Хÿреллĕ дневник

Ижендей Николай Петрович

    

 

Содержание


Шăнкăрч урокĕ
Шăпчăка çăлни
Ама çăка тата тăвăл ачисем
Алтраман кăвакалсем
Кук тĕрриллĕ шăнкăрав
Хÿреллĕ дневник
Петюк, компьютер тата ула такка 
Утакан утă купи

 

ШĂНКĂРЧ УРОКĔ

 

Петюк селĕп калаçать. «Р» сасса ниепле те тĕрĕс калаймасть вăл. Пĕтĕм пăтăрмах та çавна пула сиксе тухрĕ ĕнер. Урамри ачасемпе суккăр упалла вылянă чух кăмăла килнĕ юрра чиперех юрлатчĕ вăл: «Асамат кĕпейĕ çÿлте, тÿпейе...»

Ачасем ăна селĕп пулнишĕн кÿрентерме пикенчĕç. «Чипейкке Петĕйкке», – тесе витлерĕç. Çавăнпа каçхине çывăрма выртнă чух Петюк çирĕп шухăш тытрĕ: «Урама урăх ура ярса пусмастăп. Вырăн çинчен те тăмастăп ».

Выртать, хайхи, Петюк кравать çинче енчен енне çаврăнкаласа. Ир пулнă. Тăма та вăхăт ĕнтĕ. Анчах пĕр тытнă шухăша вĕçне çитересшён ача – вырăн çинчен тăмасть. Сăмах тени татăклă пултăр тет.

Акă тулта çумăр та шăпăртатса ячĕ пулас. Чăн та. Ав кантăк çумне йăлтăркка тумламсем çапăнаççĕ. Петюкăн та икĕ куçĕнчен ёнчĕ пĕрчĕ шуса анчĕ. Тăма мар – çи виттине пуçĕ урлах витĕнсе выртрĕ вăл.

Сасартăк такам чĕвĕл-чĕвĕл сасăпа ачашшăн чĕнчĕ ăна. Ача утиялне сирчĕ, хăлхине чăнк тăратрĕ. Чуна уçăлта-ракан кăмăллă сасă каллех илтĕнчĕ:

 

Чу! кайрăм, чу! килтĕм,

Чуман тулли çу илтĕм.

Пĕчĕк Петюк, Петĕркке, тăр-р!

 

«Кам-ши ку? Чечекпи мар-ха. Вăл манран «Петĕйкке» тесе тăрăхлать. Ку юрăçи вара йĕкĕлтешмест», – шухăш-ларĕ ача. Пăх-ха, Петюкăн мăрт-мăкăрчăк тути сисĕнме-сĕрех йăл кулчĕ. Эреветлё сасă чĕмсĕре чĕм кёртет-ши?

Петюк хăй те чĕлхи çине килнĕ юрра юрласа пăхрĕ. Мĕн тумалла-ха унăн, енчен те чĕлхи «р» сасса ниепле те çавăрттарса кăлараймасть пулсан... Юрлама та юрамасть-им вара? Кама мĕн ĕç? Тупăннă «ăй» купташки-сем... «Ăй çук, вăй çук, тытса пăхма май çук. Э-э-э...» – чĕлхе кăларсах такама витлерĕ ача. Шăм картари тиха пек чĕлхи пулчĕ шăпăрттин, йĕкĕр мăйăр пек чăп тути чăмăртанчĕ чăпăрттин.

Сарпи те чипер – хайхи юрра юри ачасем илтмелле Петюк пек селĕппĕн юрлать тăрăхласа. «Тупăннă хĕй пĕйчи. Сайпи – сакăлти, сайкаланчăк пакăлти», – такмакларĕ ача кÿренĕçлĕн. Каллех пуç урлă витĕнсе выртрĕ. Никам та пырса ан çулăхтăр. Шăна тивнипех у-у! уласа яма хатĕр вăл. Тивмен куштана тивме хушман. Ан тивĕрех...

Çав вăхăтра паçăрхи шăнкăрти сасă каллех уçă чÿречерен янăраса кĕчĕ:

 

У-ÿ! терĕм, ши! терём,

Йĕрмĕш пасар-ши терĕм.

Ыйхă купи, мăртăкки, тăр-р!

 

«Кам ăна «ыйхă купи» теме хăять-ха? Петюк çывăрмасть-çке. Юри çеç тăвать», – сăмсине нăш-нăш тутарса мăкăртатать ача. Анчах янкăс саслă палламан йыхравçă – хăлха çумĕнчи шăнкăрма пекех! – юнтармăш Петюкран хăпма шутламасть.

 

Уй урлă ут ятăм,

Ярăм пуçĕ, чу! ярăм.

Тăп-тăпăркка урхамах, тăр-р!

 

Петюкăн çав чаплă «тăп-тăпăркка урхамаха» курасси килчё. Вăл вырăн çинчен çĕкленчĕ те чÿречерен кармашса пăхрĕ. Акă мĕн асăрхарĕ ачан ĕнчĕ-пĕнчĕ йăлтăркка куçĕ.

Çумăр çума чарăннă ĕнтĕ. Пÿрт умĕнчи шелттĕм-шелттĕм йăмра урлă çичĕ тĕрлĕ хăйăклă асамат кĕперĕ карăннă, лапсăркка йăмра çав илем ытамĕнче мăнаçлăн саркаланать. Иăмран чи каçрашка турачĕ çинче йăм хура йăпăркка кайăк ларать. Палларĕ ăна ача, ятне кăна аса илеймерĕ. Кайăкĕ ку – вашават, саркаланчăк ик çунат. Юрлать канма пĕлмесĕр:

 

Чу! вĕçрĕм, чу! кĕтĕм,

Çунат вĕçĕпе çу сĕртём.

Урхамахĕ тăпăртик,

Уй-уй урлă тĕпĕлтик.

Пĕчĕк Петюк, Петĕркке, тăр-р!

 

Петюк хăйĕн чĕлхи-çăварĕ çемçелнине туйрĕ. Кайăк юрри, чăнах та, сар çу пулса тумларĕ-ши?

Шăнкăрч! – кăшкăрса ячĕ ача. «Р» сасă та уçăмлăнах тухрĕ.

Пăх та кур, кăмăлĕ те, чĕлхи те уçăлчĕ унăн. Юратнă юррине тинех çăвар тулли юрласа ячĕ вăл:

 

Асамат кĕперĕ сар хĕр пек хитре-çке,

Юлчё ун чиперĕ пирĕн сăн-питре.

 

«Ур-р-ра! Текех мана никам та кÿрентереймĕ. Эпĕ селĕп мар. Тавах, шăнкăрти шăнкăрч, катертнĕ «р» сасса тавăрса панăшăн», – çакăн пек шухăш-туйăмпа Петюк вăр-вар тумланчĕ те урамалла вирхĕнчĕ. Ну, тĕлĕнтерĕ вăл паян çаврака çăмхаллă, мăшăр куç-хăлхаллă, шĕвик çăварлă çум çаккисене. Тĕлĕнтеретех...