Ксен улахра

Ухли Владимир Васильевич


   

ТУПМАЛЛИ

 

Пулăшрěҫ

Шăнкăрав

Атăл утравěнче

Пулă тытма кайсан

Кěҫěн улăхра

Çěнě касс ачисем

Кăпчанкă

Арҫын ачасем

Тăм ӳкнě каҫ

Хыр икелě

Атăл ҫинче

Лаша ҫитерме кайсан

 

КĚÇĚН УЛӐХРА

Ирхи уçă сывлăшра, ял çумěнчи хурăнлăхра куккук авăтни кăмăла çěклентерет. Çав таврашра çул анаталла пăрăнать. Пěр ушкăн ача, ялтан тухса, улăхалла утрě. Петěр вăлта хуллине хулпуççийě çине хурса пырать. Ун тусě Хвечук фанер сумка çакса янă. Чăн-чăн художник пекех туять пулас хăйне, йěри-тавра сăнакалать.

Ан мěшелтетěр! – васкатрě вăл хěрачасене. – Ирхи уçă сывлăшра тусан çук, ӳкерчěксем тума аван. Атьăр хăвăртрах.

Нумай çывăрмаççě ăна, – сăмахпа тěксе илчě тутисене тăп тытса пыракан Липа, Хвечук пекех сенкер куçлă, çаврака питлě хěрача.

Каларăм сана... – терě Хвечук, вăлта аврине икě пӳрнипе сăтăркаласа пыракан Петěре куç хěссе.

«Каларăм сана» тени хěрачасене чěнесшěн пулманнине пěлтерет-ха. Яр-уççăнах каламарě вăл, мěншěн тесен Петěр хěрачасем майлă пулкалать. Леш ăнланчě пулас, сăмаха тепěр еннелле пăрса ярас ěмěтпе:

Шурик, пěр сумка кăна илтěн-и? – тесе ыйтрě çул çинчех кěпине хывма тытăннă ачаран.

Шурикěн çавăн пек йăли пур вара, хире е вăрмана кайма тухсан, кěпине хывса кěсйине персе чикет. Хěвел çинче ытларах хěресшěн пулас.

Ман сумка пысăк—ěне тăрантармалăх чечек пухма пулать, – илтěнчě ун хěрачанни пек çинçе сасси.

Пěркун гербари валли пуçтарнисене качака çисе яче терěн. Хальхинче ěнене çитересшěн-и?

Ана пирěн качака çисе яман, – хěрачасем еннелле шурă куçпа пăхса илчě Шурик.

Иртсе кайнă ěнте, – Шурик хутне кěчě Хвечук. – Юри çитерсе яман. Ан тавлашăр.

Лупас тăррине качака путеккисем улăхěç теменччě эпе. Гербари çинчен урăх сăмах хускатакан пулмарě. Шурик, пуçне пěшкěртсе, куçхаршине хыçса илчě. Хăй майлă пулнă Хвечукпа пěрле харăс-харăс пусса утма тытăнчě.

Ачасем Кеçěн улăхри тӳремлěхе пырса тухрěç. Унти утта маларах çулнă. Шурă сухаллă старик лав çине утă тиет. Туссем ун патне кěпěрленсе пычěç.

Эсир ытла ир хускалнă-çке!? – старик кукшине кăтăр-кăтăр хыçкаларě, кхăм-кхăм ӳсěркелерě те: – Халě çырлисем çукрах çав ěнтě, – тесе хучě.

Çырлана маар-ха эпир, – хирěç тавăрчě Петěр. – Вěреннě чухне курăксемпе чечексем кирлě пулаççě. Çавсене типěтсе хумалла пирěн.

Ав епле эппин.

Кавруç асатте, эсир пěччен кăна-и?

Ěнер карчăк та килнěччě. Ěç патěнче мăштăртатнипе паян шăмшак ыратать тесе юлчě-ха. Ватлăхăмăр та çитнě ěнтě. Итту килте ларас килмест.

Лашана çыпçăнакан сăрă пăвансене сарлака аллапипе çăт та çăт тутарать хăй. Ăна кура Шурик те пăвансене хăвалама тытăнчě.

