе кампа выляс-ши? Мĕнле тетте тупас-ши? Чим, упаленсе çитĕ. Чĕвен тăрса пăхас».

Çапла шухăшлама пĕлейрĕ-ши пĕчĕкскер. Пӳрт пĕренисенчен тытса урисем çине çӗкленчĕ. Ӳкесрен сыхлас тесе, Ваня ун патнех утса пычĕ. Андриян хайхи аллисене пĕрене çумĕнчен илчĕ те чĕвен тăчĕ.

Ас ту, ӳкен, − тет ăна Ваня.

Андриян вăл каланине ăнланать пуль çав. Хăйĕн шурă сĕт шăлĕсене кăтартса хаваслансах кулать.

Чим, мĕн ку? Сасартăк Андриян кулма чарăнатъ.

Инçех те мар, пӳрт пĕрени çине шурă лĕпĕш ларнă. Çăвăннă пек, хĕвел ăшшинче выляса ларать вăл: пĕрре пĕр çунаттине тăсса ярать те кайран каллех хăй çине туртса илет, тепре − тепĕр çунаттине.

Ай, мĕн тери тĕлĕнтермĕш!

Тытасчĕ ăна. Тытса пăхасчĕ. Чаплă тетте пулмалла-çке ку.

Андриян пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе лĕпĕш еннелле туртăнчĕ. Ак хайхи, ак... Сулахай урине пĕррех çĕклерĕ те вăл лĕпĕш еннелле ярса пусрĕ.

Хăйĕн пĕчĕк шăллĕ утнине халиччен курманччĕ-ха Ваня.

Малтанхи утăм турĕ мар-и ку? Пĕрремĕш утăм. Ай, мĕн тери хĕпĕртемелле. Амăшне килсенех каласа кăтартать ĕнтĕ. Савăнса пăхса тăчĕ вăл. Шăллĕ ак сылтăм урине çĕклерĕ. Анчах ярса пусса ĕлкĕреймерĕ − сулăнса кайрĕ те кучĕ çине лак! ларчӗ.

Ĕ-ĕ-ĕ...

Шăллĕ макăрнă сасса илтсен тин Ваня тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Тĕрĕссипе каласан, ӳкнине вăл асăрхаймарĕ çав. Паçăр ытла хĕпĕртенипе ĕнтĕ. Асăрханă пулсан, ӳкиччен пырса тытнă пулĕччĕ.

Шăллĕ халĕ ав хурлансах макăрать.

Ваня ун умне пĕшкĕнсе ларчĕ.

Мĕн, ыраттартăн-и? Çакăнтан-и? Ан макăр, ан макăр. Иртсе каять вăл. Часах акă.

Пиччĕшĕ Андрияна пуçĕнчен ачашлать. Çук, шăллĕ çаплах йĕрет. Ваня ачашланине шута та хумасть. Хăйĕн пĕчĕк аллипе лĕпĕш çинелле тăсса кăтартать.

Ах, лĕпĕш кирлĕ-и сана? Лĕпĕш-и? Çиччас, çиччас тътса паратăп, акă. Ан макăр.

 

Ваня ури çине сиксе тăчĕ те пӳрт пĕрени çинче, хĕвел ăшшинче, ăшăнса ларакан чиперкке лĕпĕш еннелле асăрханса темиçе утăм турĕ. Тытас тесе аллине çĕклерĕ. Эх... Çаврăнăçуллăрах пулмалла çав лĕпĕш тытас тесен!

Лĕпĕшĕ хăйне çак ача тытма хатĕрленнине асăрхарĕ те, хитре çунаттисене сарса, чечексем еннелле вĕлтĕртетсе кайрĕ.

Çакна курчĕ те пĕчĕк Андриян макăрма та чарăнчĕ. Тĕлĕнсе, çăварне карса пăрахса пăхрĕ вăл лĕпĕш вĕçсе кайнине. «Кур-ха, кур. Чăх пурччĕ − урисем çине тăчĕ те чупса кайрĕ, кушак та çаплах тарчĕ. Ку вара... Ку вара таçтан çӳлтен чупать. Урисем те çук-çке унăн...»

Шăллĕ макăрма чарăннине илтсе, Ваня та хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Тĕлĕнтермĕш. Пĕчĕк Андриян лĕпĕш вĕçнине çаплах куç илмесĕр пăхать. Куçĕсенче унăн − темĕнле халиччен асăрхаман çутă.

Лĕпĕшĕ вара, чечексем çинче кăштах вĕçсе çӳресен, хăй çине ытараймасăр пăхакан ачана пĕрле пыма илĕртнĕ пек, варт çаврăнса, çӳлелле-çӳлелле çĕкленчĕ те ăшă вылявĕнче пач çухалчĕ...

