Кемел шанкарав

Ухли Владимир Васильевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

ПОВЕÇСЕМ

 

Тăлăх мар вăл

Пěлнě пулсан

 

КАЛАВСЕМ

 

Кирук

Хветӳкпа йытă ҫури

Ыраш пуссинче

Кěмěл шăнкăрав

Кăвакал чěппи

Хушкапуҫ

Уроксем хыҫҫăн

 

ПĔЛНĔ ПУЛСАН…

 

Повесть сыпакě

 

1

 

 

Ялти шкултан вĕренсе тухсан, ачасем Пăрăнтăка çӳреме тытăнчĕç. Çирĕп Мĕтрийĕ те улттăмĕш класа кая пуçларĕ. Вăл, йĕпкĕн хура çӳçлĕ, пысăкрах пуçлă, пĕвĕ лутра, аякрине начартарах кураканскер, ялан малти парта хушшине ларма тăрăшатчĕ.

Ласкин Хĕветĕр те унпа пĕрле вĕренетчĕ. Улттăмĕш класа куçсан, Хĕветĕр хăйне Федя тесе чĕннине ытларах кăмăлларĕ. Çав çул вăл хĕллехи каникула куккăшĕ патĕнче ирттерчĕ. Хуларан вĕр-çĕнĕ костюмпа, хулăн тĕплĕ сарă пушмакпа .таврăнчĕ. Çӳçне, лĕпкине витмелĕх кăна хăварса, кĕп-кĕске кастарса янăччĕ. Учительсем курман чухне шултăра шăллă шăмă турине кăкăр кĕсйинчен яш туртса кăларатчĕ те сарă çӳçне каялла туратчĕ.

Ласкинсен пĕр ывăл анчах. Федя ашшĕ укçаллă, тупăшлăрах вырăнсенче ĕçленĕ, пĕртен-пĕр ывăлне хӳхĕм тумлантармалăх ун пурлăхĕ те ытлăн-çитлĕн пулнă.

Çирĕпсен вара тăватă ача: икĕ ывăл та икĕ хĕр. Вĕсем, ăшă çумăра пула чăшăлах шăтса тухнă кăмпасем пек, пĕр-пĕрин хыççăн хастарлă та патвар ӳснĕ. Йышлă ача-пăчана тăрантарса тумлантарма, паллах, укçи-тенки те ытларах кирлĕ.

Çирĕпсем ачисене вĕрентсе кăларма ĕмĕтленнĕ. Ашшĕ, вăрçăран ӳпке чирĕпе чирлесе таврăннăскер, тăван ачисене, ăс парса, çапла калатчĕ:

Çамрăк чухне вĕренсе тухса специальность илнĕ пулсан, чирлĕ халăмпа та халĕ пĕрер ĕçре кăштăртатса çӳрĕттĕм. Ачамсем, тăрăшса вĕренĕр.

Мĕтри ашшĕ, тăтăшах йывăр чирпе тертленнĕскер, çăварнисем умĕн вилсе кайрĕ. Амăшĕ те, йывăр хуйха тӳсеймесĕр, вырăнпах выртма пуçларĕ. Килти ĕç Мĕтри çине тиенсе юлчĕ. Шăллĕпе йăмăкĕсем ун чухне пĕчĕккĕччĕ, вĕсене хăйсене пăхмалла пулнă. Мĕтри, хăйĕнчен кĕçĕннисене шкула тирпейлесе кăларса ярсан, амбар айне кĕрсе, тăраниччен йĕнĕ. Ун çап-çамрăк чунĕ хурланнине, ăшĕ çулăмсăр тĕлкĕшнине кӳршĕ-арши курман, шăллĕпе йăмăкĕ сисмен, тăватă ураллă тусĕ кăна «пĕлнĕ». Пысăк сарă Улай Мĕтри хулпуççийĕнчен икĕ урипе уртăнатчĕ те çамрăк хуçин шывланнă куçĕсенчен хурлăхлăн пăхатчĕ, вĕри куççулĕ мĕншĕн юхнине ăнланмастчĕ айванскер.

