Кумаляк

Яккусен Петр Яковлевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

Кумалякпа туслашни

Кăткă Арăсланĕ

Юлан ут

Сарă çулçă

Анне

Улатипе чечекпи (Юмах.)

 

Кумалякпа туслашни

 

Кумаляк − кăткă вăл. Пирĕн пÿрт çумĕнче пахчара пурăнать. Виçĕм кун урана шăрпăк кĕртсе ятăм та пусма вĕçĕнче çапла шăрпăк кăларса ларатăп. Пăхатăп: картлашка хăми тăрăх пĕр Кумаляк чупать. Эпĕ ăна тÿрех пĕлтĕм Кумалякне. Ма Кумаляк-и? Темме. Таçта илтнĕ эпĕ вăл сăмаха, тем тени вăл − пĕлместĕп. Хам пуç ăссĕн çак кăткă пуль терĕм. Чăнах та çавă пулнă. «Кумаляк», − тесе чĕнтĕм те, чарăнса ман çине кăн-н! пăхрĕ. Кайран калаçса кайрăмăр вара. Вăл мана хăй çинчен каласа парать, эпĕ ăна − хам мĕнле пурăнни çинчен. Туслашрăмăр çапла.

Кумаляксен килĕ питĕ пысăк. Кăткăсем нумаййăн пурăнаççĕ. Эпĕ курнă вĕсене: эх, чупаççĕ, эх, чупаççĕ. Тем пысăкăш япаласене сĕтĕреçĕ.

Кумаляк вăл манашкал ача та, унпа выляма никам та ерçмест, çитĕннисем хăйсемпе ертмеççĕ. Çавăнпа та малтанхи хут курсанах манран пĕр чĕптĕм те хăрамарĕ вăл. Ура туни тăрăх чупса хăпарчĕ те чĕркуççи çине пырса ларчĕ.

Ним те çыртмасть. Кăткăсем вĕсем хăйсен кил-çуртне аркатма тытăнсан кăна питĕ хытă тарăхса каяççĕ тет, вара çыртаççĕ.

Тарăхмасăр. Эпĕ хам та ĕнер лаç çумĕнче пÿрт турăм. Кукăль пĕçерме тесе тăм илме кайрăм çеç, Макçăм Вани ман пÿрте йăлт тустарса тăкнă. Кайран пахчалăк айĕнчен пăхса кулать манран. Хăйĕн хырăмĕ çара тусан. Пиччĕшĕ пур та, çÿрет иртĕхсе. Манăн кăна Кумаляксăр пуçне кăнтăрла никам та çук. Анне хулана кайнă. Паян, ыран, тепĕр кун пулсан тин килет. Кĕтетĕп, кĕтетĕп. Атте каçалапа килет-ха, анчах ывăнса таврăнать те − манпа вылямасть. Пĕтĕм ĕмĕр çак Кумалякпа вылясах иртсе каять ĕнтĕ. Ларатпăр вара иккĕн, икĕ тус, хĕвел мунча çумĕнчи хурăн хыçне анса ла-риччен.

Ун чухне вара Кумаляк çывăрма вĕтĕртеттерет. Тĕттĕмленсен вĕсен пÿрт алăкне чăнкăр-чăнкăр питĕрсе лартаççĕ тет те кĕртмеççĕ тет. Пĕррехинче Кумаляк каçа юлса кайнă та пĕрене хушăкĕнчех çĕр каçнă. Унашкал пулмастчĕ пуль-ха, вăл çавăн чухне Арăслантан тарнипе çухалса кайнă. Хăранипе инçе тарнă та.

 

Кăткă Арăсланĕ

 

Пирĕн атте тракторпа ĕçлет. Пы-ы-сăк тракторпа. Лайăх ĕçленĕшĕн пĕлтĕр пачĕç. Тракторĕн ураписем ман çÿллĕш тепре. Кабининче тап-таса. Пĕрре эпир аттепе кирпĕчрен пахчалăк юписем тума хăйăр турттарса килтĕмĕр. Пахчалăкне туса пĕтерсен унта мана вылямалăх хăйăр юлчĕ. Манпа паллашиччен Кумаляк çавăнта эп вылянине курма пынă. Хăйăр çинче пăхса ларнă-ларнă, асăрхаман та, Кумаляка такам хăйăр пĕрчипе хулпуççинчен яра панă. Тăна кĕрсен курать: хăйăрпа пĕрле пĕр шăтăкалла юхса анать иккен. Шăтăк тĕпĕнче Кăткă Арăсланĕ лара парать! Питĕ хăрушăскер, урисене чармакланă. Унччен Арăслана курман Кумалякăн чунĕ ура тупаннех анса каять.

