Хузангай Том 1

Хузангай Петр Петрович


    

Ирхи (1922-1925 çулсенче çырнисем)

 

«Илтĕм шурă хут...»

«Лаштра кăна хурăнне...»

Тантăша

Ан тив, пире йывăр пултăр

Хĕр йěрри

«Мĕн пур çĕр çинчи чĕрĕ чун...»

Çак кун

Пытарни

«Çутă кун иртет те − килет тĕттĕм каç...»

Ăйăр

Авалхи туй

 

«Уяртсан» кĕнекерен (1928)

 

Çĕршывăм, пилле!

Тăвăл иртсен

Ирĕк тимĕрçĕ

Ирĕк çěршывăма

Çыру (Хама вĕрентнĕ Н. Як. Яковлевăна)

Вăрман тарăх («Хурама та пĕкĕ, йĕс шăнкрав...»)

Хир юрри

«Çуралса поэт ятнě илтмешкĕн...»

Тунсăх

«Кĕтрĕм, кĕтрěм эп сана, савниçĕм...»

«Хĕрӳ хĕвел хĕрле хĕрелсе анчĕ...»

Ĕççинче

Ĕç хыççăн

Чăваш тĕрри

Юрă («Хура чĕкеç вĕçет çӳлелле...»)

Н. И. Уç поэта сума суса

Юпах тиха

Малтанхи прахут çинче

Пусăра

Ыраш пĕрчи

Кĕслеçĕ

«Ыран ирех вăрат мана, анне...»

Аппана

Çеçпĕл Мишши чун хавалне

«Çил шăхăратĕ, çилĕ шăхăратĕ..."

Сăвăç

Тавтапуç («Тавтапуçах сана, тăван анне...»)

Тăван поэта

«Ак ĕнтĕ çур çĕр. Куç хупăнмасть...»

Ахăр самана («Тĕтĕмпе тĕтĕрен хура пӳртĕн...»

Каçар

«Шупашкар, Шупашкар, Шупашкар!»

Хыр туя

«Ан ларах салхуллăн, кулянса ан лар...»

«Кирек мĕн кала, тăванам, кирек мĕн кала...»

Анне çырăвĕ

Ответ

Анне патне

Çĕрме пуянăн йыттине

Икĕ çыру

 

Хура пĕркенчĕк

 

«Урхамахăм пит канăçсăртан...»

«Пĕлтерсем мана эс, караванçă...»

«Ашхабад тăрринче çутă çăлтăр…»

«Савнă тусăн çепăç пӳрнисем...»

«Хамаспюрăм, савнă Хамаспюр!..»

«Уйăх çак каç асамăç...»

«Копетдаг хыçне хĕвел пытанчĕ...»

«Тӳпере çăлтăр нумай...»

«Мăссалас пек вĕрекен сĕткенěм...»

«Уйăхран эп ыйтрăм: ма эс, уйăх...»

«Паян темшĕн Копетдаг салхуллă...»

«Тăхăнса курам эп пурçăн-пархат...»

«Шав чěвĕлтетет саркайăк...»

«Тантăш-тусăм, ма сывлатăн ассăн?»

«Хурассан çĕрне эп çитеймерем...»

«Мĕскер калам сана юлашкинчен...»

«Ăшама хыптарса çунтаран...»

«Юлашки сехет эп санпала...»

«Малалла-ха пурнăç, малалла...»

 

Кăнтăр кĕввисем

 

«Горизонтра хура тăхлан пек...»

«Вакун чӳречинчен пăхсах эп...»

«Умра тěрленчĕ кунăм-çулăм...»

«Эп çирĕмре. Мана талантлă...»

«Эп юрататтăмччě пĕртен-пĕр...»

«Паркра пиншерĕн çутă хурт...»

«Ман ыйхăм çук. Мĕнле уяр!»

«Пĕччен, пĕчченçěм кĕçĕр урă!..»

«Хумсем, епле сире эп тунсăх!..»

«Эй, халь çав ăшăх, вараланчăк...»

«Çын тивĕçĕ хăпарнă тапхăр...»

