Кулас килет

Луч Григорий Васильевич


    

ТУПМАЛЛИ

Кулăшла калавсем
Суйма пĕлес пулать
Чаплă упăшка
ЖЭУ шĕккисем
Кĕсьене мĕнлерех якатаççĕ
Кантурти мыскарасем
Хаклă хăнасем
Урамри çын
Фермăри мыскара
Шефсем
Мĕн вăл кĕвĕçÿ
Курма килнĕ
Çемье подрячĕ
Майне пĕлмелле
Вичкĕн ăс
Микки арăм шырать
Кăшкар
Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă
Пĕрле ÿснĕ тантăш
Канăçсăр кун
Юрăхсăр çынсем
Тухатмăш
Кану
Лифтри лавкка
Пурте кăмăллă
Хĕрлĕ калпакпа Юр пике
Арăм шоферĕ
Хĕр çураçрăмăр
Кĕнеке тусĕ
Ÿкĕнÿ
Çакна кĕтменччĕ
Шăрттан
Этем тусĕ
Кĕвĕлĕç-ши юррине?
Кулас килет
Инкек
Çăхав
Çуралнă кун
Хуралçă-аукционер
Чун уявĕ
Лăс чăрăш
Урасăр пукан
Пурлăх пайлатпăр
Ан хăрăр
Кăвакал
Уйрăлу
Ăслайлă этемсем
Тутăхнă витре
Тăватă конверт
Сиплерĕç
Ырă вăрă
Шутсăр ăслă аçа кушак
ШŸТСЕМ
ХАВАСЛĂ ЮРĂСЕМ

 

УРАМРИ ÇЫН

 

Эпĕ хулари чи пысăк та илемлĕ урамра пурăнатăп, тĕрĕсрех каласан, вуникĕ хутлă çуртра. Чăн çÿлте пулнăран балкона тухатăп та хамăр тавралăха пăхса савăнатăп. Халлĕхе кунта нумай хутлă çуртсем виççĕ кăна-ха, çавăнпах пире хуплаканĕ çук: урамра мĕн пулса иртнине талăкĕпех сăнама пулать. Мĕн тейĕн те, хула вăл кăткă йăви пекех: темĕн тĕрлĕ машина, халăх хĕвĕшет. Тĕтĕмĕ-сĕрĕмĕ, шăрши-марши, ай-яй, мăкăрланать, ай-вай, тĕтĕрет. Ара, пирĕн урамра заводсемпе фабрикăсем те пур, тĕрлĕ кантурсем чаплă вывескăсемпе çутăлса лараççĕ. Иллюминаци тени халĕ улăхри чечекрен те ытларах илем кÿрет те, ăçтан ытармăн-ха тăван урама?!

Эпĕ пушă вăхăтра хамăрăн урамра çÿреме юрататăп. Эпĕ вĕт çак урамри çуртра çуралса çитĕннĕ, ача садне, унтан шкула çÿренĕ. Пирвайхи юрату туйăмне те кунтах хускатнă. Институтран вĕренсе тухса диплом илсен хĕр шырама та ют урама каяс темерĕм, юнашарти пилĕк хутлă çуртра пурăнакан Ксюшăна качча илтĕм.

Шел, хамăр урамри завода ĕçе вырнаçаймарăм, – хулан тепĕр вĕçне ĕçе çÿреме лекрĕ. Ну, ку темех мар терĕм, халĕ транспорт тени таçта та хăвăртах çитерет.

Инженер пулнă май мана хамăр заводра пуçлăхсем те, кĕçĕнреххисем те хисеплетчĕç. Тепĕр тесен, тавах аттепе аннене, вĕсем мана çав тери ал ăстайлă çын пулма вĕрентрĕç. Эпĕ техникăна çеç-и, çĕр ĕçне те, столяр ăсталăхне те, – кĕскен каласан, çын тума пултарнă мĕнпур ĕçе пĕчĕкрен хăнăхнă.

Пурăнаттăм çапла ырă курса. Укçа-тенкĕ çитетчĕ, çемье тулăх пурăнатчĕ. Эпĕ хам çак урамра çуралса çитĕннĕшĕн чĕререн савăнаттăмччĕ, кунта мана пурте хисепленĕн, ырă суннăн туйăнатчĕ. Çавăнпах кашнинпе сывлăх сунса, ăшшăн калаçма тăрăшаттăмччĕ.

