ÇĔЛЕН

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

    Çутçанталăк, çут тĕнче
Çуна-çуна çутăлсан,
Ерипеле сивĕнсе
Тинĕспеле çĕр пулсан,
Тухса выртнă çĕр çине
Çĕр пысăккĕш пĕр çĕлен.
Çĕлен ури пĕртте çук,—
Çĕлен çитмен çĕр те çук;
Çакă çĕрĕн çийĕнче
Çĕлен сăхман çын та çук.
Çутă хĕвел çутти пек
Вĕçсе çÿрет пĕр кайăк;
Пуçне çĕклет çав çĕлен
Кайăк çине пăхмашкăн.
Çĕлен сăнни çитес çук
Çав кайăка сăхмашкăн,
Çĕлен çине пăхать кайăк
Хăйĕн çĕр пин куçĕпе.
Пĕтĕ халĕ пĕрре çĕлен
Ĕмĕрлĕхе пуçĕпе.
Çĕлен чĕтресе выртать,
Çак кайăкран хăраса;
Кайăк çиçĕм пек çÿрет
Чăнлăх çутти шыраса.
Кайăк çутти кансĕррипе
Çĕлен çĕре кĕринччĕ,
Çак кайăкран хăранипе
Çĕлен çĕрте кĕринччĕ.
Кайăк çÿлтен çĕре ансан
Çĕлен куçне уçаймĕ,
Çав кайăкран хăранипе
Вырăнĕнчен куçаймĕ
Кайăк чĕри пин пулчĕ,
Çĕлен чĕри çук пулчĕ;
Çĕрпе шывăн пичĕ çине
Мулшăн тăкнă юн тулчĕ.
Кайăк часрах килинччĕ,
Çĕлене вĕлеринччĕ,
Чăн чăнлăха пĕлтерсе
Пире тĕлĕнтеринччĕ.
Юнпа куççуль нумай юхать
Çĕлен çĕрте выртнăран;
Çĕлен ÿчĕ юн юхтарать
Кайăк анса çыртнăран.
Çĕлен пĕрре вилĕ-ха,
Емĕрлĕхе пĕтĕ-ха.
Çĕлен халĕ çĕр çинче
Кунĕн-çĕрĕн юн ĕçет,
Кайăк çĕрĕн вĕçне-хĕрне
Ылттăн çунатпа вĕçет.