 

ЯРАПЛАН

 

Пĕррехинче Ваня хăйĕн юлташĕсене Лаприкас урлă Çавал хĕррине кайса килме чĕнчĕ.

Атьăр! − хаваспах килĕшрĕç вĕсем. Арçын ача тени çапла ĕнтĕ вăл, пĕрмаях ăçта та пулин инçете-инçете, халиччен çитмен çĕре, каясшăн, халиччен курманнине курасшăн, халиччен илтменнине илтесшĕн.

Ваня паян хăйне йăлăхтарса çитернĕ йăмăкне те, «Ку мĕн? Ку мĕн?» тесе ыйтса тинкене илекен шăллĕне те хăйпе пĕрле ертсе каясшăн марччĕ. Анчах Андрияна систермесĕр тухса тарайăн-и вара!

Эп те сийĕнпе пĕйле! − тет вăл.

Юрĕ ĕнтĕ пытăр, − терĕç Ваньăна юлташĕсем те.

Пыр эппин, − килĕшрĕ Ваня. − Анчах ывăнсан − ан макăр. Эпир сана чарăнса кĕтсе тăрас çук. Çавал хĕрнех çитетпĕр паян...

Макăймастăп! − сăмах пачĕ Андриян.

Ачасем хайхи пахчари тĕкме урлă сиксе каçрĕç те чупа пачĕç Лаприкасалла.

Андриян та ыттисем хыççăн лăпăс-лăпăс чупать. Чупать-чупать те кантри пушаннине пула аялаллах туртăнакан пир шăлаварне яш-ш! туртать çӳлелле. Хăй çапах пиччĕшĕнчен юлмасть.

Лаприкаса çитрĕç те ачасем, уй хапхин вĕрлĕкĕсем витĕр тухса, уялла ыткăнчĕç.

Ытарма çук хитре уйра. Ыраш тулса çитнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Лăпкă çил вĕрнĕ май пучахсем ачасене тайăла-тайăла саламлаççĕ. Таçта Çавал хĕрринче, йăрăм-йăрăм чĕнтĕр пек йĕр туса, ăшă куçать... Уйрăмах пĕчĕк Андрияна кунта, ыраш хушшинче, тем тĕрлĕ чечексем пурри тĕлĕнтерет. Мĕн тери хитре вĕсем... Сарри те, кăвакки те, хĕрлĕ-хĕрлĕ çеçкелли те пур кунта. Ах, татасчĕ-çке. Татасчĕ.

Ыраш хушшине кĕрсе чечексем татма çеç пуçларĕç ачасем – таçта пĕлĕтре тем кĕрлени илтĕнчĕ. Пĕлĕтсем хушшинчен ялкăш çутă тимĕр кайăк Макаç ялĕ еннелле вĕçсе тухрĕ.

Яраплан! − кăшкăрса ячĕç ачасем.

Яраплан!

Самолет ачасем тĕлĕнчен самантрах вĕçсе иртрĕ.

Макаç ялĕ Çавал шывĕн тепĕр çыранĕнче, çӳллĕ сăрт çинче, ларать. Çавал çаранне аннă ачасене, унталла пăхсан, Макаç ялĕ хыçĕнчех çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ пек. Самолет унталла, çав çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕрелле, вĕçет, мĕн чухлĕ инçетелле каять, çавăн чухлĕ çĕрелле анса ларать пек.

Анса ларать! Анса ларать!..

Çак сасса илтсессенех ачасем Макаç ялĕ еннелле чупа пуçларĕç: «Пуринчен те малтан çитесчĕ-çке самолет патне!»

Ыттисемпе пĕрле пĕчĕк Андриян та чупать. Хăйĕн пиччĕшĕнчен пит юлсах каймасть-ха вăл.

Ыраш пучахĕсем ачана питĕнчен ыратмаллах çапаççĕ. Таçтан тупăннă пиçен курăкĕ хăйĕн йĕпписемпе урине чикрĕ. Çук, çук, вĕсем çине Андриян пăхса та тăмарĕ. Ку кăна пулсан юрĕ те... Ăçтан чупакан çын тĕлне тупăнать-ши çав муклашка тени. Кĕрĕс-с! кĕрĕслетсе ӳкрĕ Андриян сăмси çинех. Темĕскерпе сухаласа кайнă пекех сăмси çĕре хыртарса илчĕ, хуп-хура тăпрапа варланчĕ. Э-э, çук, сăмса ыратнине те, сăмса-çăвар вараланнине те пăхса тăма юрамасть, ыттисенчен юлас марччĕ, яраплан анса ларакан çĕре çитесчĕ. Атту вăл, ав, инçете вĕçсе кайрĕ ĕнтĕ, анса ларасшăн та мар пек. Чăнах та анса ларасшăн мар пулĕ çав. Инçете-инçете вĕçсе кайрĕ те хайхискер пĕлĕтсем хушшине кĕрсе кайса çухалчĕ.

