КЕНТТИ-КОСМОНАВТ

Афанасьев Егор Афанасьевич



    ТУПМАЛЛИ

Çӗн йӗрпе
Кенттипе шăнкăрч
Çиес тесен ҫырлине
Тăрна, юлсам шурлăхра
Кушак мӗншӗн пит ҫăвать
Ᾰммасен ҫӗршывӗнче
Утарти калаҫу
Кентти – космонавт
Уйăх чулӗ

Ҫӗн йӗрпе

Лăпăс-лăпăс шур юр çурĕ
Ак çапла!
Анчăк сикрĕ те йĕр турĕ
Ак çапла!
Вăл мана тухма чĕнет
Ак çапла.
Мĕн сĕнксе ларатăн? –тет
Ак çапла.
Тухрăм эпĕ йĕлтĕрпе
Ак çапла.
Ыткăнатăп кив йĕрпе
Ак çапла.
Ма ун тăрăх каймалла
Ак çапла?
Манăн хамăн хывмалла
Ак çапла!
Эп пăхатăп çаврăнса
Ак çапла,
Юлать çĕн йĕр тăсăлса
Ак çапла.
Умăмра ман вар хĕрри –
Ак çапла.
Ну, Япшар, сикетпĕр-и
Ак çапла?
Тапрăм ятăм туяпа
Ак çапла.
Ӳкрĕм – пултăм шур упа
Ак çапла!
Туртать анчăк аркăма
Ак çапла.
Тăрăп, тетĕп, эп хамах
Ак çапла...
Тухăр, тухăр ярăнма
Ак çапла! Эх, аван çĕн йĕр хывма
Ак çапла!

Кентти – космонавт

– Атя, Кентти, урама
Космонавтла выляма.
Шутламастăн-им вĕçме,
Çăлтăрсем патне çитме?
Тимĕрç лаççи патĕнче
Пĕчĕк çырма хĕрринче
Космодром тума аван.
Атя, Кентти, хыпалан!..
Пантак Петти, Лум Ваçли
(Кунта Петя чи асли)
Илчĕç кайрĕç юлташне
Выляма çыр хĕррине.
Упне выртать кив çуна
Тупан çине лар кăна –
Йăр-йăр шăван, ярăнан,
Çырманах вĕçсе анан.
– Кентти, пул эс космонавт,
Цлемĕ пирĕн тупăнать...
Апăр-тапăр лаç тавра!
Кунта мĕн-мĕн çук вара?
Ак выртать темле куршак,
Тăхăн – шлем вăл, апăрша!
Космонавт шлем тăхăнать,
Нăйкăшма та тытăнать:
– Шлемĕ тăвăр та хăйсен,
Сывлама та çук, хĕсет!
Эппин, шлем улăштарас,
Ку шлемне хывса хурас!
Кентти туртрĕ – шлем тухмас
Петя туртрĕ – хывăнмасть.
Ĕнтĕ мĕскер тумалла? –
Шлема епле хывмалла?
Эй! – тет тимĕрç Лум Ваçл!
Тимĕрç лаççи мĕн валли?...
упрĕ кайрĕ те киле,
Килчĕ лаç уççипеле.
Уçрĕç, кĕчĕç.
Кентти, кур,
Сунтал çине пуçна хур.
Çапсан мăлатукпала,
Куршак йăлтах ванмалла.
Тăчĕ çеç Ваçли çапма:
Кентти, аннӳ! Ак амак!
Хыт тапать чĕри лешсен,
Пăхрĕç çуна айĕнчен:
Кентти пырать çиçтерсе,
Тарса хăтăлăп тесе. –
Кентти, сикен çырмана!
Кентти, пĕтерен пуçна! –
Чупать амăш, кăшкăрать
Кентти сикес самантра
Петя ĕлкĕрчĕ аран
Тытса чарма аркăран.
Йывăр пулчĕ-çке шлема
Кентти пуçĕнчен хывма.
Амăшĕ ятла-ятлах
Кайрĕ ун çырманалла.
Лаç хыçĕнчи çырмана
Печĕ шлема космонавт.
Ĕнси çинчи суранне
Кăтартать вăл ик тусне.
Иккен космонавт пулма,
Чăн та, атьсем, çăмăл мар.

Уйăх чулӗ
1
Хĕвел кĕчĕ кантăкран:
– Эй, Кентти, хăçан тăран? –
Кентти кăшт куçне уçать,
Унтан яшт! сиксе тăрать,
Тем шырать, ăшталанать.
– Мӗн-ха кирлĕччĕ сана? –
Терĕ амăш ывăлне.
– Эсĕ Уйăхăн чулне
Ăнсăртран курмарăн-и,
Аякка хумарăн-и?
Ай-уй, Кентти, мĕнле чул?
– Илтĕм Уйăх çинче чух!..
– Чим, Кентти, ăнланмалла,
Тĕпĕ-йӗрĕпе кала.