«Паян вăл Çеçпĕл сăвви пек...»

«Эп таврăнаттăм халь яла...»

«Ак эс хăçан иккен Хура...»

«Тăхлан тӳпе. Горизонтра...»

 

Мерчен тумлам

 

«Юр шывě сăрхăнсах пĕтмен чухне...»

«Каллех, чăваш столици, эпĕ санăн...»

«Сăвăлассăм килместчĕ ман урăх...»

«Çуталас умĕнхи кăвак шуçăм...»

«Кӳлě çинче ярăнатап пĕччен...»

«Çăка çаралнă...»

«Канаш»

«Шанатăп хамăн çалтăра...»

«Шурăмпуç шуса килсессĕн ерипе...»

Уç çыру («Эс мана çухатрăн пуль, анне...»)

«Ку чух поэт пулмашкан йывар мар-тар...»

Хумхан, Хура тинěс!

«Ку яла эп аван астăватап...»

Тутар сăвăçисене

«Çанталăк çанĕ − чух ула...»

«Тултарăр савăш куркине...»

Мерчен тумлам

«Йĕс таканлă тимĕр кăвак ут...»

«Хура каç. Шурă юр...»

Иккĕленӳ

Тĕппи курка

Сăлпăран

Çурхи октавăсем

 

«Ăвăсемпе поэмăсем» кĕнекерен (1931)

 

Автономисен маршĕ

Вунвиççě

Итле, Германи!

Пул примерлă ленинçă

Хĕрлĕ − хĕвел тĕсĕ

Менелник е кăрлачăн 22-мĕш

Кавказра

Сывла, Баку!

Тинĕс ташши

Колхоз «Канаш»

Килте

2 x 2 = 5

Эхмин çакăнсан

Кели Кĕркурине

Тĕлнĕмелле тěлĕк

Державин палăкĕ умěнче

Рамзин профессорăн юлашки лекцийĕ

Çĕнě çул хăнисем

Эсир хăш ял − пĕлместĕп, эп − перекет касси

Микул турăпа Кăмиссар Курийĕ

 

«Сулмак», 1-мĕш кĕнекерен (1935)

 

Виççĕмĕш сыпăк маршĕ

Ярăнатпар!

Май маршĕ

I. Эпěр сыхă

II. Ленин чĕрĕ

Патшалăха кивçен пама кирли çинчен

Виçĕ пилĕкçуллăх

 

«Хастарлăх çăлкуçĕ» ярăмран («Сулмак», 1)

 

Хастарлăх çăлкуçě

Тбилиси

Кура шыв-шурĕн илемĕсем

Канатпăр

Куççуль фонтанĕ

Итле, Донбасс!

Украинăпа сывпуллашни

Тăлмачă калавĕ

Метро çурални

Хутатпăр!

Ăçталла ишетĕр?

Автосавăтçăсене

Хас!

Сирĕлнĕ пĕркенчĕк

Аса илӳ

Октябрь тантăшне

Санитарлă сăвă

Улатимĕр хапхипе Шартивмен тракти

Хĕрлĕ ялавлă республикĕме

Матрус юрри

Хĕвел патнерех

Çич çăлтар юрри

Çĕмĕрлере

Хĕрлĕ акатуй

Столыпин «колхозникĕсем»

Тĕреклĕ çураçу

 

«Кризис» ярăмран («Сулмак», 2)

Эпир ăнланатпăр

Рот фронт

Атă тасатакан Мамед-Абаспа тĕнче тасамарлăхĕ çинчен калаçни

Иккĕмеш тăван çĕршыв

Америке лирикле нота

Парăр сăмах!

Сарайри тыткăнçа

Сарфирош

Сапăр ан пулăр

Новрус-Байрам

Зет − Ζ − çути

Хирĕçлер!

Чемберлен кĕпе çăвать

Вĕсен выдвиженци

Эпитафи

Вăкăр вăрçи

Кăçалхи май

Клара чĕрĕ

Сэн Катаяма тупăкĕ çине

Урăхланан тĕнче

 

Çулсем-йĕрсем

 

Миçемĕш хут

Аннене («Çитĕ, çитĕ-çке, аннем, ан хуйхăр...»)

