Костёр умĕнче

Малгай Иван Григорьевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Ҫӗршыв

Пире кирлӗ ҫирӗп сывлӑх

Ленин

Пионер сӑмахӗ

Ҫыхрӑм галстук

Параппан

Ешӗл улӑхра

Комсомол – тӑван пичче

Хатӗр пул, пионер!

Ҫурхи кӑмӑл

Сарӑ лӗпӗш

Куккук килнӗ

Чӗкеҫ йӑва ҫавӑрнӑ

Шухӑш

Кайӑк хурсем

Костёр умӗнче

Пырать отряд

Тӑрӑшса вӗренер

Урокра

Телейлӗ тӗл пулу

Пирӗн халӑх

Эпир телейлӗ

Тӑван тавралӑхра

Пуласчӗ усӑллӑ ҫынсем

Тӑри

Тӑватӑ ӳкерчӗк

Ҫулла

Хӑшӗ малтан

Пулсан пултӑрччӗ

Шыв арманӗ

Шӑнкӑрч юрри

Эпир хамӑр та

Йӗкел пухма

Итлес пулать

Кахал Ваҫук

Кукурузӑ

Палан ларчӗ чечеке

Ашӑ ҫумӑр

Модель

Пулла кайрӑмӑр ирех

Атӑл ҫинче

Ырӑ ӗҫ

Савӑнӑҫ юрри

Тухса курӑр

Сад лартатпӑр

Кӑткӑсем

Паллах, сахал мар

Колхоза пулӑшма

Кайӑксем – пирӗн туссем

Ҫӑл куҫ ...

Ыран уяв

Ҫил юхса иртет, иртет

Мартӑн 8-мӗшӗ

Хаваслӑ кун-ҫулсем

Ӗнтӗ каллех шкула

 

Иван Малгай поэт ытларах ачасем валли ҫырать. «Костёр умӗнче» кӗнекине те ӗнтӗ вӑл ҫамрӑк тусӗсене халалланӑ. Сӑвӑсем ачасене ӗҫлӗхлӗ пулма, тӑрӑшса вӗренме, аслисене хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Кӗнекере автор ытти ыйтусене те хускатать. Вӗсем ҫинчен эсир, ачасем, ҫак кӗнекене вуласан пӗлӗр.

 

ҪӖРШЫВ

Ытарми тӑван тавралӑх,

Куҫ тулли кунти илем!

Мӗн чул хурӑнлӑх, йӑмралӑх,

Кӳлӗсем, юхан шывсем...

 

Пур енче те эс куратӑн

Ҫурхи ҫепӗҫ сӑнсене.

Шухӑша кайса тӑнлатӑн

Кайӑксен юррисене.

 

Васкасах кӗҫҫеленеҫҫӗ

Шӗкӗр шӑтнӑ тырӑсем.

Умлӑн-хыҫлӑн ҫӗкленеҫҫӗ

Хулари пек керменсем,

 

Мӗнле ҫын-ши хӗпӗртемӗ

Ешӗл тумлӑ садсенче.

Чун-чӗре мӗнле ҫӗкленмӗ

Туслӑ халӑх ҫемйинче.

 

Ӑшӑ, ҫутӑ пур ҫӗрте те,

Пур кӗтес те ешӗрет.

Пуринпе те киленетӗн,

Кӑмӑл савнӑҫпа хӗрет.

 

Эх, ҫӗршыв! Тӑван тавралӑх,

Куҫӑмран кайми сӑнсем.

Шурӑ хурӑнлӑх, йӑмралӑх,

Юмахри пек вырӑнсем ...

 

***

 

Пире кирлӗ ҫирӗп сывлӑх

Пурнӑҫра ачаранах.

Сывлӑх пирӗн вӑл – хӑюлӑх,

Пурте сывлӑхлӑ пулар!

Пӑхса савӑнтӑр ҫӗршывӑм

Хӑй ӳстернӗ ӑрӑва.

Вĕресе тӑрать вӑй-халӑм:

Вӗренер, выляр-кулар!

 

ЛЕНИН

Кун хыҫҫӑн кун иртрӗ, ҫывхарчӗ сентябрь,

Звонок шӑнкӑр-шӑнкӑр янрать ирхине.

Эпир вулама та ҫырма хӑнӑхатпӑр,

Ӑнлантӑмӑр ӗнтӗ задачӑ мӗнне.

Асрах. Чун-чӗре телейпе хӗлхемленнӗ, –

Кашни саспалли умӗнче чарӑнса,

Тирпейлӗн доска ҫине ҫыртӑм эп: Ленин!

Мӗн пур кӑмӑлтан хумханса, савӑнса.

Куратӑп: нумай юлташсем ман ӳсеҫҫӗ,

Кашнин кӑкринче хӗрлӗ галстук ҫиҫет.