Çерçи пысăкăшне ярса тытрăм. Хăвăртрах курма килěр!

Ун патне пыракан пулмарě: юлташěсем ватă çынна пулăшасси çинчен пăшăлтатса калаçса тăратчěç.

Асатте, эпир сире пулăшар-и? – куçне мăч-мăч хупкаласа илчě Петěр. – Курăк пухма кайран та ěлкěрěпěр.

Ватăсемпе калаçнă чухне вăл пысăк çынла хăтланма тăрăшать.

Мěн тумалла-ши? Утă ванать, кăмакара типěтнě хăмла пек. Çулçи тăкăнсан, ун тути иксěлет.

Ак курăр, никам та иртěхмě. Çапла-и, ачасем!?

Тěрěс! – кăшкăрса ячěç ыттисем.

Петěр старик çывăхнелле тепěр утăм ярса пусрě.

Пěркун силослăх курăк турттарнă чухне ашкăннăшăн çилентер-и?

Ун чухне курăкě чěрěччě те аптрамарě. Эккей, мěн тумалла-ши? – старик чěлěмне чěртмесěр кěсйине чиксе хучě.

Пионерсен шанчăклă сăмахне паратпăр...

Аплах калатăр пулсан, юрě эппин, – килěшрě Кавруç мучи.

Утă купи айěнчен кěреплесем туртса кăларчě вăл.

Пирěн тата тăватă ача килмелле, – сăмах хушрě пěри.

Апла, нумайăн пулатăр иккен. Юрě, вěсемшěн те ěç тупăнě. Ěçе вěренни – телей туянни, теччě пирěн атте.

Пуçланса кайрě вара хěрӳ ěç. Хěрачасем чикěмсем турěç, Хвечук урапа çинчен анмарě, Петěр старикпе пěрле чикěм парса тăчě. Лав ваштах тăрăланчě. Ăна пуслăхпа пусарса çыхрěç.

Кăна, ачамсем, Аслă улăха леçес пулать. Вырăс Киштек кранěнчен çаврăнмалла.

Инçе-çке унтан.

Кунта хăварма юрамасть: ырантан тепěр кунне кěтӳ кěрет, – ăнлантарчě старик.

Аслă улăхпа Кěçěн улăх хушшинче кукăр-макăр çырма выртать. Ун çыранěсем кивě чӳлмек хěрри пек. Çуран каçса çӳреме те кансěр.

Петěрпе Хвечук утă лавě çине улăхса ларчěç. Шурик ларасшăн пулмарě.

Лашана пăван çыпçăнать, – терě вăл, пăвансене пушă сумкипе лăп та лăп тутарса.

Мучи, утă лавне ăсатса ярсан, хěрачасене валем тума вěрентрě.

Сийě-сийěпе илсе хурăр, урай сарри пек ан чěркěр, ун пек утă ванать.

Старик хăй те икě валем турě. Вěсем патне Шурик чупса килчě.

Кавруç асатте! – кăшкăрса ячě вăл. – Сире киле пыма чěнсе янă. Бригадир вир çумланă çěре каятчě. Сире калама хушрě.

Эккей, карчăк аптăраса ӳкрě-ши!? – шалтах нимěн тăва пěлмерě старик. – Эсир, ачамсем, тăрăшăр. Тен, асланнӳне больницах леçмелле пулě.

Шурик, картусне хыçалалла туса тăхăнчě те йывăр тиенě урапа çăтăртатса каякан еннелле чупрě. Хěрачасем, старик кăтартнă пек тăрăшса, икě-виçě лавлăх валем турěç. Утă лавěпе кайнă ачасен килмелли вăхăт та çитнě ěнтě.

Гербари пухар, – асне илчěç хěрачасем.

Роза хăйěн куçěсем пекех кăвак чечеке тытнă та вěркелесе тăрать.

Хěвел хытăран хытă хěртет. Çаран çинче шăрчăксем чěриклетеççě. Ирпе питě хаваслă авăтакан путене шăпланчě. Çырмари шапасем те тр-р! тр-р! тутарса хăяхлă çырма тěпне ерипен чěтретеççě. Нăймакаллă чěлхисем çине айван шăнасем. пырса ларманнипе эрленсе кăна çапла хăтланаççě-ха вěсем.