Мĕнлерех калас, Кăткă Арăсланĕ вăл çавăн пек кăпшанкă: шăтăк чавса хурать те хăйăр ăшне ун çывăхĕнчен кăткă иртсе кайнă чухне хăйăрпа вăркăнтарать. Унтан хăй ларакан шăтăка хăвăрт-хăвăрт тарăнлатса кăтка ирĕксĕрех шăтăка юхтарса антарать те тытать.

Юрать Кумаляк шăтăка юхса аннă чухне пĕр чул тĕпренчĕкĕнчен çакланнă. Чулĕ шăтăка куçса аннă та Арăсланне хăйне аяла тунă. Илтнĕ-ха эп ăна, çынна валли шăтăк ан чав, ху кĕрсе ÿкĕн тенине, ăнланман. Халĕ ăнланатăп.

Хырăмĕ выçиччен чакаланнă хыççăн тин Кумаляк шăтăкран тухнă. Хăранăскер тытнă та тапса сикнĕ пачах тепĕр еннелле.

Кайран, тĕттĕм пулсан, Кумаляк килне шыраса тупнă, анчах кĕреймен, питĕрсе те хунă иккен. Вара пĕр хушăкра çĕр каçнă. Унтанпа хăйăр çине кайма пăрахнă вăл.

Эпĕ хам та пĕрре питĕ хăранăччĕ.

 

Юлан ут

 

Çуркуннеччĕ ун чух. Анне сакайĕнчен çĕр улми кăларнăччĕ. Çеçкине иртме кил хушшине сарса хунăччĕ. Сысна кĕресрен кил хушши алăкне пули-пулми уçма хушманччĕ. Эп çавна маннă кайнă. Йăмраран шăхлич касма тухасшăнччĕ, алăка уçрăм кăна сысна тăра парать. Ни хупаймастăп, ни тытса чараймастăп. Пĕр енчен чăмма пуçларĕ ура лартрăм, тепĕр енчен кĕме хăтланчĕ тепĕр урана лартрăм. Вăл, сĕмсĕрскер, тытрĕ те варрипе яра пачĕ. Мана сывлăша çĕклерĕ те кил хушшинелле ĕрĕхтерчĕ. Лаша çинчи пек ларса пыратăп, анчах кутăнла, хыçалалла пăхса.

Хăранипе мĕн кăшкăрнине те астумастăп. Анне илтнĕ те витри-качки чупса тухнă пÿртрен. Витре курсан анне еннелле ыткăнчĕ хайхи сысна.

Эпĕ ĕнтĕ ларса та пыраймастăп. Çурăмĕ çине тăсăлса выртнă. Ман мĕн тăвас, тытмалли те хÿри анчах та, çатăрласа тытрăм. Вăл пур, пуш-шех ахăрса кайрĕ. Аннене те итлемест. Ку татах темех мар-ха, пуçа пăрса пăхрăм та вăт хăрарăм тăк хăрарăм: ман айри сысна пусма айне вирхĕнет...

Урăх астумастăп. Хăранипе хÿрине вĕçертсе янă пулмалла, ÿксе юлнă. Анне те хăраса кайнă: ни кулма, ни макăрма. Кача пÿрнине ыраттарнăччĕ те, кайран иртсе кайрĕ. Кача пÿрни тенĕрен, эпĕ ытти пÿрне ячĕсене те пĕлетĕп: пуç пÿрне, шĕвĕр пÿрне, вăталăх пÿрне, ятсăр пÿрне, кача пÿрне.

 

Сарă çулçă

 

Çулçă саралсан шкула каяççĕ тетчĕ анне. Паян, анне хулана кайни икĕ кун иртсен, пахчана çырла çиме тухрăм. Пирĕн хăмла çырли питĕ нумай. Çисе ывăнсан канма лартăм кăна, пăхатăп − пĕр йывăç çинчен сап-сарă çулçă вĕçсе анчĕ. Çырлу-качку, çулçа ярса илтĕм те савăннипе ниçта кайса кĕрейместĕп. Мĕн чухлĕ кĕтрĕм-кĕтрĕм − тинех шкула кайма вăхăт çитрĕ!

