КЕНТТИ СӐВВИ-ЮРРИСЕМ

Афанасьев Егор Афанасьевич



    ТУПМАЛЛИ

Май уявĕ
Атăл çинче
Колхоз пĕвинче
Сана супăнь парас-и?
Мишша
Сӳрĕм хурăн хуппине
Кентти чупать
Ак вăрман
Кам пулать Кентти?
Автан
Анчăкпа машин
Шыв хĕрринче
Кăлтăр икĕ уцрапа
Çумăрлă кун
Пӳрте çăлтăр кĕртни
Кентти ашшĕ – бригадир
Пĕчĕк Урине
Виçĕ тус
Кентти утарта
Кенттипе Мишша
Пĕр кунхине
Кенттипе кăсăя
Кил, кăсăя, тус пулар
Çуркунне
Эпир мăкăнь акрăмăр
Тĕввик-тĕввик!
Кахал çерçи
Илтĕм эп кушак вали
Тилĕ-тухтăр
Тăмана чĕппи

МАЙ УЯВĔ

Вĕлкĕш-вĕлкĕш, хĕм-ялав,
Вĕлкĕш-вĕлкёш çиле май.
Паян пирĕншĕн уяв,
Паян –савăнăçлă Май.

Янăрать урам тулли
Ачасен юрри-кулли;
Пирĕн йышĕ йышлăрах,
Юррисем янравлăрах.

Велкĕш-вĕлкĕш, хĕм-ялав,
Кашниннех паян уяв!

АТĂЛ ÇИНЧЕ

Ту-ут! Ту-ут! Ту-ут!
Хăпарать шур пăрахут.
Пысăк кимĕ – хыçĕнче,
Мĕн-ши, мĕн-ши ун çинче?

– Ту-ут! Ту-ут! Ту-ут! –
Хирĕç чĕнчĕ пăрахут.
Илсе килет вăл парне,
Узбексен шур мамăкне.

Шупашкарта, фабрикра
Çип арлаççĕ мамăкран,
Пир тĕртеççĕ çиппинчен,
Тум çĕлеççĕ пирĕнчен.

Пăхса ил-ха ху çине,
Паллăн Шупашкар пирне.

СӲРĔМ ХУРĂН ХУППИНЕ

Сӳрĕм
Хурăн
Хуппине,
Ирĕм
Турăм
Шыв ĕçме.
Антăм
Ансăр вар пуçне,
Тупрăм
Сивĕ çăлкуçне.

Сивĕ шывĕ шăрăхра
Шур сĕтрен те лайăхрах.
Эп килентĕм шывĕпе.
Мĕн тăвас ку ирĕмпе?
Хăварам хам ирĕме
Çулçӳрене шыв ĕçме.
Ыр тăвас тесен çынна
Нимĕн те шел мар мана.