Кăсем халě те килмеççě-çке?

Ашкăнаççě-тěр. Хвечук иртěнмесěр чăтаймасть,—хушса хучě Роза.

Хвечука мěншěн çиленетěн?—тесе ыйтрě унран тантăшě.

Чарусăр вăл, пěр иртěнме тытăнсан пăрахаймасть.

Липа чěнмерě. Хитре сарă чечексене çӳç пайăркисем хушшине кӳрте-кӳрте лартрě. Пěр кěтмен çěртен Кěçěн улăхěн тепěр вěçěнче Хвечукăн чарăлтирех сасси илтěнсе кайрě.

Каларăм сана, иртěнсе çӳреççě тесе, – шăп сăмах тěлнех кăшкăрса янă Хвечук пирки асăнтарчě Роза.

Леш хěрачасене хăй патне чěнет иккен. Липа кěреплине йăтса утма пуçларě. Роза та тантăшěнчен юлма аван мар терě пулас, хуллен утрě.

Мěн аппаланатăр кунта?! – çиленчě вăл çырмана антарса лартнă кусла çине хăмасем хуракан ачасене.

Пěлмесěрех ан палка, – пат татрě Хвечук, темěнпе ыраттарнă аллине вěркелесе. – Петěр планěпе ěçлетпěр.

Сирěн планăрсем тăрăх ěслесен, Кěçěн улăхри утта пěр уйăхра турттарса пěтереймěн. Мене кирлě ку?

Петěрпе Шурик çырма тěпěнче мăштăртатаççě.

Атăл урлă сывлăшра çакăнса тăракан кěперсем тунă вăхăтра эсир çакăнпа аппаланатăр, – хěрача шавлама чарăнасшăн пулмарě. – Техникăн юлашки сăмахě-и ку?

Пур çěрте те техникăн çитěнěвěпе усă кураймăн, – хирěç тавăрчě Хвечук. – Петěр, ăнлантарса пар çаксене, ěненмен-тěлленмен вěсем.

Петěр тăруках чěнмерě. Малтан тимěр кěреçине тăсрĕ, унтан аллине çěклерě. Ун хыççăн Шурик йăраланса тухрě. Урисене пушмак тăхăннă тейěн – пакăлчак таран юшкăн çыпçăннă.

Акă мěн, – яланхи евěр васкамасăр сăмах тапратрě Петěр. Хăй çавăнтах çырма урлă хывнă каçмаран утă çěклеме пулни çинчен кěскен каласа пачě.

Ěçкěртсем патнех йăтмалла-и? – тěлěнчěç хěрсем.

Ак çак мěн? – хăмăт пăявě çумне çыхнă вăрăм вěрен çине тăсса кăтартрě Шурик. – Утă куписене вěренпе çаклатса вшилтик! тутаратпăр. Вăт мěнле плансем кунта пирěн. Каçчен Кěçěн улăх спортплощадка пек яп-яка пулса тăрě.

Ытла пысăка хапсăнатăн, – кулса илчě Роза.

Пысăка та мар, пěчěкке те мар, тыт наçилккене, – тесе хушрě Хвечук, Аслă улăхра ěçкěртсем патěнчен илсе килнěскерсене йăтма сěнсе.

Тепěр мăшăр наçилккене Петěрпе Липа йăтрěç.

Эпě вуннă тесе шутланă тěле йăтса килěр! – кăшкăрашса юлчě лаша çине утланнă Шурик.

Лашине вăл çырма урлă хăма хунă çěре пырса тăратрě. Сылтăм аллине хăлхи патне хутлатса тытрě (кавалеринчи салтакла хăтланчě ěнтě). Çырма тăрăх çил хумě вăш-вăш вěрет. Турă лашан вăрăм çилхи хуллен варкăшать. Ырă ут пуçне ухать те, кăмăллăн тулхăрса илет. Ача юлташěсене кăчăк туртса васкатать.

