Хĕвел хăлхи

Юхма Михаил Николаевич


    

Тупмалли

 

ПАРНЕ

АТЬĂР ЯРĂНМА

ВĂРМАНТИ УЯВ

ТĔТĔМ ÇУРЧĔ ТӲПЕРЕ

ХĔВЕЛ ХĂЛХИ

ТĔТТЕ СĂВĂСЕМ

ТУПМАЛИ ЮМАХСЕМ

ĂСЛАЙ

ПЕХИЛ

 

ПАРНЕ

 

Пухрĕ хăнасем Элпи

 

Пĕчĕк хĕрĕмçĕм Элпи
Ĕçле пуçлать ир-ирех.
Маттур хĕрĕмçĕм Элпи
Хăна пухать чиперех.
Сăрлă сĕтел хушшине
Лартса тухатъ хăнине:
Мулкачне, пуканине,
Упине те тиллине;
Юрпикепе Хĕл Мучи
Икĕ кашкăр хушшинче...
Пит тарават кил хуçи
Хăна-вĕрле умĕнче.
Йăл! кулса кил хуçине
Хĕвел ури çупăрлать.
Элпи хăй хăнисене
Юрла-юрла хăналать:
«Кайрăм хăнана
Шăпчăк патне,
Шăрттан касса çитерчĕ.
Кайрăм хăнана
Чарлан патне –
Чарапа чей ĕçтерчĕ.
Кайрăм хăнана
Чакак патне,
Чаплă кукăль тыттарчĕ.
Кайрăм ханана
Пăчăр патне –
Пыллă шерпет сыптарчĕ.
Кайрăм хăнана
Карăш патне,
Карăш çукчĕ килĕнче.
Кĕтĕм  вăрмана
Кăмпа патне −
Кăмпа татрăм çул çинче.
Çакă пухнă кăмпине
Çатма çинче пĕçертĕм,
Хуплу валли юрарĕ.
Тутлă хуплу кашнине
Тăраниччен çитертĕм,
Хама валли юлмарĕ...»

 

ТЕТТЕ СӐВӐСЕМ

 

Автан

 

Ку-ку-ре-ку! – тет автан,

Çунат çапать,

Авăтать, −

Эп авăтмасан паян

Шурампуçĕ те килмест,

Хĕвел çӳле çĕкленмест.

 

Арлан

 

Çĕр айĕнче епле тĕрлĕ

Эп çӳреп чăлан туса.

Пурпĕр манăн ăшă кĕрĕк

Йăлтăркка та тап-таса.

 

Ăман

 

Кунĕн-çĕрĕн чавалатăп,

Çак çĕре кăпкалататăп.

Ман çинчен пĕрех çынсем

Юрламаççĕ юрăсем.

 

Ăмăрткайăк

 

Ăмăрткайăк, ăмăрткайăк,

Эс таçта та вĕçсе кайăн.

Ил мана хăвпа пĕрле

Тӳпене, çӳле-çӳле.

 

Вăкăр

 

Никама ямасть патне,

Хăмсарать мăйракипе. −

Кашкăртан пăрусене

Эп сыхлап, − тет, − кунĕпе.

 

Ĕне

 

Му-ук! та му-ук! тесе ĕне

Васкаса утать  килне.

Çитересшĕн вăл сĕтне

Пирĕн пĕчĕк пепкене.

 

Йăпар

 

Эп − Йăпар,

Ан аташтар.

Ăтăрпа мана ан пăтраштар.

Манăн ăшă пӳртĕме

Шывран çеç кĕме пулать.

 

Йĕкехӳре

 

Мана калаççĕ: эс − йĕкехӳре.

Мĕн-ма çапла ят панă-ши мана?

Пĕлес килет-çке çав тери çакна.

Кала: мĕскершĕн эп йĕкехӳре?

 

Йытă

 

Мĕне кирлĕ-ши çăра

Эпĕ кунта тăнă чух?

Манран лайăхрах хурал

Тĕнчипе те урăх çук.

 

Калта

 

Хӳререн тытасшăн пултăн,

Хӳрене парса хăвартăм.

