КУШТАН АВТАН

Гордеева Светлана Денисовна
Ялта кукаҫийӗн
Автанӗ – куштан:
Сӑхать айӑн-ҫийӗн
Унтан та кунтан.

Тус-тантӑш кӗрет-и,
Автаншӑн – тӑшман.
Ҫӗмрен пек! Пӗрре те
Мана ҫеҫ сӑхман.

Мана вӑл курать те
Тарать аякран.
Кӑшт хам та хӑратӑп
Куштан кайӑкран.