«Чĕре чечек пек вăхăтра...»

«Çапла пулмаллахчě, çаплах пулмаллаччĕ-тĕр...»

Чăваш калавçине − Петĕр ывăлĕ Мěтри Юмана – «Вак буржуаллă» сăвăçран − Хусанкайран − уç çыру

«Ай, мантарăн! Пуçласа...»

Каçхи мĕлкесем

Сăвă мĕнле çитĕнет

К. Т. Алентее

«Пулчĕ вăхăт çапла: бульварта çĕр каçах...»

Мустафана

«Пытансам, салхулăх, шаларах...»

Сухум

Мускав шывĕ леш енче мĕнлерехчĕ-ши тěнче?

Çар иртсен паттăр нумай

Шырав

Куçсем

Çул мыскари

Виçшер йĕркен

Кĕрхи кĕреке

Пушкин патĕнче

Сăн

Çулсем-йĕрсем

Коктебель

Çыру (Влас Паймена)

Нарспи çĕршывĕнче

Юпа уйăхĕ

«Мĕнле илемлĕ эс, малтан вăтаннăн...»

Çыру («Чăваш хушшинче урăм-сурăм хускав...»)

Н. Т. Ваçанккана

Муза

«Мăн Атăл хĕрринче, хитре çуртра...»

Аса килнě ятсем

«Эпĕ тухрăм çěрле пĕчченех хулана...»

Археолога

Пумă

Савăш курки

Çеçпĕл Мишши Крымра

Вирьял хĕрĕсем

Максим Горькие

Хĕрарăм тантăша

«Ютçурт. Ютхурăн. Ютçерем...»

Чăваш

Чакма

Элек

Вăтанăç, именӳ, йыхрав

Çитмен ĕмĕт кăварě

Тăхти, 1

Тăхти, 2

Икěпит

Икě сăн

Кĕвĕçӳ

Кěçтенкине

Шура каç

Инçетри тусăмсене

 

Савни

 

«Савни» кĕнекерен

«Мерчен куçлă кĕмĕл çĕрĕ...»

«Тур ут вичкĕн тихине...»

Çухатрăм

«Ĕнер кăна тĕнче чăпарччĕ...»

«Çуркуннеччĕ. Кěрлетчĕ çыр-варĕ...»

«Вăшăлах та вăшăл ай сулхăн çил...»

«Уяр та сивĕ - кун илемлĕ!»

«Эс пур-и, çук-и тĕнчере...»

«Тинкер мана, анчах ан курăн...»

«Хура тинĕс лăпкă мар…»

«Тавтапуç çуралнă çĕршыва...»

«Уйăх çук. Тĕтреллĕ хăмăр каç...»

«Мĕнле уяр! Ман ыйхăм çук...»

«Лар-ха, тусăм, çума-çуман...»

«Ман çине пăхса пуçна эс ан пĕк...»

«Пĕлĕтлет. Çап-çамрăк уйăх...»

«Часран часах хама эп шантаратăп...»

«Тулли уйăх − лирика çулпуçĕ...»

«Сан ялу − мухтавлă Кушкă...»

«Чăвашран сан пекки эп курманччĕ...»

«Салху ан лар, пуçна ан ус...»

«Сан сăну çине те сулхăн ӳкĕ...»

«Кирек кам пулсассан та эс халĕ...»

«Ăшунта мĕскер ларать-ши санăн...»

«Никам та ал сулса юлмарĕ...»  

«Сана саваттăм эп. Тен, халь те...»

«Эс ан хуйхăр урмăш савăçушăн...»

«Нихăçан юрламăп, нихăçан!..»

«Сивĕ çумăр сирпĕнчĕ, çăвайрĕ...»

«Ют çĕрте, пĕччен сехетсенче...»

«Кантăкран карăнать кăвак шуçăм...»

«Ăçта пулсассăн та эс халĕ...»

«Кун пек каç вăл пулать пĕрех çех...»