Лешсем пěрер наçилкке утă йăтса килчěç. Хěрачасем пушшех те тарланă. Тулли пичěсем çунса тăраççě.

Вěрене çаклатса ярăр-ха! – терě Шурик.

Петěр хăмăт пăявěнчен çыхнă вěренěн пěр вěçне утă купи хыçěнчен çавăрса илчě.

Пулчě! Вěçтер! – илтěнчě ун уçă сасси.

Шурик лашана Аслă улăхри ěçкěртсем патнелле тытрě. Кусем утă йăтма тесе хăмасем тăрăх тěпěртетсе чупса каçрěç. Унччен те пулмарě, Шурикěн сасси илтěне пуçларě.

Мěн пулчě? – тесе хыпаланса çитрě Петěр ун патне.

Кун пек юрамасть, иккěн турттармалла, пěрин купа хыçне тăрса пымалла – унсăрăн утă тăккаланать.

Тăккаланнă утта Петěр, сенěкпе пухса, çěнěрен купана ячě те паçăрхи пекех вěренпе çаклатрě, сенěкне вěрен тěлне тирсе лартрě те хăй хăрах урипе ун çине пусрě.

Кайрăмăр-р! Капла фермăна та çитме пулать! – хавхаланчě Петěр.

Шурикăн кăмăлě çěкленсе кайрě пулас, юрласа ячě:

 

Пирěн лаша еплине

Çула тухсан курăр-ха...

 

Чаран, ашкăнаççě тейěç. Ěç пěтсен, пурте пěрле юрлăпăр.

Петěр çапла каланине илтсен, Шурик шăпланчě те утă пушатса килнě чухне юлташне çапла каларě:

Венера чăтăмлă, эсě те утлан. Эпир иксěмěр те Кавруç асатте йывăрăшě çук. Утлан ěнтě, – лашине чарчě вăл.

Петěр, хăмăт пăявě çине пусса, тусě хыçне утланса ларчě;. Шурик чěлпěре карт-карт туртрě. Венера хытăран-хытă юртма пуçларе. Чěлпěр тытни урисемпе лаша аяккине тапкаларě. Лаша сиккипе кайрě вара. Ух та ух! теме пуçларě ача. Çав тěлте арлан шăтăкě тěл пулчě. Лаша çěнě тăпра купи çине пусасшăн пулмарě – ялт сикрě. Хыçалти юланут чěлпěр тытнин пуçě урлах çěрелле ыткăнчě. Лаша ача çине пусмарě, сиксе каçрě. Шурик те пирвай лаша ěнси çине пырса ӳкрě, унтан хытă çаран çине лаплатрĕ.

Ах, ух! тесе выртаççě ачасем. Лаша, хартлатса, вěсем патне пырса тăчě. Шурик ун патне уксахлакаласа çитрě, чěлпěртен ярса тытрě.

Утлантар-ха, чěркуççи икерчи саланса кайрě пулас.

Сана вăкăр та шел, – мăкăртатрě Петěр, хулпуççине çěклеймесěр кукăрăлса. – Мěн айкашмарăн...

Шурик чěнмерě, юлташě пулăшнипе лаша çине утланса ларчě.

Эпě халех, эсě çакăнтах тăр-ха! – тесе хăварчě вăл. Хăй, нимěн пулман пекех, татах юрттарса кайрě.

«Ун пекки пулкалать вăл!..» – кăшкăрса хăварчě Шурик. Тусě ытла ан пăшăрхантăр терě пулас.

Петěрěн аякки те сурать иккен, пилěк тěлěнче тата хытă ыратать. Аллипе тěренсе çерем çине кукленсе ларчě вăл. Хăй çапах та джигитсем çинчен, циркри артистсем пирки вуланă кěнекесем çинчен шухăшларě. «Циркра пěр лашапа виççěн-тăваттăн ыткăнаççě, тет. Мěнле ӳкмеççě-ши вěсем? Хăнăхнинчен килет çав...». Çавăн хыççăн ача хăйне вăтаннăн туйса илчě, куçхаршине хыçрě, тăма хăтланчě.