Параҫҫӗ салют, пирӗнпе Ленин, теҫҫӗ,

Аслӑ Ленин ҫинчен ҫӗнӗ юрӑ вӗҫет.

Юрӑри чӑн сӑмах: Ленинран вӗренетпӗр

Ҫӗршыва халӑха юратма пӗчӗкрен.

Парти чӗннӗ ҫӗре эпир пурте ҫитетпӗр,

Унӑн чаплӑ ĕҫне ӗненсе чӗререн!

 

ПИОНЕР СӐМАХӖ

 

Сире пурне те шантаратӑп

Атте, анне, пичче, аппа:

Эп пионер! Салют паратӑп

Сирӗн умра ҫак сӑмахпа:

 

Тӳп-тӳрӗ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ,

Хастар та ҫирӗп ҫитӗнсе,

Эп пулӑп шӗл-кӑвар чӗреллӗ,

Нихҫан та тӑмӑп ӳркенсе.

 

Мана халь тыткӑна илеҫҫӗ

Тавралӑхӑн илемӗсем.

Инҫе ҫӗрсем те илӗртеҫҫӗ,

Кӗтеҫҫӗ пысӑк стройкӑсем...

 

Малашлӑха курсах тӑратӑп,

Сӳнми телей – хӗрӳ ӗҫре.

Сире пурне те шантаратӑп:

Пулатӑп эп малти ретре.

 

ҪЫХРӐМ ГАЛСТУК

Пионер эп!

Паян ҫыхрӑм пуҫласа

Хӗрлӗ галстук, ҫакӑн пек шухӑшласа:

Ҫӗршыва, ҫӗршыва

Парса пырӑп хамӑн пӗтӗм вӑй-хала.

 

Мӗн калать вӑл,

Мĕн хушать куллен мана,

Тӳрӗ кӑмӑллӑн ответлӗп яланах:

Хатĕрех, хатӗрех

Кĕрешмешкӗн эпӗ саншӑн чӗререн.

 

Хӑрамастӑп

Сивӗрен те шӑрӑхран,

Пулас тетӗп пултаруллӑ ачаран.

Малалла, малалла

Пĕрле утӑп пур чухне те халӑхпа.

 

ПАРАППАН

 

Пӑнтӑр-пӑнтӑр янракан

Мӗн вӑл, тетӗр? – Параппан.

Уявра та походра

Вӑл вӑй-хал хутпать чунра.

 

Пӑнтӑр-пӑнтӑр янракан

Мĕн вӑл, тетӗр? – Параппан.

Эпир туслӑ унпала,

Вӑл пире чӗнет мала.

 

ЕШӖЛ УЛӐХРА



Ешĕл улӑх, симĕс улӑх

Ытарми илемлӗ.

Саншӑн манӑн кӑмӑл тулӑх,

Вӑй-хӑват хĕлхемлĕ.

 

Эп утатӑп, утнӑҫемӗн

Чечексем пухатӑп.

Аслӑ симӗс улӑх ҫийӗн

Таврана сӑнатӑп.

 

Эп пыратӑп. Кӗмӗл саслӑн

Кайӑксем юрлаҫҫӗ.

Кӳлӗ ҫийӗнче кас-кассӑн

Вак хумсем чупаҫҫӗ.

 

КОМСОМОЛ – ТӐВАН ПИЧЧЕ

 

Ачасем, шӑратӑр юрӑ

Иксӗлми кӑмӑлпала.

Харӑс, харӑс утса пырӑр

Мухтаса комсомола.

 

Комсомол – пирӗн пичче вӑл,

Утать тӳрӗ ҫулпала.

Вӑл пырать чӑн улӑп евӗр

Парти хыҫҫӑн малалла!

 

Стройкӑра-и, заводра-и

Е колхоз уй-хирӗнче –

Комсомол пур вӑхӑтра та

Паттӑрсенӗн ретӗнче.

 

Пĕр хут мар ҫил-тӑвӑл урчӗ,

Килчӗ ҫӗршыва тӑшман.

Комсомол хӑюллӑ пулчӗ,

Пуҫ усмарӗ нихӑҫан.

 

Комсомол – пирӗн пичче вӑл,

Утать тӳрӗ ҫулпала.

Вӑл пырать чӑн улӑп евӗр

Парти хыҫҫӑн малалла!

 

ХАТӖР ПУЛ, ПИОНЕР!

 

Халӑхпа, пурнӑҫпа тан утма,

Яланах ҫӗнӗ ӳсӗм тума

Хатӗр пул, пионер!

Хатӗр пул!

Сан умра сарлака, анлӑ ҫул.

Йывӑр чух хӑрама кирлӗ мар,

Ҫул ҫинчи чӑрмава сирмелле.

Кӑкӑрта ҫунса тӑтӑр кӑвар,

Юн хӗмлентӗр ҫурхи хӗвелле.