«Вăрман çара. Тумхах тункаталать хире...»

«Пěлетĕп эп, систерчĕ чунăм...»

«Урамра çил-тăман та сĕм тĕтгĕм...»

«Ак тухрăм эпĕ Атăла та...»

«Мĕн-ма апла иккеннине...»

«Хăçан та пулин, пурăнсан-пурăнсассăн...»

«Ман чун халь çак кĕвве ĕнерчĕ...»

«Тěттĕм каç. Кĕрхи йĕпе-сапа...»

«Çак самант сан çинчен манăн шухăш...»

«Кăтра шур пĕлĕсем тăртаннă...»

«Çуса иртейрě çумăр. Нӳр…»

«Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен...»

Чӳрече

«Вăл савнă ана тахçанах...»

«Кĕрхи йĕпе-сапаллă каç...»

«Сана аса илсессĕн, лира...»

«Туллилĕх. Август перекечĕ...»

«Кăнтăрлари лĕп çумăр евĕр...»

«Мамăк çурăлнă тапхăр...»

«Катраланать, чěтренкелет хум çи...»

Куçарнă хушăран

«Сасартăк аса килчĕç уççăн...»

«Эп таврăнăп-ха сан патна...»

«Илткелетĕп кассăн-кассăн...»

«Пурте − савни те мана, савманни те...»

«Мăчлатми ик çăлтăр куçлăн...»

«Килет, килмест... Килет, килмест...»

Хăнара

«Пуш уйăх пăтсе кăç килетчă...»

«Телейлě çул! Эс пăхнă чух...»

«Ах, пикеçĕм (çавă пур)

«Ку, ан тив, юрату каçĕ пултăр!

 

«Лирика» кĕнекерен (1962)

 

«Юмаххăн кĕтĕн ман пата...»

«Эс ман чĕремĕн чĕлхине...»

«Эс манăн халăхăм çинчен...»

«Мĕскер вăл пурнăçшан пĕр уйăх!»

«Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă...»

«Эй, ман асамăç! Манăн таркăн!»

«Нумайранпа эп макăрманччĕ...»

«Кил-çуртăр тинĕсрен çĕр утăм пек кăна та...»

«Мускат пек анăç чÿхенет...»

«Каçар, ирăксăрех курмашкăн тиврă манăн...»

«Ырă каç пултăр!»

«Тинĕсрен тухать çур уйах...»

«Ах, тинĕс, эпĕр иккĕнех...»

«Савниçĕм! Ман анне таван чĕлхипеле...»

 

«Хамăр ялсем» ярăмран

 

Уняхви

Çунатлă хĕр

Тавлашу

Шушкă

Карпа Ваçукĕ − пĕвевçĕ

Ухиме инке

Йăкăнат

Пархатар юрри

Инспектор

Сантăр − Çĕлĕк çавракан

Танташсем

Элтиван

 

Тилли Юррисем

 

«Мехел тени мĕскер тени пулать?..»

«Пиллĕкĕнех эпир ай пĕр тăван...»

«Шурампуçсем килеççĕ шуралса...»

«Асаттеçвм атлас тăхăннă...»

«Тăват касра тăватă савни...»

«Урампа иртсе пыруçан…»

«Шурăмпуçпе вăрантăм ыйхйран...»

«Ман тĕмескен тăпри типсе çитсен...»

«Арăслан пек аттем пур...»

«Хапха умне тайăлтăм...»

«Аслă масар-хăямат...»

«Алла тытман шур ал тутри...»

«Юрлăп кăна, юрлăп, мĕн парăр?»

«Аттеçĕм ман Хусанăн хуçи мар...»

«Хăпартăм çÿллě ту çине...»

«Эй, эсир, чĕлĕмçĕсем...»

«Усрав акăш пек савнийĕм пурччĕ…»

«Турта тулли тур ут − тапалкка...»

«Куккук! Куккук! − Вăрман янрать...»

«Çĕр палăрми юр çăвать...»

«Ай-хай юрлас-юрлас юррăм пур...»