Атте вилмен пулсан, эпĕ вĕренме çӳрĕттĕм, эсĕ мана çурма çула çитиех ăсатăттăн, – тесе, Мĕтри çăмламас тусне ыталаса çупăрлатчĕ.

Вăл, никама систермесĕр, масар çине темиçе хутчен кайса килнĕ. Ашшĕн тăпри курăна пуçласанах çĕлĕкне хыватчĕ,. пуçне чиксе, масар çине пырса кĕретчĕ.

Атте, мĕншĕн вилтĕн-ши? – ача ачаллах калатчĕ. – Эпĕ, ӳссе çитĕнсен, сана та, аннене те ĕçлеттермен пулăттăм, – Мĕтри, чĕри çуннине чăтаймасăр, çитĕннĕ çынла тарăн сывласа илетчĕ, пĕчĕк чышкисене хыттăн чăмăртаса, çапла калатчĕ: – Вăрçă пуçаракан ирсĕрсем, атте вилĕмĕшĕн сире эпĕ тавăрма хăть хăçан та хатĕр! Çавна ан манăр, çăткăнсем!..

Йытти вилтăпри тавра чупкаласа вĕрсе çаврăнатчĕ. Ашшĕн çилпе ишĕлсе аннă тăприне ывăлĕ çара аллăнах купаласа хăваратчĕ те, вилнĕ çын ури вĕçне лартнă сивĕ юман палăка чуптуса, хуллен тухса утатчĕ. Куççульне çынна кăтартасшăн марччĕ вăл, питне çĕлĕкпе хуплатчĕ, Пуçне ватă çын пек пĕшкертсе, килне хурлăхлăн таврăнатчĕ.

Хĕллехи сивĕсем ерипен иртсе пычĕç, кăнтăрла тĕлĕнче хĕвел курăнкаларĕ, хуралтăсем çинчен тумла тумлакалатчĕ. Çапах та çанталăк ирлĕ-каçлă сивĕ-ха, каçкӳлĕмсенче тăман ĕрĕхсе кайса вĕçтеркелерĕ. Çавăн пек каçсенчен пĕринче Мĕтри çĕнĕ кĕнеке илме тесе юлташĕ патне кайнăччĕ. Федя шкултан килмен. Вăл тăватă çухрăмри кӳршĕ ялти шкула саккăрмĕш класа вĕренме çӳрет. Унăн амăшĕ ывăлĕ халĕ те таврăнманшăн хуйхăрать. Ашшĕ те, станцăра ĕçлекенскер, çанталăк пăсăлнипе таврăнман пулас. Канмалли кун умĕн Федьăсем маларах килекенчче. Амăшĕ, аташса кайман-ши тесе, чӳречерен куçне илмест. Мĕтри, телефонпа ыйтса пĕлме сăмах парса, ял Советне васкарĕ. Уроксем хыççăн саккăрмĕш класра вĕренекенсем нимĕнле кружока та юлманни, Федьăсем кăнтăрла иртсенех шкултан тухса кайни çинчен Мĕтри телефонпа ыйтса пĕлчĕ. Килне таврăннă чухне вăл Клюксем патне чарăнчĕ. Клюк амăшĕ те, сапăр та йăваш сасăпа калаçакан хĕрарăм, кӳршĕ ялти шкулта вĕренекен хĕрачине кĕтсе ывăннă нккен, Мĕтрие хапха умĕнчех тĕл пулчĕ.

Инке, ан хуйхăр, Улая ертетĕп те вĕсене хирĕç каятăп.

Асту,аташса ан кай: çанталăк урăм-сурăм, урам урли курăнмасть, – хĕрхенчĕ хĕрача амăшĕ ăна.

Килне хыпаланса пырса кĕрсенех, Мĕтри чирлĕ амăшне эмел ĕçтерчĕ, васкаса тумланма тытăнчĕ: кĕске пиншак çинчен туллатнă кĕрĕк тăхăнчĕ, пилĕкне салтак чĕн пиçиххипе туртса çыхрĕ, сарлака йĕлме йĕлтер сырса, йыттине ертрĕ те Пăрăнтăк çулĕ çине тухрĕ.