Суран, тепěр чухне, çинчех ыратман пек. Петěрěн те çапла пулса тухрě, пěрер каçалăк хушши утрě те вăл кукленсе ларчě.

Юлташсене каласа пачě-ши? Мěн намăс курмалла пулса тухрě капла?..

Шурик, чăнах та, юлташěсене хăвăртрах систернě пулнă – Петěр патне тăваттăн хашăлтатса пырса çитрěç. Хăйсем пурте хăранă.

Сан питӳ те шăйрăлса пěтнě-çке! – хěрхенчěç вěсем.

Иод кирлě. Аçтан тупар-ши?

Роза çапла каласса Петěр кěтменччě: хěрача унччен ялан тӳртěмрех тавăрнă пекчě. Авă вăл ырă кăмăллă пионерка иккен.

Шурике куншăн хăлха чикки памалла, – илтěнсе кайрě хулăн сасă. – Петěре ӳкерсе хăварнă та хăй вěçкěнленсе пычě тата.

Çав сăмахсене Сахар каларě. Çӳçě ун каснă лартнă пулса çитнě клевер пек – тěксěм хăмăр. Пит шăммисем тухарах тăраççě. Куçě хěсěкрех те вичкěн.

Вăл та персе анчě. Лаша çине те аран утлантартăм, – терě Петěр.

Ун пирки вăл нимěн те чěнмест, Петěр лаша çинчен лаплатрě те тăрайми пулчě тесе пире хăратрě,—хăйěн шухăшне вěçлерě хăмăр çӳçли. Вăл çěтěлсе пěтнě улăм шлепкине хывса Липăна пачě, урисене тěреклěрех пусса тăчě те: – Кил, ман çурăм хыçне çакăн, йăтса каятăп, – терě.

Мăшкăллама килнě-и эсě?—юратмарě ун сăмахне Петěр.—Эпě хам та утма пултаратăп.

Вěсем, Шурике вăрçкаласа, каçма патне пырса тăчěç. Аслă улăхра Шурикпе Хвечук юрласа утă сěтěреççě. Шурике пушшех хытă кăшкăрать. Чěркуççи ыратнине те мансах кайнă, лаша çине те йěркеллě утланман, урисене пěр еннелле тăсса ларнă. Хвечук пуçě тăрринче чечек кăшăлě. Çарана тухнă хурсенчен ӳксе юлнă тěксене чиккелесе хунă. Пěр-пěринпе хытă кăшкăрашса калаçаççě хăйсем.

Эсир лаша çинчен кěрěслетнине ӳкерсе кăтартап-ха, – тет Хвечук. Лешин кăмăлне каймасть пулас, чěнмест. Ку аяккине хыпашласа пăхрě те куçне-пуçне чалăртса пăрахрě.

Чим-ха, сăрсен ещěкě таçта ӳксе юлнă!..

Шăкăр-шакăр ещěкне паçăрах пăрахса хăвармалла пулнă.

Искусствăна ăнланмастăн эсě, – аллине сěлтрě пулас художник. – Укерчěк çăвар карса ларнипе мар, пысăк тертре çуралнине пěлесчě сан, тěрлěрен идейăсене сăрсемпе ěмěр манмалла мар искусство япали туса çырнине чухламастăн.

Кăнтăрлана лармарěç. Энтри апачě вăхăтěнче Сахар утă валемě çине йăванса кайрě те:

Хуть мěнле ятлăр та, эпě халтан кайрăм, ачасем, – терĕ.

Перемена-а! – кăшкăрса ячě Роза.

Хěрсе ěçленě хыççăн тутлă шăршăллă утă çине выртса каннине мěн çитě-ха. Алă-урасем пěçерсе тăраççě. Çăвар тутлăп карăнать те куç хупăнать. Тӳпери тăри: «Çывăрса ил!..» тенě пекех туйăнать.

Шурик лашине ытараймасть – утă çитересшěн пулчě те, лаши пер çăвар та хыпмарě, пуçне ухса кăна тăчě. Ача ăна çăлкуçě патнелле уттарчě. Хвечук сăр ещěкне шыраса халтан кайнă.