Анса лармарĕ, − терĕç ачасем.

Анса лаймайĕ! − терĕ Андриян та.

Ачасем чарăнса тăчĕç те самолет мĕншĕн анса ларманни пирки тавлаша пуçларĕç.

Анса лармалли вырăн тулаймарĕ, − пĕлнĕ пек каласа хуче пĕри.

Çук, унăн Мускава каймалла, − хирĕçлет тепри.

Çук, Мускава мар, Шупашкара каймалла.

Тăваттăмăшĕ тата хăйсене айăплать. «Анса ларас çĕре хамăр час чупса çитеймерĕмĕр, çавăнпа яраплан анса лармарĕ», − тет.

Андриян вĕсем калаçнине илтмест те. Вăл яраплан курăнми пулсассăнах шухăша кайрĕ. «Лĕпĕшсем те, çерçисем те, шăнкăрчсем те çапла пĕлĕтре вĕçсе çӳреççĕ. Мĕнле ӳкмеççĕ-ха вĕсем? Яраплансем те, ав, ӳкмеççĕ. Ваня пиччĕш калать: çавăнта, яраплансем çинче, çынсем ларса пыраççĕ, тет. Çук пуль. Ларса пыраççĕ-тĕк, мĕнле ӳксе юлмаççĕ-ха вĕсем? Çынсем ларса пыраççĕ... Мĕнле çынсем-ши вара вĕсем? Пĕрре кăна курасчĕ те...»

Пĕлеймен çав-ха Андриян ун чухне хăй тата шăп та лăп тепĕр çулталăкран чăн-чăн летчике курасса...

 

ĔМĔТ

 

Николаевсен хурăнташĕ, Михаил Громов, яла курма килнĕ. Вăл авиацире ĕçлекен техник. Тем те пĕлме юратаканскер, летчик ĕçне те вĕреннĕ, темиçе хутчен вĕçевре те пулнă ĕнтĕ.

Летчик вăл, ачам, − чăн-чăн сывлăш хуçи, − каласа кăтартать Михаил Громов пĕчĕк Андрияна. − Вĕçсе хăпаратăн та сывлăша ăмăрткайăк пек, кăйкăр пек ярăнатăн... Курнă пулĕ эсĕ яраплансем вĕçнине.

Андриян вĕсене пĕрре кăна мар курнă. Каярахпа вара, Мишша пиччĕшĕ летчикре çӳренине пĕлсессĕн, хăйсен ялĕ тĕлĕнчен пĕр-пĕр самолет вĕçсе иртнĕ чухне вăл çӳлелле пăхатчĕ те кăшкăратчĕ:

Мишша пичче! Мишша пичче, мана та ил-ха!

Михаил Громов çаплах сăмахне малалла тăсать:

Чи паттăр çын кăна летчик пулма пултарать. Летчик пулас тесен, нимрен те хăрамалла мар...

Пĕчĕк Андриян куçĕсем − çунса тухасла. Çиçеççĕ вĕсем. Хĕмпе выляççĕ вĕсем. Вĕсенче − чăрсăрлăх, пуласлăха курни, ĕмĕт çуралса пыни.

Хăна тухса кайсанах Андриян амăшĕ патне чупса пычĕ.

Анне, эпĕ те ӳссен, Мишша пичче пек, летчик пулатăп! − кăшкăрса ячĕ вăл.

Амăшĕ − Анна Алексеевна − ачине пуçĕнчен ачашларĕ.

Пулăн, ачам, пулăн. Ӳссен такам та пулăн-ха. Çапла çуралнă Андриянăн летчик пулас ĕмĕчĕ. Ун чухне вăл пиллĕкреччĕ.

Этем ĕмĕтсĕр пурăнма пултараймасть. Ĕмĕт пурин те пулать: пысăккин те, пĕчĕккин те.

Ӗмĕт çуралассине ăна çĕмĕрт-йывăç çеçке çурнипе танлаштарма пулать. Çеçке çурăлма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Хăтлă самант çеç кирлĕ. Акă хĕвел пăхса ярать те, ăшă хăй пехилне тавралăха парать. Вара çĕмĕрт, хăйĕн илемлĕ çеçкине çурса ярса, çут тĕнчене кăтартать.

Халĕ çеçке çурăлчĕ ĕнтĕ. Çимĕçĕ мĕнле пуласси çутçанталăк-саманаран килет.