Пирĕн çурт çывăхĕнче тарăн çырма пур. Унта харăсах виçĕ çăлкуçĕ хĕлĕн-çăвĕн канма пĕлмесĕр шыв сирпĕтсе тăраççĕ. Эпĕ вĕсене мĕн пĕчĕкрен пăхса-тирпейлесе тăратăп, пусма картлашкисене те аттепе иксĕмĕр ăсталасаттăмăр. Çырма хĕррине лартнă йывăçсем вара эпĕ çитĕнсе çитичченех хамран çÿллĕ ÿссе кайрĕç. Ой, эпĕ хамăр урамри тротуарсем хĕррине лартнă йывăçсен шутне халĕ никам та пĕлес çук.

Ах анчах, инкек куçа курăнса килмест тесе тĕрĕсех каланă пулĕ ваттисем. Пĕр аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче эпĕ лартнă тĕреклĕ юмана аçа çапса шарт! çеç çурса пăрахрĕ. «Ку ырра мар!» – хаш кулянчĕ арăм.

Кун иртрĕ те çĕр иртрĕ. Кĕтмен-туман çĕртен пирĕн завода тупăш сахал парать, хăйĕн тăкакĕсене те саплаймасть тесе çывăх вăхăтрах хупасси çинчен хыпар сарăлчĕ. Акă хайхи, ĕçлекенсен шутне чакарма тытăнчĕç. Хăш-пĕр инженерсемпе пĕрле мана та, вăхăтлăха тесе, ĕçрен хăтарчĕç, çав хушăрах урăх ĕç шырасан та чăрмантармĕ тесе асăрхаттарчĕç.

 

ÇЕМЬЕ ПОДРЯЧĔ

Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынă ятпа колхоз правленийĕн ларăвне ирттерме шутларĕç. Унта правлени членĕсене çеç мар, активистсене те чĕнтерчĕç.

Палăртнă вăхăтра ларусем ирттермелли зала йышлăн пухăнчĕç.

Хаклă юлташсем, тус-тăвансем... Тьфу! Темĕн те персе ярăн тата... – кăххăм-кăххăм ÿсĕрсе илчĕ колхоз председателĕ Мефодий Корнилович. – Ай, тепĕр тесен, тĕрĕсех. Халĕ эпир урăх саманара – рынок реформи сарăлса пынă вăхăтра – пурăнатпăр. Çыншăн çын тус, тăван, юлташ пулмалла. Ёлĕкрех кантурта е фермăра çемьепе ĕçленĕшĕн тиркешме пăхатчĕç пулсан халĕ ирĕк, – çемье подрячĕ сарăлнăçем сарăлса кайрĕ. Çемье – колхозшăн, колхоз – çемьешĕн...

  1. Тăхтăр-ха, Мефодий Корнилович, – пÿлчĕ председателе кăмака çумĕнчи пукан çине хĕсĕнсе ларнă Назар мучи. – Сирĕн çемьелĕхĕ каламасăрах паллă-ха та. Эсир пире кун йĕркинчи тĕп ыйту пирки...

  2. Тĕрĕс, Назар Петрович, – мучие итлесе пĕтермесĕрех пуçне сĕлтрĕ Мефодий Корнилович. – Каçарсамăр, эпĕ тĕп ыйтăва умсăмахран пуçласшăнччĕ. Юрĕ, сирĕнпе килĕшетĕп. Вăхăта перекетлес пулать. Вăхăт вăл – ылтăн!

  3. Ылтăн çав, ылтăн... – каллех канăçсăрланчĕ мучи.

  4. Ман шухăшпа килĕшетĕр апла? – мучие шăтарасла пăхрĕ председатель. – Кăçал эпир, чăнах та, ĕçсене палăртнă вăхăтра вĕçлерĕмĕр: вăйлă тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтертĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхĕ чылай ÿсрĕ. Хăçан пулнă пирĕн кун пек çитĕнÿ?!

Мефодий Корнилович хулпуççийĕсене кăптăкланнă çерçи тĕкĕ пек хăпартса тавралла пăхса çаврăнчĕ. Нихăшĕ те сăмах хушмарĕ, мĕншĕн тесен вăрăм сĕтел хушшинчи çынсем вăл мухтаннă чух шăп ларма кирлине хăнăхса çитнĕ.

Калăр-ха, тархасшăн, Мефодий Корнилчă, – терĕ Назар Петрович, – аллă гектар çинчи тырра мĕншĕн вырмасăр хăвартăр?

  1. Кам каларĕ? Ăçти уйра?! – сасартăк кăшкăрса ячĕ аслă агроном Михаил Мефодьевич, колхоз председателĕн аслă ывăлĕ.

  2. Хам курнă, – çирĕплетрĕ Назар Петрович. – Вăл тырă ăçти уйрине халь турă та пĕлмест. Сухаласа çĕр айне пытаратăр та...

  3. Юрĕ-çке, юрĕ, ку темех мар. Ан тавлашăр, – аллине сулчĕ председатель. – Хаклă вăхăта сая ярар мар.

