ХӖВЕЛ
Давыдов-Анатри Василий Иванович
Сӑнанӑ-и ирхине
Хӗвел хӗлхӗм сапнине,
Ҫӳрен лаша çилхине,
Ҫутӑ ылтӑн тӗслине?
Сӑнанӑ-и ирхине
Кӗмӗл сывлӑм ӳкнине,
Ирхи хӗвел шевлине
Чӗкӗç чӗппи ӗçнине?
Сӑнанӑ-и ирхине
Хӗвел ташша янине,
Сарӑ тулӑ пуссине
Ыталаса илнине?
Сӑнанӑ-и ирхине
Эпир çунат сарнине,
Ҫӗре, этем тӗнчине
Хӗвел тытса тӑнине?
1971
Хӗвел хӗлхӗм сапнине,
Ҫӳрен лаша çилхине,
Ҫутӑ ылтӑн тӗслине?
Сӑнанӑ-и ирхине
Кӗмӗл сывлӑм ӳкнине,
Ирхи хӗвел шевлине
Чӗкӗç чӗппи ӗçнине?
Сӑнанӑ-и ирхине
Хӗвел ташша янине,
Сарӑ тулӑ пуссине
Ыталаса илнине?
Сӑнанӑ-и ирхине
Эпир çунат сарнине,
Ҫӗре, этем тӗнчине
Хӗвел тытса тӑнине?
1971