Часрах мачча çине чакаланса хăпартăм. Унта эпĕ тахçанах портфель хатĕрлесе хунă, пысăкрах пулсан та, йăтма пулать.

Çĕнĕ кĕпе тăхăнас-ши, тăхăнас мар-ши? Аçта хунине аннесĕр пĕлместĕп. Чĕрне вĕççĕн тăрса пахчари умывальник айĕнче пит çурăм, ал шăлли патне сиксе çитеймерĕм. Пултăрах, кĕнекесене портфеле чикрĕм те урама тухрăм. Шкулĕ инçх мар, ак урам пĕтсен эпир вылякан тăвайкки пулать, аяларах − пĕве. Çав пĕве леш енче пысăк та хитре шкул ларать.

Пĕве патне çитрĕм-ха. Ывăнтăм. Тăм шăтăкĕ умĕнче Çеруш тăрать. Вăл манран аслă. Пичĕ, алли − йăлтах тăмпа вараланса пĕтнĕ.

Çеруш − лайăх ача. Тăмран тĕрлĕ теттесем тума юратать. Пире те вылямашкăн упа-мулкачсем туса парать. Теттисене вăл сулхăнра типĕтет. Çуркаланса кайсан хăйăрпа çăвать. Тăм вăл пластилинран лайăхрах тет, хытса ларсан лапчăнмасть.

Эс ма шкула каймастăн? − тетĕп Çеруша.

Мĕн тума? − тĕлĕнет вăл.

Эпĕ ăна сарă çулçă пирки каларăм.

Шкула халех каймаççĕ, − тет Çеруш. − Санăн кăçал кайма çул та çитмен-ха, − тет.

Ана эпĕ хам та пĕлетĕп-ха. Ман шкула каяс килет.

Çеруш пек лайăх ача пулатăп эпĕ çитĕнсен. Халь эпĕ темле ача ĕнтĕ, пĕлейместĕп. Пĕркун мана анне вырăн пуçтарнăшăн лайăх ача терĕ. Кайран, каçхине, чăлха хывмасăрах вырăн çине выртнăшăн лайăх мар ача терĕ. Вăтам ача пуль эппин эпĕ. Çеруш мана киле çитичченех ăсатса ячĕ. Çынсем курсан кулĕç тесе анкартипе кĕтĕмĕр вара.

 

Анне

 

Паян анне килет. Килетех пуль. Кăнтăрла та çитрĕ. Ашă. Чăхсем пÿрт çумĕнчи тусан çин-че чăпăл кĕреççĕĕ Манăн машинпа та выляс килмест. Юлташ ачасем Шурхурăна çырла татма кайрĕç. Мана та чĕнчĕç, анчах эпĕ килтех юлтăм.

Кумаляк та тухмарĕ паян. Шăрăхран хăранă пуль. Ыйтса пĕлес пулать унран: вĕсем шăрăх чух шыва кĕме ăçта каяççĕ?

Шухăшласа ларнă çĕртех сисмен те, тĕлĕрсе кайнă.

Мана ачашшăн вăратрĕç. Туятăп: кун пек вăратма анне çеç пĕлет. Питĕ савăнса кайрăм. Анне! Вăл пуринчен те лайăххи! Мана ыталаса илчĕ, мĕнле пурăннине ыйтать, ăшшăн-ăшшăн кулать. Эпĕ ăна васкасах Кумаляк çинчен каласа патăм.

Эй, ачам, − тет анне, − кумаляк вăл икерчĕ лăканă чух пулать, чустари хутшăнман çăнăх муклашкине çавăн пек калаççĕ. Эсĕ ăна пĕтĕмпех ху шухăшласа кăларнă, пĕчĕкскерĕм. Кумаляк ăçтан кăткă пултăр вăл? Кăткăсем çынпа калаçмаççĕ, вĕсем этем чĕлхине те пĕл-меççĕ. Манса каях ун çинчен, атя пÿрте кĕрер, эпĕ сана валли шăп та лăп аçунни пек трактор илсе килтĕм, вылямаллине.

Ку ĕç тахçанах, пĕчĕк чухнех пулса иртнĕччĕ. Халĕç эпĕ виççĕмĕш класа каятăп ĕнтĕ.