  4. Вăтăр гектар çĕр улмипе кăшман кам айăпне пула ана çинех юлчĕç? – парăнма шутламарĕ мучи.

  5. Ăна та ху кайса пăхрăн-и? Атя халех ана çине! – шала кайнă сасăпа хăйăлтатрĕ Петр Михайлович бригадир, колхоз председателĕн кĕрÿшĕ. – Элекшĕн каçармаççĕ халĕ. Çĕнĕ саккун пур!

  6. Хе, – куçне хĕссе лĕх-лĕх кулчĕ мучи, – эсир хăвăр хыççăн йĕр хăвараканскерсем мар-ха.

  7. Назар Петрович путиш старик иккенне пурте пĕлетпĕр вĕт, – пĕрле кулма пуçларĕ председатель. – Ну, юрĕ, çитĕ шÿтлесе.

Çакă мучие тарăхтарсах ячĕ.

Эсир кăçал миçе путекпе сысна çурине леш тĕнчене ăсатнине шута илтĕр-и?! – кăшкăрсах ыйтрĕ вăл. – Е вĕсене те çĕре чавса чикрĕр-и?..

Ак хайхи, пуçланчĕ тĕркĕшÿ! Мучие çавăнтах виççĕн харăс ярса тытса алăк патнелле сĕтĕрсе кайрĕç. Кусем ĕне фермин заведующийĕ Сидор Кириллович (председатель кумăшĕ), сысна фермин заведующийĕ Павел Мефодьевич (каллех председатель ывăлĕ), Мария Ивановна зоотехник (председатель арăмĕ) пулчĕç. Вĕсене чарма хăякан пулмарĕ, мĕншĕн тесен Мария Ивановна кĕтмен çĕртен пĕтĕм халăх илтмелле: «Усĕр вăл, ÿсĕр!» – тесе кăшкăрса ячĕ, унтан зал алăкне яри уçса мучие тулалла тĕртсе кăларчĕ.

Усĕр мар эпĕ, унашкал шĕвек ĕçменнине ял халăхĕ пĕлет! – янăрарĕ мучи сасси коридорта.

Хм, – терĕ вара Мефодий Корнилович залра ларакансене шăпланма ыйтса. – Çĕнĕ йăла-йĕркепе пурăнма çаплах вĕренсе çитейместпĕр-мĕн-ха, кунта авă сыпса килетпĕр. Начар япала ку. Ну, юрĕ, урăх чăрмантаракансем пулмĕç тетĕп. Калаçар-ха, юлташсем, тус-тăван. Тьфу! Темĕн персе ярăн тата. Ай, тепĕр тесен...

Унтан сасартăк сĕтел сунтăхĕнчен темĕнле хут туртса кăларчĕ.

Атьăр-ха ăмăртура мала тухнă çынсене преми памалли списока çирĕплетер, – сĕнчĕ вăл çынсем еннелле ăшшăн пăхса.

Ял хуçалăх çулĕ ăнăçлă вĕçленсе пынă ятпа хавхалантармалла-çке-ха халăха. Кăмăл-туйăма çĕклемелле...

Кĕскен каласан, чăнахах хавхалантарчĕç пĕр-пĕрне. Колхоз правленийĕн членĕсене тата ертсе пыракан ытти çынсене – çав шутра çемье подрядне кÿлĕннĕ председательпе арăмне те, икĕ ывăлĕпе кĕрÿшĕ-кумăшне те – пĕрер е икшер уйăхри ĕç укçи, уй-хир ĕçченĕсемпе фермăсенче вăй хуракансене, ячĕшĕн тенĕ пек, кăштах преми пама йышăнчĕç.

Нумай та пĕтет, сахал та çитет, – терĕ юлашкинчен Мефодий Корнилович ларăва хупса. – Ан пăшăрханăр, çулталăк вĕçленсен каллех пухăнăпăр.

Премие тивĕçсĕррисем те тупăнчĕç. Шел пулин те, вĕсен шутне ватлăха пăхмасăр колхозра вăй хуракан Назар мучи те лекрĕ.

 

Çапла эпĕ ĕçсĕррисен йышне лекрĕм. Аслă пĕлÿ туянса диплом илнĕ вăйпитти те ăста çыннăн ăçтан-ха килте ларас килтĕр? Çитменнине, çемье шăпи пĕтĕмпех унран килет-çке...

Тытăнтăм эпĕ хамăр урамри заводсене çÿреме. Пĕр çĕре кĕретĕп, хам инженер пулни, темĕнле ĕçе те пултарни çинчен ăнлантарма кăна тытăнатăп, кадрсен пайĕн пуçлăхĕ мана пÿлсе те хурать:

  1. Сана пирĕн пата кам ячĕ? Унăн алă пуснă хучĕ ăçта?!

