Кучченеç

Алексеев Осип Алексеевич

Кун тăршшĕ кĕскелчĕ, çĕр вăрăмланчĕ. Пахчара кĕрхи ĕçсене пĕтерне. Канмалла хулана ачасем, тăвансемпе юлташсем патне çитсе курма шутларăм. Çула тухмалли кутамккана çĕр улми, алăри сумкăсене кишĕрпе сухан тултартăм, виçĕ пуç купăста чикрĕм те çула тухрăм. Кучченеçлĕх ăсан какайĕ те илме манмарăм.

Автобус çине билет укçи хакланнă тенĕрен хулана çуранах çитме шутларăм. Ялтан анатри урампа тухрăм та Мăн Çеремрен иртсен тырă-пулăран пушаннă уй-уй тăрăх, çурхи шыв çурнă çырмасем урлă, çулçине тăкнă вăрмансем витĕр шав малалла васкарăм.

Кăнтăрла иртнĕ çĕрелле ывăннине сисе пуçларăм. Умра − пысăк вăрман. Йывăçĕсен тураттисем пĕлĕтех перĕнеççĕ тейĕн.

Акă − уçланкă. Ура айĕнчи çулçă кунта самаях хулăн туйăнчĕ. Типсе çитнĕ сарă, кĕрен, хăмăр, пăчăр-пăчăр тĕрĕллĕ çулçăсене пĕр вырăна пухрăм та выртса канма шутларăм. Кутамккапа хутаçсене пĕр-пĕринпе çыхса хутăм, çур метр çўллĕш купаланă çулçă çине паш! тўнтĕм. Вăрăм çулта ĕшеннĕрен часах ыйхă пусса илчĕ.

Тĕлĕкре такам манăн урасене вĕре-вĕре ăшăтать пек. У-ух! тиш-ш! − текен сасăпа вăранса кайрăм...

Ман умра вăрăм ураллă пăши мăш-ш-ш! мăш-ш! туса сыв-ласа канлĕн кавлесе тăра парать.

Çумра вăрăм шăртлă икĕ хир сыснипе пилçĕк çури выртаççĕ. Ура вĕçĕнче вăрăм хăлхисене ўркенчĕклĕн сиктеркелесе çичĕ мулкач ларать.

Кутамккапа сумкăсем пуш-пушă − сухана çеç тĕкĕнмен. Çак çимĕç йўççине чĕр чунсем те пĕлеççĕ çав.

Çĕр улмине хир сыснисем чаплаттарнă пуль-ха.

Кишĕре мулкачсем юратса çинĕ ĕнтĕ. Купăста вара пăшине тивĕçнĕ пуль. Тен, эпĕ йăнăшатăп?

Хама хур тунăшăн вĕсене ятламарăм. Çывăракан çын кам пулнине пĕлсе пынă-ха та вĕсем. Мĕнле ятлăн.

− Хăнана кучченеçсĕр мĕнле каям, − тесе каялла яла уттартăм.

Тутă чĕр чунсем çавăнтах тĕлĕрсе юлчĕç.