Кумаляк − кăткă вăл. Пирĕн пÿрт çумĕнчи пахчара пурăнать. «Кил, кил, Кумаляк!» − тесе виçĕ хутчен карлăка шаккасан вăл тухать.

 

УЛАТИПЕ ЧЕЧЕКПИ. (Юмах.)

 

Çуркунне çитнĕ. Ирĕлнĕ юр çырмасемпе шăнкăртатса, варсемпе шарлаттарса юхса кайнă. Пĕр ăшă каç, никам та сиссе юлайман, йывăç папкисем шартах çурăлнă. Тепĕр кунне вара унта та кунта симĕс тĕссем курăнма пуçланă.

Тĕнче ытарма çук хитреленсе, чиперленсе, тасалса кайнă.

Лĕпĕшсем кукăр-макăр, айăн-çийĕн вĕçме пуçласан Наташăпа Настя, аппăшĕпе йăмăкĕ, пахчари улах вырăнта хăма татăкĕсемпе кирпĕч катăкĕсенчен пÿрт туса лартнă. Унта вĕсен сак та, пукан та, çÿлĕк те пулнă. Пÿртне тирпей-лесе пĕтерсен хĕр ачасем килĕнчи мĕнпур пек теттисене хăйсен пÿртне куçарнă.

Çурхи илемлĕ тĕнчере çÿреме амăшĕ Наташăпа Настя валли чечеклĕ-чечеклĕ çĕнĕ кĕпесем çĕлесе ларнă. Вăл хĕр ачасене чĕнсе илнĕ те кĕписене тăхăнтарса виçсе пăхнă. Пилĕк çулхи Настя çĕнĕ кĕпе тăхăнса пăхнă чухне çĕвĕ машини хыçĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çитсă татăкĕсем асăрханă. Вăл аппăшне систерсе кăлт тĕксе илнĕ те:

Анне, ку тетте татăкĕсене пире выляма пар-ха, − тенĕ.

Амăшĕ хăйне кирлĕреххисене суйласа илнĕ те икĕ хĕр ачине те пĕрер тĕрке çитсă татăкĕ тыттарнă.

Питĕ хĕпĕртенĕ Наташăпа Настя татăксене йăтнă та хăйсем туса лартнă пÿрте чупнă.

Малтан вĕсем вырăн сармалла вылянă. Наташа йăмăкне тăрăшсах вырăн сарма вĕрентнĕ. Выляса йăлăхсан вĕсем канма ларнă.

Пĕлетĕн-и, аппа, − тенĕ пĕчĕк Настя, − атя ку тетте татăкĕсенчен пукане тăватпăр.

Атя тăватпăр, − килĕшнĕ аппăшĕ.

Хĕр ачасем вара хавхалансах пуканесем ăсталама тытăннă.

Шурă çеçкепе капăрланнă çĕмĕрт тăррине шăнкăрч пырса ларнă. Вăл икĕ хĕр ача тăрăшсах тем ĕçленине курнă та шăнкăр-р, шăнкăр-р тесе юрланă, унтан лаç хыçне ÿксе юлнă кăвак çитсă татăкне асăрханă.

Ах, ман хамăн та ĕçлес пулать, ĕçлес пулать, − тесе шăнкăрч çĕмĕрт тăрринчен вĕçсе аннă та çав кăвак татăка çĕклесе хăй вĕллине кĕрсе кайнă.

Наташăн пукани хĕр ача пулнă, вăл ăна хĕрлĕ кĕпе тăхăнтарнă, пуçне чечеклĕ тутăр çыхтарнă. Настьăн пукани арçын ача пулнă.

Çитсă татăкĕ çитменнипе арçын ача тумтирĕ кулăшла пулса тухнă: умĕнчен пăхсан арçын ача хăмăр тĕслĕ пулнă, хыçалтан пăхсан − сарă тĕслĕ.

Ман пукане чечеклĕ тутăр çыхнă, эппин ăна Чечекпи тейĕпĕр, − савăнса каланă Наташа.

Манăн вара ула-чăла пулчĕ, Улати ятлă пуль вăл, − тенĕ Настя.

Вара Наташăпа Настя пуканесем валли пăтă пĕçерме пикеннĕ.

Çÿлте-çÿлте чĕкеçсем вĕçме пуçланă. Кассăн-кассăн варкăш килнĕ. Ял хыçĕнчи вăрмантан аслати сасси илтĕннĕ. Наташăпа Настя пуканисене пăрахса хăварсах амăшĕ патне тарса кĕнĕ.