  2. Мана кунта никам та яман. Хам килтĕм. Эпĕ çак урамра пурăнатăп...

Ах, урамри çын апла? Ну-ка, ан чăрмантар. Ытти çынсене йышăнас пулать, – тет те хайхи кантур йĕкехÿри аллипе алăк еннелле тĕллесе кăтартать.

Эпĕ урама тухса утатăп. Тăван урамра уçă, кăкăр туллин сывлатăн, ху кунта çуралса ÿснишĕн савăнатăн, хÿтлĕхе туятăн...

Акă эпĕ тепĕр завод кантурне çитсе кĕтĕм. Йĕркеллĕ тумланнă, эрех-сăрапа пирус тĕтĕмĕн шăрши кĕмен çамрăк инженера курсан кадрсен пайĕн пуçлăхĕ савăнчĕ пулас, – тарават кĕтсе илчĕ. Эпĕ хамăн нуша пирки калама пуçăнсан пуçлăх сăнĕ сасартăк улшăнчĕ.

  1. Хальхи ахăр саманара ĕç тупма йывăртарах çав, анчах тăрăшсан телей тĕлне пулма пулать, – йăл кулма хăтланчĕ вăл. – Хăш-пĕр çĕрте майлаштараççĕ, анчах пирĕн унашкал йăла çук. Каласамăрччĕ, тархасшăн, сана пирĕн пата кам ячĕ? Унăн алă пуснă хучĕ пур-и?..

  2. Мана кунта никам та яман, хут та çырса паман. Хам килтĕм. Эпĕ çак урамра пурăнатăп, тăван... – теме кăна ĕлкĕртĕм, пуçлăх мана:

  3. Ах, урамри çын апла? Ну-ка, ан чăрмантар. Ытти çынсене йышăнмалла, ав курмастăн-им, черет пысăк?!. – тесе пуçлăх аллипе алăка тĕллесе кăтартрĕ.

Эпĕ каллех урама тухса утатăп. Тăван урамра уçă, анчах ку хутĕнче темшĕн сывлăш пÿлĕнчĕ, пуç çаврăнчĕ, сывлăх сунма мар, никампа калаçас килмерĕ. Урампа пыракансем те ман çине ним шелсĕр пăхнăн, кĕç-вĕç тĕртсе ярса ураран ÿкерессĕн туйăнчĕ. Ют урама лекмерĕм-ши тесе хамăрăн çурт еннелле пăхса илтĕм: çуралнă çурт вырăнтах, темшĕн вăл та тĕксĕмленнĕ...

Эпĕ хамăн ăсталăхпа çеç мар, ытти енĕпе ĕçлекен кантурсене те çитсе пăхрăм, – пур çĕрте те мана «урамри çын» вырăнне кăна хучĕç, ĕçе илмерĕç.

Çÿретĕп çапла хула тăрăх, яхăнне ĕç тупаймастăп. Урăх урамсенчи кантурсене те çитсе пăхрăм, – усси пулмарĕ. Çав-çавах хамăн тăван урама çитетĕп те халлĕхе чун ăшшине уятăп-ха...

 

ХАВАСЛĂ ЮРĂСЕМ

Вырсарни

Эрнере çичĕ кун кăна тетпĕр.

Çакна пурте пит лайăх пĕлетпĕр.

Вĕсенчен пĕрне шутсăр кĕтетпĕр,

Кун хĕвеллĕ пуласса шанатпăр.

 

Хушса юрламалли:

 

Вырсарни – савăк кун, тантăшсем,

Ян! янраççĕ ун чух юрăсем.

Ырă ир, ырă кун, ачасем,

Халь сунатпăр сире, тусăмсем!

 

Ăшă ыйхă, киле юл-ха тетпĕр,

Рюкзака хатĕр-хĕтĕр чикетпĕр.

Çырлана е пулла-çке васкатпăр,

Çирĕп сывлăх çулĕпе утатпăр.

 

Хушса юрламалли:

 

Вырсарни – савăк кун, тантăшсем,

Ян! янраççĕ ун чух юрăсем.

Ырă ир, ырă кун, ачасем,

Халь сунатпăр сире, тусăмсем!

 

Музее, кинона та çитетпĕр,

Спортра чаплă ят çеç илетпĕр.

Çĕн куна çапларах ирттеретпĕр –

Хамăра пысăк усă кÿретпĕр.

 

Хушса юрламалли:

 

Вырсарни – савăк кун, тантăшсем,

Ян! янраççĕ ун чух юрăсем.

Ырă ир, ырă кун, ачасем,

Халь сунатпăр сире, тусăмсем!