«Юрла кăна, юрла теетĕр те...»

«Çĕр те çитмĕл çака эп касрăм...»

«Тарăн шыва антăм ăшăх тесе...»

«Хай чиккине хěртсе кăвар сӳнет...»

«Кăмăлăрсем çемçе капăк пекех...»

«Вар çаврака кăшкар пек уçланка...»

«Ěлĕк чухне эп хам ĕлĕкчĕ...»

«Шăнкăр кăна шăнкар шыв юхать...»

«Ай-хай вăрман кашлать, вăрман кашлать...»

«Тилли кăна Тилли тееççĕ...»

«Купăсăма калас − шикленеп...»

«Ут утланса кустартăм улăха...»

«Калăр-ха мана, калар...»

«Ниçта ярса пусма аптратăн...»

«И утар-и, утар-и...»

«Хурал пӳртне кĕтĕм хурланса...»

«Тахçантанпах тытман такмака...»

«Ĕмĕтĕмсем чĕлĕм тĕтĕмĕпе...»

«Усрав сар кайăк пек юррăм пур...»

«Улшуçăсем ай ут улăштараççĕ...»

«Карти-карти ай кайăк хур иртет...»

«Ай-хай ĕçмĕттĕм эп, ĕçмĕттĕм...»

«Ай-хай юрлассăм пур та, çук ман сассăм...»

«Итле эс, ыр хĕртсурт, вучах ăсти!»

«Ватăлатпăр пуль, Сарпайăм!»

«Чие тымарăнчен пăр чăлăм турăм...»

«Пěчăкçеç тăваткăл куçкăски...»

«Ни Киремет, ни Пÿлăх, ни Хăрпан...»

«Ăрăмçасем ăрăм тунипелен...»

«Купасăмçăм тавата' хăлăхрен...»

«Ан макăрăр, кил-йышăм, маншăн...»

«Юман хăма çуртартăм, тупăк турăм...»

«Çуралнă эп чышка чăмартаса...»

«Кулать иккен пиртен çак çутçанталăк...»

«Элчелăм çитрă. Куçăм хупăнать...»

 

 

 

«Сăвăсемпе поэмăсем» кăнекерен (1941)

 

Мухтав асла Ленина!

Советсен керменă

Ватă колхозник юрри

Сăпка юрри («Çĕмĕрт йывăç сиктĕрмиччĕ…»)

Çунат çумне çунат

Йěлтĕрçĕсем

Урампа утсем иртеççĕ

Федерико Гарсиа Лорка

Хади Такташа

Композитор патĕнче

Кимĕпе

Курнаçу

 

Пулчĕ варçă

 

1941-1945 çулсенче çырнисенчен

«ТУПА» кĕнекерен (1942)

Хăюллăн малалла!

Памастпар ирĕк хулана!

Фронтпа тыл пĕр пулсан − çĕнтереймĕ тăшман

Ытарайми сестра

Виçĕ ывăл

Тăван Мускавшăн

Тăван çĕршывшăн, ирĕклĕхшĕн, чысшăн

Ленин пирĕнпе

Аслă туслăх

Ширшов комсомолецăн паттăрлăхĕ

Тӳсĕм

Епле чатать-ши çĕр сире?!

Арам Петросян

Ахмет Делиевăн маттурлăхĕ

Арăсланпа кушак çури

Сӳтĕк Гитлер ухмаххин сӳтĕлен суя çăмхи

 

«Çĕнтерӳ юрри» кĕнекерен (1947)

 

Харсăр ăмăрткайăк

Аннене

Ман çăлтăр

Мунча шăрши

«Çиле хирĕç çӳрен ут юртать...»

«Пӳртне-и? Вучахне те хăварман...»

Элкере − вăрçă хирĕнчен

Салампи. Пĕчěк хĕрĕме

 

Шухăшăмçăм, шухăш

 

Аслахи

«Август каçĕ çăлтăрлă та тĕтгĕм...»

«Таçта − пин çухрăмра − ман сассăм...»

Тĕлĕк

«Иртеççĕ шурă пěлěтсем...»