Пăт-пат тутарса çумăр ÿккелеме тытăннă. Кĕмсĕртетсе килекен аслати ял патнеллех çыв-харнă.

Ай-уй, çумăр çăвать-иç, − хаш сывласа янă Чечекпи, − манăн чечеклĕ тутăр йĕпенет ĕнтĕ, − тенĕ вăл.

Пултăрин, атя çумăр айĕн чупар! − тенĕ Улати.

Манăн хĕрлĕ кĕпе те вараланать ĕнтĕ, − ĕсĕклеме пуçланă Чечекпи.

Макăрнипе ĕç тухмасть, атя хÿтлĕх шыратпăр, − йăпатнă ăна арçын ача.

Пахчаран кил хушшине кĕмелли калинкке уçах пулнă. Улатипе Чечекпи, алран алла çавтăннăскерсем, кил хушшине кĕнĕ. Сарай çумĕнче ларакан пĕчĕк пÿрте курнă та савăнсах çавăнталла чупнă. Вара Улати пĕчĕк пÿрт алă-кĕнчен кармашса пăхнă, хăраса кайнипе вăл чутах кăшкăрса яман: пÿртре тĕлĕнмелле чĕр чун пурăннă. Вăл çывăрнă. Тĕлĕкĕнче темскер курса карăнса илнĕ те виçĕ хутчен хам, хам, хам тунă.

Аптăранипе Улати Чечекпие тата хытăрах çатăрласа тытнă. Хĕрлĕ киккириклĕ темскерсем çумăртан çенĕк айне тарса кĕнине курсан çак икĕ ача та вĕсем хыççăн чăмнă. Кăт, кăт, кăт тĕлĕннĕ вĕсене курсан чăхсем. Çенĕк айĕнче çумăр çуман. Чечекпи кăштах нÿрелнĕ кĕпин аркисене тавăрса тытнă та тинех ĕсĕклеме чарăннă.

Килсĕр лайăх мар, − тенĕ вăл. Пирвайхи аслатиллĕ çумăр шыв юхтарсах кĕрлесе иртсе кайнă. Сывлăш ытармалла мар тасалнă. Наташăпа Настя пуканисене çумăр айĕнчех хăварнине аса илнĕ. Вĕсем васкасах тула чупса тухнă. Шыв кÿлленчĕкĕсене курсан хĕр ачасем ашшĕпе амăшĕн пусма вĕçĕнче лара-кан пысăк аттисене тăхăннă. Аран-аран ярса пускаласа вĕсем пахчари пÿрчĕ патне çитнĕ. Унта пуканисем çуккине курсан яшт кăна сиксе илнĕ.

Çумăрпа юхса кайнă пуль, − тенĕ Наташа.

Курак йăтса кайнă пуль, − тенĕ Настя.

Улати картлашка хушăкĕнчен пуçне кăларса пăхнă. Кил хушшинче хĕвел çутатнă.

Атя тухса пăхатпăр, − тенĕ арçын ача.

Хăратăп, − тенĕ Чечекпи.

Кунта тĕттĕм вĕт, лайăх мар, пирĕн пурăнмалли вырăн тупас пулать, − тенĕ Улати.

Эсĕ тухса шыра, эпĕ унччен кунта ларăп, − тенĕ те хĕр ача тутăрне юсаса çыхнă.

Улати кил шырама тухнă.

Вутă шаршанĕ айĕнче шапасем ларнă. Улати татах шыранă. Выльăх вити патĕнче пылчăклă пулнă. Юлашкинчен Улати ампар умне çитнĕ. Ампар алăкĕн пĕр кĕтесĕнче тăваткал шăтăк тупăннă. Улати çав шăтăкран шала кĕнĕ. Ампар ăш-чикĕнче ăшă та типĕ пулнă. Пĕр пĕчĕк чÿречерен çутă ÿкнĕ. Улати ампарта мĕн-мĕн пуррине сăнаса тухнă. Кунта тем те пулнă: каткасем, михĕсем, кивĕ çĕвĕ машини, шкаф, ещĕксем. Сăрĕ кайса пĕĕтнĕ сак айĕнче çÿхе хăмаран тунă кивĕ чăматан ларнă. Хупăлчи типсе чалăшнă пирки чăматан ăшне кĕме питĕ меллĕ пулнă.