 

Хӗрлӗ галстук ҫыхатӑн пулсан,

Хисепре эс упра хӑв ятна.

Ěмӗтӳ шӗл-кӑваррӑн ҫунсан,

Сар сулмаклӑн эс ик ҫунатна.

Пӗчӗкрен ӗҫлеме хӑнӑхсан,

Вӗренсен кӗрешме ачаран,

Сана сивӗ те шӑрӑх нихҫан

Хӑвараймӗ сирсе пурнӑҫран.

 

Комсомол, асли парти сана

Кӑтартаҫҫӗ ҫут ҫул, ыр сунса.

Пурнӑҫра, пионер, яланах

Эс ӗҫчен те хӑюллӑ пулсам.

 

Хисепле хӑвӑнтан аслине,

Пуҫ тайса сывлӑх сун ӗмӗрех.

Аҫусен, аннӳсен тивӗҫне

Чысласа тытса пыр ҫирӗпрех.

 

Мирпе туслӑх мӗнне ӑнланан,

Мирпе туслӑх вӑл – ырлӑх, телей.

Ҫавсене чӗререн хаклакан

Ҫитетех ҫитме пулнӑ тӗле.

Ҫӗршыва инкекрен-синкекрен

Вӑй хурса сыхлама пӗчӗкрен

Хатӗр пул, пионер!

Хатӗр пул!

Парӑмра нихӑҫан та ан юл.

Ахаль мар хӗрлӗ галстук ҫыхса

Эс ҫӳретӗн паян, пионер.

Малалла тӳрӗ чунлӑн пӑхса

Шухӑшлатӑн: часрах ҫитӗнер.

Ҫитӗн, ҫитӗн, тӑванӑм, часрах.

Коммунизм тума ҫӗршывра

Хатӗр пул, пионер!

Хатӗр пул!

Сан умра сарлака такӑр ҫул.

 

ҪУРХИ КӐМӐЛ

1

Илтетни, тусӑм? Шыв шавлать,

Ҫырма тӑп-тулӑх ейӳре,

Ёнтӗ пӑртан вӑл тасалать,

Пулла пыма чӗнсе пире.

 

Илтетни, тусӑм? Кайӑк хур

Кикаклатать пуҫ тӳпинчех.

Таҫта тӑрна сасси те пур,

Анчах кунтан инҫе, инҫе.

 

Илтетни, тусӑм? Иртенпех

Хавас юрлаҫҫӗ шӑнкӑрчсем.

Хӑйсен хитре йӑвисемпе

Питех те кӑмӑллӑ вӗсем.

 

Илтетни, тусӑм? Шӑллӑмсем –

Хисеплӗ октябреноксем,

Кулса та хыттӑн калаҫса,

Ҫӳреҫҫӗ йышлӑн выляса.

 

2

 

Куратни, тусӑм? Хурӑнсен

Чӑмӑртанаҫҫӗ папкисем,

Ҫулҫӑ сарса, симĕсленсе,

Вӗсем ларасшӑн киленсе.

 

Куратни, тусӑм? Тракторсем

Кӗрлеҫҫӗ аслӑ уй-хирте.

Хӗлле эпир – шкул ачисем –

Юр куписем тунӑ ҫĕрте.

 

Куратни, тусӑм? Фермӑра

Кӑнтӑрлахи ӑшша кура,

Йӑлт-ялт, йӑлт-ялт сиккелесе,

Чупаҫҫӗ пĕчӗк путексем.

 

Куратни, тусӑм? Аннесем

Хӗрсех чӳхеҫҫӗ кӗпесем,

Ҫуса юласшӑн урамрах

Шыв типиччен лупашкара.

 

САРӐ ЛĚПĚШ

Пуҫласа паян эп куртӑм

Сарӑ лӗпӗш вӗҫнине,

Пырса ларчӗ ҫӗнӗ ҫуртӑн

Йӑлтӑр кантӑкӗ ҫине.

 

Вӑштӑркка ҫил хумхантарчӗ

Ешӗл йывӑҫ турӑтне,

Вӗлтӗр-вӗлтӗр вылянтарчӗ

Сарӑ лӗпӗш ҫунатне.

Ăскӑҫа йӑтса эп пытӑм,

Вӑл ҫӗкленчӗ ҫӳлелле.

«Халь мана ӑҫтан эс тытӑн?» –

Тенӗ евӗр вӗҫкелет.

 

КУККУК КИЛНĔ

 

Куккук килнĕ,

Куртӑр-и?

Куртӑмӑр.

 

Ку-ку-ку-ку! Тенине

Илтрӗр-и?

Илтрӗмӗр.

 

Эпир ун чух

Вӑрманта

Пултӑмӑр.

Хитре-хитре

Чечексем

Пухрăмăр.