«Çумăр, çумăр, çумăр...»

Çул çинче

«Ак çаплах − сывпуллашмасăр...»

Шухăшăмçăм, шухăш

Ăру амăшĕ

«Эп çăмăлттайăн «тупаш ку»...

«Сана сыв пул» та тееймерĕм...»

Хырпа юман

«Салтак фляги пуш-пушах...»

Салампи («Нумаййăнччĕ вĕсем − хура, кăваккуçли...»)

Поэт тăпри çинче

Павло Тычинăна

Мицкевич

Пăр çурĕ

Вăрçă хирěпе

«Çěр-йышăнсем! Мĕн-ма пурне те ыррăн…»

«Кархи хур акăш сассине илтетěп…»

Инжирĕн çулçи пилĕк юплĕ

Ăнлантарусем

 

 

Тантăша

 

Кивĕ тĕнче ӳпĕнет,

Каялла ан пăх.

Малта çĕнни çитĕнет,

Хĕпĕрте, тантăш!

 

Вăйлă тинĕс хумĕсем

Вирелле çапаç.

Пăнтăхнă мул хӳмисем

Чĕтресе тăраç.

 

Тăвăл пулĕ тĕнчипех,

Юлташ, ан шиклен.

Пар аллуна! Çирĕпрех

Унччен хатĕрлен.

1923. Сиктĕрме

 

Юра

 

Хура чĕкеç вĕçет çӳлелле,

Ик çуначĕ юлать хыçнелле.

Эпĕ шухăшлатăп малалла,

Араскалăм юлать каялла.

 

Кăвик кăвакарчăн пулăттăм,

Карлăк çине ларса юрлăттăм,

Хуйхă-суйхă мĕнне пĕлмĕттĕм,

Куççуль сая ярса йĕмĕттĕм.

 

Çӳл тӳпере сӳнчĕ çут çалтăр,

«Çан çăлтăру» тесе ан калăр.

Ман çăлтăрăм çĕртех, пĕлсемĕр:

Çулăм кăвак куçлă сарă хĕр.

 

Чĕвĕл чĕкеç чĕппи пулăттăм,

Шурăмпуçа хирĕç тухăттăм.

Сар хĕр шаналăкне сирĕттеĕ,

Тутлă ăйхи тĕлне кĕрĕттĕм.

 

Вăратмăттăм эпĕ савнине

Ыраттарса çамрăк чĕрене:

«Юрататăп, тусăм! – теейсе

Хăварăттăм ăна илттерсе.

1924

 

Уйăх çак каç асамăç...

 

Уйăх çак каç асамăç,

Тек çăлтăрсем асаймĕс.

Кам вĕсене сӳнтерчĕ –

Паллă ăна çын терчĕ.

Уйăх çак каç асамăç…

Темшĕн манна халь намăс.

 

Тусăмçăм! Эи-и? Леш-и?

Кам çумĕнче ирĕлес-ши?

Пурĕпĕрех мана та,

Саншăн кăна пĕр мар-тăр.

Тусăмçăм! Эи-и? Леш-и?

Тахăш чуна илешĕ.

 

Чим. Нимĕскер те ан чĕн,

Тин çăлтăрсем пытанчĕç,

Ав юлашки йăр шурĕ,

Сĕм пĕлĕте йĕр турĕ.

Чим. Нимĕскер те ан чĕн.

Тен, юлашки вăл манччĕ.

 

Хам та пĕлместĕп халĕ:

Тахăш малтан улталĕ?

Темĕн телейĕм пӳрĕ,

Тахăш манпа чăн тӳрĕ?

Хам та пĕлместĕп халĕ –

Тем ыранхи кун калĕ?

 

Умра тěрленчĕ кунăм-çулăм...

 

Умра тěрленчĕ кунăм-çулăм,

Тĕрри ула-чăла, чăпар.

Пĕр сăлтавпа ăна астурăм:

Вăл манăн та… манн çеç те маар.