Эсě мěн çумăр пěлěчě пек тěксěм, – тесе хучě ăна Роза. Çавана лекмесěр юлнă сарă чечеке татса Хвечук çине пăрахрě те хик! тутарса кулнă сасă кăларчě. – Сарă чечеке юрататăп эпě.

Сана сарри, теприне кăвакки. Кам мěн юратать, – хирěç тавăрчě арçын ача.

Философ лекци вулама тытăнчě ěнтě, – тěксе илчě Роза ăна. – Ан лăрка, наçилккене тыт, çынран юлар мар.

Хвечук наçилккене сěтěрчě.

Çěнěрен ěç пуçланса кайрě.

Леш енче, Аслă улăхра, Сахарпа Шурик ěçлеççě. Сахарě лаша хыççăн лěпěстетет. Утланма хăрать пулас. Шурик лаша çинчен анмасть те. Лайăх ямшăкла ши! шăхăрать, утă куписене çаклатса каять.

Юлашкинчен Петěрпе Хвечук пěрле йăтма шут тытрěç. Хěрачасем наçилкке çине пур пек юлнă утта купаларěç.

Çакна йăтса çитерсен эсир паттăрсем пулатăр.

Çитеретпěр! – терěç те трусик вěççěн кăна тăрса юлнă ачасем наçилккене эхлетсе йăтса илчěç.

Кун самаях каçала сулăннă. Çаран çинче çара уран чупакансен мěлкисем те вăрăмланнă. Çӳлě-çӳлě утă ěçкěрчěсен тăррисем пăхăр укапа эрешленěн курăнаççě. Вěсен таврашěнче ачасем турттарса пынă утă куписем, пăрахут хыçěнчи хумсене аса илтереççě.

Юлашки тěлешки-и!.. – хаваслă кăшкăрса ячěç çамрăк сасăсем.

Юлашки купа çине вара вěсем пурте улăхса ларчěç. Шурик лашине хистекелесе пырать.

Ну, çитет, капла лашана йывăр, – тет вăл, анма хушса. Сахар кăна печěк купа çинче саркаланса пычě. Хěрачасем тăккаланнисене кěреплепе пуçтарма тытăнчěç. Петěрпе Хвечук кусла кăларма юлчěç. Çырма хěрринче шанкăрт та шанкăрт туни илтěне пуçларě.

Çěклер-и те йăтар-и! – ой тата! – тесе куслана кăлараççě хăйсем.

Вěсем патне, пěр сасă-чěвě тумасăр, Кавруç мучи пырса тухрě. Вăл улăхăн пěр пуçне, унтан тепěр вěçне пăхрě-пăхрě те аллисене шарт çапрě:

Çакăн чухлě утта епле турттарса пěтернě-ши тетěп. Кам кăна ăс пара пěлчě сире, ачамсем?

Ак ку, – тесе Хвечук Петěре çырмаран туртса кăларчě. Шурикпа Сахар лашана турта хушшине тăратнă, кӳлеççě.

Кавруç асатте, ман черкуççи ыратать, Сахар чӳлěк турта пěлмест! – тет Шурик.

Сахарě апла каласан çиленме пăхать.

Шăл йěрен, – тет вăл ăна, тарланă çамкине симěс майкипе шăлса илнě хушăра.

Куслапа хăмасене урапа çине тиерěç, хăйсем улăхса тăчěç. Аслă улăхпа пěр лав ача тиенсе иртет.

Асатте, лар! Ěç пěтрě, юрлас килет!

Капла юрласан та килěшет ěнтě, – тет старик. – Эсир тăрăшса ěçленине илтсен, карчăкăм та часрах чěрěлě ěнтě.

Пулас художник, мěн ěçлен? Юлатăн вěт! – терěç Хвечука.

«Пулас художник» аллине кăранташ тытнă, хут илнě.

Эскиз тăватăп. Çак тери чипер ěçе ӳкермесěр мěнле тӳссе тăрăн-ха, – тесе хирěç тавăрчě ку.

Ачасем юрра ячěç. Çамрăк сасăсем икě улăх тăрăх ян кайрěç.