ХӖРЛӖ РОЗА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Юр ирӗлсен, çуркунне,
Хваттер пачӗç аттене.
Эпӗ çӗнӗ çурт умне
Лартрӑм роза чечекне.

Пахчана халь чечекрен
Ырӑ шӑршӑ саланать.
Вӑл яланах пит хитрен
Шурӑмпуç пек курӑнать.