 

Улт-çич ĕмĕр тĕлленнĕ хыççăн,

Сасартăк куç уçса пĕр ир,

Мĕн пур пытанчăк халлăн, выççăн

Вĕçтертĕмĕр чуна эпир.

 

Сĕнле пăсланчĕ çĕр тивлечĕ:

Ман халăх маннă е курман

Кĕтессине курас килетчĕ

Хĕвел раснах паха чух манн.

 

Мĕнпе илемлĕ кашни утăм,

Мĕнле чун туйнă тĕнчене –

Йăлтах эп ӳкепесшĕн пултăм

Чĕрĕлекен чĕлхем çине.

 

Сăвăлассăм килместчĕ ман урăх...

 

Сăвăлассăм килместчĕ ман урăх,

Анчах эп чăтаймастăп паян,

Çуркунне… ешерет йывăç-курăк…

Ну ăçтан чĕрӳпе чăтаян!

 

Епле çак çĕршыва сасă памăн,

Епле хушмăн саламлă сăмах?

Сулсерен хитререх-çке вăл манăн,

Çулсерен хăпартать сассăма.

 

Юнăма яш хĕвел кĕнĕçемĕн,

Çурхи çил чун уçса вĕрнĕçем –

Чĕрере çĕнĕрен çĕнĕ çемĕ,

Халиччен çын илтмен çемĕсем…

1926

 

Автономисен маршĕ

 

Чăваш-и, вырăс-и, тутар-и,

Мĕн пурĕ пĕр çăлтăр айне!

Пĕтĕм Союзăмăр – ударник,

Утать социализм патне.

 

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă…

Çит бригадана, бригада!

 

Атя, республикăм, яра пар:

Хуçи те ху, хăни те ху.

Ану çинче кĕрлетĕр трактор,

Тĕп пултăр выçа виç пуссу.

 

Вăрăм курăк патăр улăх,

Тырă-пулă пултăр тулăх.

 

Ӳсех, манн ирĕклĕ çĕршывăм,

Тĕреклĕ пул эс яланах.

Еçле, пултар, кĕреш, ан ывăн,

Ан ус юн витнĕ ялавна.

Пулчĕ тăвăллă Октябрь.

Пулĕ, тăвăпăр тата пĕр.

 

Пĕтĕм чăмăр çĕре пĕр харăс –

Рабочисен бригадине!

Унччен хăюллăн тытся кар эс

Тепрер вунçуллăх картине.

 

Атьăр пурте алла-аллăн,

Шухăш çирĕп, ĕмĕт палă.

 

Чăваш-и, вырăс-и, тутар-и,

Мĕн пурĕ пĕр çăлтăр айне!

Пĕтĕм Союзăмăр – ударник,

Утать социализм патне.

 

Пĕрре, иккĕ, виççĕ тăваттă…

Ирт бригадăран бригада!

 

Ярăнатпăр!

Шкул ачисене

 

Атьăр халĕ, ачисем, −

Пирĕн çирĕп пулмалла! –

Кăн-кăвак пăра чĕрсе

Ыткăнар-ха малалла!

 

Çамрăк тунăр ывăнми,

Анлăраххăн утăмлар!

Сулахайĕ! Сылтăмми!

Юрĕ вĕçтĕр пăр та пар!

 

Сăварна чипер хупла,

Сывлама пĕл сăмсапа.

Шартлама хĕллек вутла

Çунтăр савăк сăн-сăпат.

 

Тăркăчпа та йĕлтĕрпе,

Пăр çинче те юр çинче −

Ăмăртуллăн, ĕçри пек –

Юн вылятăр питсенче!

 

Çук хыçалтан хĕнекен.

Пурте килĕ хамăртан:

Вăхăчĕпе кĕнеке,

Вăхăчĕпе ярăнан.

 

Атьăр, атьăр, ачисем.

Сывă ӳтĕн сывă чун!

Ялкăшса, хĕлем çиçсе

Юлтăр эпĕр пынă чух.

 

Самрăк тунăр ывăнми,

Анлăраххăн утăмлар:

Сулахайĕ! Сылтăмми!

Юрĕ вĕçтĕр пăр та пар!

1931