«Акă пирĕн кил», − тенĕ те Улати Чечек-пие илме чупнă.

Çапла Улатипе Чечекпи хăйсен килне тупнă. Вĕсене кунта никам та чăрмантарман. Ампарта мĕн-мĕн пуррине вĕсем хаваслансах тĕрĕслесе тухнă. Кивĕ çĕвĕ машини çумĕнче Чечекпи пÿрнеске тупнă. Вăл питĕ савăннă. Улати кивĕ çĕвĕ машинине çавăрса пăхсашăн пулнă, анчах вăй çитереймен. Арçын ача пĕр тутăх пăта тупнă. Вара вăл та питĕ хĕпĕртенĕ.

Кайран пуканесем иккĕшĕ те каç пуличченех килне тирпейленĕ. Чечекпи тусан шăлнă, Улати ăна йывăртарах ĕçсене тума пулăшнă: кил хушшинчи пĕр кÿлленчĕкрен пÿрнескепе шыв йăтнă, ытлашши хатĕр-хĕтĕрсене пÿртрен кăларнă.

Кил-çуртне тасатса пĕтерсен вĕсем савăннипе алла-аллăн тытăнса ташласа та илнĕ.

Кун иртнĕ те çĕр иртнĕ. Улатипе Чечекпи юмахри пек пурăннă. Кăнтăрла вĕсем вылянă, пахчара чечексем курса çÿренĕ, алăк кĕтессинчи шăтăкран кил хушшинчи пурнăçа сăнанă. Унта тепĕр чух Наташăпа Настя вылянă. Чăхсем çÿренĕ. Хушшăн-хушшăн йытă вĕрке-ленĕ. Пăр-р! туса çерçисем вĕçсе пырса ларнă. Пăр-р! туса çерçисем вĕçсе тарнă.

Пурăна киле Улатипе Чечекпи кичемленме пуçланă. Вĕсене кунашкал пурнăç йăлăхтарса çитернĕ.

Çук, ку ялта пурăнса пулмасть, ăçта та пулин каймаллах, − тенĕ Улати.

Мĕншĕн пирĕ туссем çук-ши? − хурланса каланă Чечекпи.

Вара вĕсем пĕр çутă уйăхлă каç тĕнче курма кайнă. Тул çутăлнă тĕле ялтан тухнă. Улатипе Чечекпи умĕнче тĕлĕнмелле, ăнланмалла мар тĕнче çиçсе выртнă.

Вĕçсĕр-хĕрсĕр калча хумлăн-хумлăн хумханнă. Пуç тăрринче итлесе тăранмалла мар тăри юрри илтĕннĕ. Калча хĕрринчи çерем çинче сăпсасем сĕрленĕ, лĕпĕшсем вĕлтĕртетнĕ, уярсем упаленнĕ, шăрчăксем йăкăлт та якăлт сиккеленĕ. Пĕтĕм тĕнче савăннă. Хаваслă тĕнчене курнипе Улатипе Чечекпи те хĕпĕртенĕ. Юрла-юрла малалла утнă. Утсан-утсан вĕсем пĕр вăрман хĕрне çитнĕ те канма ларнă. Мĕн-мĕн курни çинчен пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçнă. Наташăпа Настя питĕ телейлĕ хĕр ачасем пулнине аса илнĕ.

Сасартăк Улатипе Чечекпи такам кăшкăрнине илтнĕ. Сасă инçех те мар илтĕннĕ. Вăл пулăшма чĕннĕ.

Пуканесем иккĕшĕ те харăсах сиксе тăнă та сасă еннелле чупнă. Чăнкă сăртра Чĕкеç чĕппи кăшкăрнă. Вăл, пĕчĕкскер, çырана шăтарса тунă йăвинчен выляма тухнă. Çав хушăра йăва умне пĕр пысăк Хура кайăк пырса ларнă. Вăл Чĕкеç чĕппине килне кĕртмен, тытса каясшăн хăваланă. Ывăнса çитнĕ Чĕкеç чĕппи мĕскĕннĕн кăшкăрнă, амăшне чĕннĕ. Амăшĕ çывăхра пулман.

Сăрт хĕрринчен аялалла пăхса тăракан икĕ пукане ним тума аптăранă. Чĕкеç йăви патне утса анма май пулман. Çыран хĕрри питĕ чăнкă. Шухăшламалăх вăхăт та юлман. Хура кайăк халь-халь Чĕкеç чĕппине тытать.

