Хĕвел çаврăнăш

Воробьев Алексей Александрович


    

ТУПМАЛЛИ

 

Хăнана чĕнни

Çĕнни

Сарлака çунатсем.

Тантăшăмсем

«Мĕн вăл çамрăклăх?»

Çĕр тĕнĕлĕ

Çăкăр

«Хутран хута ÿсет çĕн çурт»

Вăрçă чарăннă кун

Октябрь çимĕçĕ

ГЭС пуçламăшĕ

Çĕрпÿ

Çураки

Анне канлĕхĕшĕн

Ăс ыйт вунçиччĕмĕш çултан

«Калаççĕ халăх хушшинче»

«Пар çĕннине», – ыйтать чĕре»

Ятран валĕ

«Усал-тĕсел, мана ан явăç

«Хĕррипе тан пурне те курнă»

«Курмаллине эс ĕнтĕ курнă»

Каçалăк çннчен

Поэзи лавĕ

Анне

«Сар кĕр килчĕ çиçĕнсе»

«Кĕрлерĕ тăвăл кунĕпех»

Асатте

Çилармань

Çÿллĕ хум

Ватă юман

Кăмпара

Атăл патне янă çыру

Тăван ялта

Хăмăш

«Хыçалти вăрман енчен»

«Сахал мар эп хама сăтăр тунă»

Инçетри сасă

Çăлкуç

«Турат та сĕртĕнсе хĕрхенмĕ»

«Эс хăш чух – аçа та çиçĕм»

«Ĕнтĕ курă йĕп-йĕпе»

Кинора

Хĕвелçаврăнăш

«Шур тăман çуса иртмессерен»

«Тантăшу инçетри тайгара»

Юрă

«Хăмач çĕн тутăр çыхнă шуçăм»

«Хурăн сăрчĕ çинче чалăш çумăр»

Мăкăнь чечекĕ

Манăн кÿршĕ

Пăшăл пăтти

Илем курсан

«Килет çанталăк тĕрлĕрен»

Хĕрĕ уйăпсем.

Илсе каять каччи хĕрне

Хĕр ташши

Çĕнĕ пÿрт

Хăш еннелле?

Юрату йĕркисем

Поэт килĕнче

Писатель арăмне

Хавша Микулĕ.

Улăп

Ленин медалĕ.

Çĕр кĕнеки

Ашмаров тусĕсем

 

ХĔВЕЛÇАВРĂНĂШ

Хĕвелçаврăнăш эс акрăн

Сывлăм çунă лапама.

Халь чĕнет янравлă ахрăм

Ирĕн-каçăн такама.

 

Кар шăтса хăпарчĕ тикĕс.

Хĕр пулкки пекех, пăхсам:

Çăт тытан кĕпи сип-симĕс;

Пуç тавра сап-сар лавсан.

 

Çĕр ăна çапла çуратнă.

Ку те ырлăх, те инкек –

Çаврăнать, пике юратнă

Каччине куç хывнă пек.

 

Тинкерсе пăхать хăюллăн

Йăлттăркка хĕвел çине.

Тăкăнать çут тенкĕн кулă

Кăвак çил серепине.

 

Серепи тулса та ларĕ.

Ну çапах хама та шел:

Хĕвелçаврăнăш эп мар-и,

Эсĕ – куç илми хĕвел?

 

Йăл кулса çÿрен телейĕм

Ахрăм çеç пулсан вара?

Çут тĕнче варри эс тейĕн, –

Шав çÿретĕп сан тавра.