Халал

Ялгир Петр Алексеевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

Халал

Пулар хатĕр

Миршĕн

Чаплă хурал

Гимнастикăран кун пуçла

Хӳтĕлĕ пире

Чикĕре

Матрос

Сăпка юрри

Çырмара

Пилот

Пирĕн тинĕс

Микула

«Пирĕн Мăр-мăр урине…»

Галстук

Пысăк туйăмпа

Жорж партизан

Шанчăклă хурал

Алра автомат

Тупа

Палăк

Федор Ашмаров

Совет салтакĕ

 

Халал

 

Кашниех ырларĕ

Манăн ĕмĕте.

Вĕрентсе каларĕ

Ăшшăн асатте:

 

«Пирĕн Çар салтакĕ

Пысăк хисепре.

Ӳсĕн эс те акă,

Тăрăн чикĕре.

 

Пул хăюллă, паттăр

Эсĕ салтакра.

Çичĕют хăратăр,

Пултăр аякра».

 

Асатте халалĕ

Кăмăла çĕклет.

Тăван çĕр хуралĕ

Хăй патне чĕнет.

 

Пулар хатĕр

 

Тăрăшатпăр, ăс пухатпăр

Эпир çутă классенче.

Вĕренер пулмашкăн паттăр

Хамăр асаттесенчен.

 

Аттесен ĕçри мухтавĕ

Пирĕн чĕрере вĕрет.

Чĕнет паттăр çар ялавĕ

Салтаксем пулма пире.

 

Миршĕн

 

Юрласа пыратпăр

Урампа эпир,

Уççăн янăратпăр:

«Ĕмĕр пултăр мир!»

 

Çулăм пек илемлĕн

Вĕлкĕшет ялав.

Çут телей хĕвелĕ

Ялкăштăр ялан.

 

Пĕрре, иккĕ, виççĕ! –

Командир шутлать.

Пирĕн отряд миршĕн

Похода тухать.

 

Чаплă хурал

 

Мускавра эп пултăм.

Мĕн тери телей!

Кремль эпĕ куртăм,

Куртăм Мавзолей.

 

Аслă çăлпуç Ленин

Çывăрать унта.

Халăхшăн ĕçленĕ,

Тăрăшнă чунтан.

 

Салтаксем тăраççĕ

Чаплă хуралта,

Çулпуçа сунаççĕ

Канăç кăмăлтан.