Чечекпи пиçиххине салтнă та арçын ачана тыттарнă. Хăй пиçиххин тепĕр вĕçне çирĕппĕн ярса тытнă. Улати часрах пиçиххи тăрăх Чĕкеç чĕппине çăлма анса кайнă. Пиçиххи кĕске пулнă. Вара Улати куçне хупнă та аллинчи пиçиххине вĕçертсе янă. Тач! тутарса ÿкнĕ вăл Хура кайăкпа Чĕкеç чĕппи хушшине. Кун пек тĕлĕнтермĕше курман Хура кайăк çунаттипе лĕпĕс-лĕпĕс тунă, кăштах аяккарах куçса ларнă. Улати чăн-чăн арçын ача пулнă. Хура кайăк çинелле паттăррăн утнă. Кунран темĕн те кĕтме пулĕ тесе Хура кайăк вĕçсе тарнă.

Чĕкеç чĕппи кăшкăрма чарăннă. Вăл пĕрре хăй çине, тепре пукане çине тĕлĕнсе пăхнă.

Чĕрĕ-сывă, чĕрĕ-сывă, − тенĕ вăл савăнса. Унăн ĕнтĕ сасси те аран-аран тухнă.

Улатипе Чĕкеç чĕппи паллашнă. Паллашнă та туслашнă.

Улати пуçне каçăртса çÿлелле пăхнă. Унта аллинчи пиçиххине вĕçертмесĕрех Чечекпи ларнă. Вăл кăшт та хускалман. Мĕншĕн тесен пултарайман. Пиçиххине салтсан Чечекпи саланса кайнă. Улати ăна чĕннĕ-чĕннĕ, анчах хĕр ача хирĕç пĕр сăмах та шарламан.

Улати мĕн пулса иртнине тин тавçăрса илнĕ. Вăл питĕ хăраса ÿкнĕ. Каялла хăпарма тăнă − хăпарайман. Сăрт питĕ чăнкă пулнă. Çÿлте, сиксе çитейми çĕрте, пиçиххи вĕçĕ сулкаланса тăнă. Хура кайăк тепре килсе Чечек-пие тытса кайсан?

Пĕтĕмпех мана пула пулчĕ ку инкек, − тенĕ пăшăрханса пĕчĕк çеç Чĕкеç чĕппи.

Саншăн мар-иç, усал Хура кайăка пула, − тавăрнă Улати.

Ку инкекрен мĕнле хăтăлмаллине нихăш те пĕлмен.

Çак хушăра чĕппи макăрнине илтнĕ Чĕкеç çиçĕм пек хăвăрт вĕçсе çитнĕ. Пĕчĕкçĕ чĕппи мĕн пулнине каласа парсан Чĕкеç Улати пат-тăрлăхĕнчен тĕлĕннĕ, пуканене тав тунă. Унтан, инкек çинчен пĕлсен, арçын ачана хăйĕн çурăмĕ çине лартнă та çирĕпрех тытма хушса сăрт тăрне вĕçсе хăпарнă.

Чĕкеçпе Улати Чечекпие пиçиххипе çыхса янă.

Эпĕ питĕ хăрарăм, − тенĕ хĕр ача тăна кĕрсен.

Халĕ ан хăра, − лăплантарнă ăна Чĕкеçпе Улати, − Хура кайăк тарнă ĕнтĕ.

Чĕкеç тепĕр хут аялалла вĕçсе аннă та чĕппине çурăмĕ çине лартса вĕçсе хăпарнă. Вара вĕсем пурте питĕ савăннă. Улатипе Чечекпин халĕ туссем пулнă. Пуканесем телей мĕн иккенне малтанхи хут туйса илнĕ. Улатипе Чечекпи пĕрремĕш хут ырă ĕç туса курнă. Халĕ вĕсем малалла мĕнле пурăнмаллине те пĕлнĕ.

Анне, пирĕн ампар пуçне чĕкеçсем йăва çавăраççĕ пулмалла, − тенĕ амăшне Наташа.

Пĕри пысăккă, тепри пĕчĕккĕ, пĕрмаях ампар тавра явăнса çÿреççĕ, − тенĕ Настя.

Чĕкеçсем ампарта пурăнакан пуканесем патне хăнана çÿренине Наташăпа Настя пĕлмен.