2
– Антăм эп Уйăх çине,
Хăмасем пушатрăм.
Маннă эп пăтисене, –
Пÿрт тума пулмарĕ.
Кÿрше кайса илме çук,
Унта саншăн ял-им?
Завода та чупма çук,–
Унта Шупашкар-им?
Ĕнтĕ мĕскер тумалла?
Ĕнсене хыçатăп.
Каялла çул тытмалла –
Кабина ларатăп.
Чим, теп, ман Уйăх çинче
Тем манса юлмасть-и?
Ракета хускатиччен
Ас илсе пулмасть-и?
Çат! çапатăп çамкана,
Пантак Петĕр евĕр. –
Ёненеймӗç, теп, мана
Чул илсе килмесĕр.
Вара çĕнĕрен тухса
Тусана сиретĕп.
Пысăк хысакран катса
Уйăх чуль илетĕп.
Кӗрсе лартăм вырнаçса,
Пĕр-ик кнопкă пусрăм.
Кайрăм эпĕ хускалса –
Каялла эп тухрăм.
Эх, çав этем тенине
Манмалла ма тунă?
Укĕнетĕп эп тинех:
Хам васкавлă тухнă.
Пăта ещĕкĕ манран
Çенĕкрех юлсаччĕ.
Мăлатук унтахчĕ ман? –
Ещĕкрех выртатчĕ...
Пырап çапла çиçтерсе:
Юлчĕ йăлтăр-йăлтăр
Хĕм сапса та илĕртсе
Йышлă çутă çăлтăр.
Çывхаратăп ял çине –
Хĕрчĕ кайрĕ пӳлём.
– Ай, капла ман, ахăртне,
Хыпасси те пулĕ.
Парашюта тăхăнсан,
Вăр-вар çĕкленетӗп.
Эп юрать манса кайман –
Уйăх чуль чикетĕп.
Алăка часрах уçса,
Çĕрелле сикетĕп.
Çапла кайрăм уйрăлса:
– Сывă пул, ракетă!

3
Ырлăха мар, хурлăха
Укрĕм эпĕ шурлăха.
Парашют хуплать мана
Вĕçернетĕп аранах.
Путрăм чĕркуççи таран,
Хам хăратăп шурлăхран.
Питĕ шел парашюта –
Хăварас-им-ха кунтах?
Илесех пуль хуть чĕнне,
Кайĕ тăркăч кантрине.
Кармашатăп чĕн патне,
Касса илтĕм пĕр пайне
Эпĕ çивчĕ çĕçĕпе,
Варалантăм пĕтĕмпех.
Хыпалатăп кĕсъене –
Хайхи Уйăхан чулне
Укерес мар кăларса,
Хăварас мар çухатса.
Тем пысăкăш пĕр шапа
Тухрĕ ман умашăпах.
Симĕс тумĕ çуталать,
Икĕ куçне вылятать.
Çын чĕлхипе калаçать,
Вăл мана çапла вăрçать:
«Ука-ука-ука-ка!
Мĕнле ашса тухăн-ха?»
Кунта çитнĕскер – тухап!»
«Эпĕ сана путарап!» –
«Ᾰмма, шапа, путаран?
Эп сана вĕт хур туман?» –
«Пулла аннăччĕ пулас.
Пачах туртмарĕ пулас.
Вара эс тарăхнипе
Утрăн кӳлĕ хĕррипе.
Çапрăн мана хулăпа,
Халь ответ тыт çавăнпа:
Е сан шывра путмалла,
Е Уйăх чуль памалла.» –
«Уйăх чульпе мĕн тăван?» –
«Аркатап умри тăва.
Вăл – асамлă япала, –
Сăмах çеç каламалла.
Шурлăха татса ярса,
Кăнтăра каяп юхса.
Кунта сивĕ-çке хӗлле,
Хĕлле шăнсах вилмелле...
Эп – хăватлă Шапатан,
Шурлăх пуçĕ, Шуртытан!
Лекрĕн тыткăна паян,
Памасан чулна – путан!»
Ĕнтĕ мĕскер тумалла?
Пăхрăм йĕри-тавралла.
Пин шапа та пуль вара
Тапса тухрĕç ман тавра.
Уйăх чулĕ пур çинче
Ма хăрам-ха вĕсенчен?
«Вах, – тетĕп, – вах!
Уйăх чуль, çăлах!
Пар вăйна
Эс манна –
Шапатан
Кайтăрччĕ вăйран.
Шуртытан
Ӳктĕрччĕ халран!
Чулăм, сан хăватупа
Путтăр шыва пин шапа...
Кĕç пăхатăп куç уçса:
Пĕр шапа çук – тап -таса!.
Аша-аша эп аран
Тухрăм çĕрĕк шурлăхран.
Хăвăртрах çитермелле
Уйăх чулне ман киле.
Чупрăм эп мĕн пур вăйран,
Такăнтăм тункатаран.
Эп вăрантăм çак тĕлте,
Хам выртатăп-мĕн килте.
Тупаймаст эп чула,
Çухатрăмах пулмалла.