КЕНТТИ ӲСЕТ

Афанасьев Егор Афанасьевич



    ТУПМАЛЛИ

Кентти ӳкерет
Пирĕн инке – космонавт
Вĕл вĕçет сар çулçă
Кенттипе ашшĕ
Мĕнрен шикленет Кентти?
Кентти хуралта
Каюра
Мĕншĕн?
Тавçăруллă ача
Юр ӳксен
Кентти шутлать
Кентти ĕмĕчĕ
Кентти хулара
Хăвăрт вуламалли сăвăсем
Анчăк
Шапа
Циркра

Кенттипе ашшӗ

– Паян ăçта каймалла?
Юл, аттем, эс манпала.
– Паян хире каймалла,
Шур юр тытса юлмалла.
– Мĕн тăватăн юрпала?
– Вăйлă тырă тумалла.
Тыррипе мĕн тумалла?
Унтан çăкăр пулмалла.
– Ма хире каяс ара,
Çăкăр пур вĕт лавккара?
Кашни кун хире чупас –
Столовăйне ма уçас?
Пекарнине ма лартас?
Çăнăх ăçтан тупмалла?
Арманта авăртмалла!
– Тăвас пулсан çăнăхне,
Тăвас пулать тыррине.
– Тыррине ил кĕлетрен,
Ыйт та Леврен мучирен...
– Паян пур – мучи парать,
Ыран çук – ик ал сулать:
«Тырри çук – ăçтан тупас?
Ыйтан пур – мĕскер парас?..»
– Апла пулсан каймаллах,
Хирте юрне тытмаллах.
Кăштах ӳсерех парсан,
Хам та юлмăп-ха санран.

Кентти хуралта

– Хам-хам! Хам-хам!
Кам ку хамлатать ара?
Кентти мар-и, пăхăр-ха,
Мĕн тăвать вăл картара?
– Кентти, мĕн пулчĕ? Кала:
Ма вĕретĕн йытăлла?
– Анне ячĕ хурала:
«Чĕпсене, – тег, – хуралла!»
Чĕпне хуралламалла,
Хамăн ман вылямалла.
Хурчăка ан антăр, теп,
Хаяр анчăкла вĕреп.

Каюра

Тĕмĕн-тĕмĕя нӳр тăпра:
Кунтан кайнă каюра.

Каюра-малура,
Вăл пулатъ-ши канура?

Малти ури çĕр чавма,
Кайри ури – кăларма.

Курмасть куçĕ тĕттĕмре,
Кун-и, каç-и – пур пĕрех.

Çĕр чавать, хурт шырать,
Сада сывă хăваратъ.

Пур кăпшанкă ун пулсан,
Тутлă улми пулĕ ман.