Эс хӳреллĕ пулса юлтăн,

Эп − хӳресĕр, сыв пул, тартăм.

 

Карсак

 

Карсак эп − çеçенхир тилли,

Чеелĕхĕм çукрах сав ман.

Атьсем, туссем, сире вали

Тытам-и выляма  арлан?

 

Качака

 

Мекекек! − тет качака,

Никама  та итлемест. −

Кирлĕ мар кĕтӳç пачах,

Вăл кĕтӳ кĕтме пĕлмест.

 

Кашкăр

 

Эпĕ − кашкăр-кашаман,

Кашнине хăратакан.

Çын тени кăна манран

Нихăçан та хăраман.

 

Каюра

 

Каюра та каюра

Теççĕ темĕншĕн мана.

Тен, чăнах эп − кай ура,

Мĕнле туйăнать сана?

 

Кăвакал

 

Хăйĕн ик çуначĕпе

Мухтанасшăн кăвакал:

− Кайăк кăвакалсем пек,

Вĕçнĕ, тет, эп те авал.

 

Кăвакарчăн

 

Мир кайăкĕ тесе мана

Саваç ыр кăмăллă çынсем.

Вӗсем пекех, ачам, сана

Юратчăр хăвăн  тусусем.

 

Кăркка

 

Кам та кам шăхăрать,

Çав мана тарăхтарать.

Пырса сăхăп эп ăна −

Чи курайман тăшмана.

 

Кушак

 

Мяу, мяу, хăй кăна

Мансăрах хăйма çиет.

Кун пек тутлă хăймана

Манăн та çиес килет.

 

Çăрттан

 

Ăмăрткайăк хуçа − сывлăшра.

Эп  вара хуçа − юханшывра.

Кашни пулă кунта − ман чура,

Анчах хам та паян вӑлтара −

тыткăнра.

 

Çерçи

 

Чим-чим-чим! − тет çерçи, −

Кам кунта  пахча хуçи?

Кантăр та акма пĕлмен,

Тырă-пулă ӳстермен.

 

Çĕлен

 

Манран çынсем пурте хăраççӗ,

Мана усал тесе вăрçаççĕ.

Калам-ха чăннине, туссем,

Сăхмастăп эп, хама тĕкĕнмесен.

 

Çӳлевĕç

 

Çӳлевĕç, çӳлевĕç, çӳлевĕç, −

Ман ят пит хитре янăрать.

Кунта эп патша пулма тивĕç,

Манран, ав, кашнийĕ хăрать.

 

Таракан

 

Манăн ятăм − таракан.

Пĕрене çурăкнелле

Ман пек хăвăрт таракан,

Чăн та, çуках темелле.

 

Тăмана

 

Тăмана тесе çынсем

Ятлаçаççĕ хăш чухне, −

Эп епле пит ăслине

Пĕлеймеççĕ-шим вĕсем?

 

Тилĕ

 

Мана чее тесе калаççĕ, −

Ăнланаймастап пурпĕрех:

Мĕскершĕн  каштара лараççĕ

Чăхсем айваннăн çĕрĕпех?

 

Тиха

 

Ачасем, выляр-и тытмалла?

Кам манпа чупать ăмăртмалла?

Атьăр, хуса çитĕр хăвăртрах.

Курччăр пурте, кам маттуртарах?

 

Упа

 

Юрататап эп çулла

Пылпа тин пиçнĕ çырла.

Шурă юр ӳксен вара

Çывăратăп шăтăкра.

 

Ӳпре

 

Нăй-нăй-нăй та нăй-нăй-нăй

Эп вĕçетĕп çын тавра.

Кунĕн-çĕрĕн вĕçме вăй

Кирлĕ мăшăр çунатра.

 

Ӳхĕ

 

Темĕскер те эп пĕлетĕп,

Мĕн ыйтсан та, «ĕхĕ» тетĕп.

Çавăнпа мана çапла

«Ухĕ» теççĕ пулмалла.

Хир сысни

Хир сысни йăраланса

Утать вăрман еннелле,

Пӑхать хӑй пит ăмсанса

Колхоз ферми еннелле.