Хирте çил ураран çапса ӳкересле вăйлă. Йĕпе юр Мĕтри пит-куçне вĕçĕ-хĕррисĕр сапăнать. Улай, пĕр-икĕ çухрăм кайсан, малтан хăлхине лăпчăтса пĕшкĕнерех пынăскер, тăпах чарăнчĕ, çилленсе хăрăлтатса илчĕ, анчах хăй татах малалла çăрхаларĕ. Мĕтри тăватă ураллă тусне шанать: Улай ăна темиçе хутчен те çак тавраша çити ăсатнă, Пăрăнтăка та çитнĕ – ку çула пĕлет, питĕ вăйлă, нимĕнрен хăрамасть. Унсăрăн хуçи çав асар-писер çанталăкра, тен, аташса та каймалла: куçа уçса пăхмалла мар, çĕрпе пĕлĕте уйăрса илмелле мар пулин те, çамрăк йĕлтĕрçĕ малалла хуллен куçать-ха.

Ĕнтĕ çул сулахаялла пăрăнма кирлĕ. Çил паçăрхи евĕр шăп хирĕç мар, анчах пусăрăнасси палăрмасть-ха, ачан çири кĕрĕкне сӳсе каяс пек туллать. Улая çул çинчен пăра-пăра ярать. Мĕтрин урисем ывăна пуçларĕç, йĕпенсе нӳрленнĕ шăлаварĕ хăма пек шак хытнă та – чĕркуççине чĕркелет. Куç хăрпăкĕсем çинчи юр пĕрчисем ирĕлеççе те пăрланаççĕ, тинкерсе пăхма кансĕрлеççĕ. Мĕтри, пăчăрăн пырши тухать те – утать тенĕ пек, пурпĕрех малалла шăвать-ха. Клюк амăшне, хĕрĕ пекех сенкер куçлă хĕрарăма, пĕртте хуйхăртас килмест ун. Хăй пирки шухăшламасть, аташса кайса нушана лекме пултарнă тантăшсем пирки пăшăрханать, вĕсене хăвăртрах инкекрен çăлса хăварасшăн. Яланах хаваслă калаçакан Клюка, мĕн пĕчĕкренех темĕншĕн-çке çывăх куракан хĕрачана, вăл нихăçан та инкеке тăратса хăварас çук. Сăн-питрен илемлех мар, тумĕ-юмĕпе ĕлккенех çӳремен Мĕтри хăйне хĕрачасем ăшă куçпа пăхманнине ăнланать, çапах та вăл уншăн никама та çилленмест. Клюк унран нихăçан ютшăнман, кӳрентермелли сăмах калама мар, сивĕ куçпа та пăх-ман.

Тертлене-тертлене, Мĕтри çурма çула çитрĕ. Улай сасартăк чарăнчĕ, ĕнси çинчи çăмне шăртлантарса, хăрăлтатса илчĕ те çул хĕрринелле сиксе ӳкрĕ. Мĕтри çавăнталла тилмĕрсе пăхать. Çавраçил пек варкăшнă çĕрте мĕн курăн-ха? Улай часах каялла чупса çитрĕ, хуçи умне пырса, кайри урисемпе юра тапкаларĕ, татах çул айккинелле ыткăнчĕ. Йытă çапла хăтланни хăй хыççăн пыма хушнине пĕлтерет. Ача канăçсăррăн сывласа ячĕ, куçа уçса пăхмалла мар çанталăкра ун тăватă ураллă тусĕнчен юлмалла мар: ывăнма юрамасть, чарăнса сывлăш çавăрма вăхăчĕ çук ун. Пăрланса шăнса ларнă çӳллĕ шыв хумěсем евĕр юр пăруснисем урлă каçа-каçа вăл пĕр-икĕ анкарти тăршшĕ пычĕ пулас.

У-ула-ай! – пĕтĕм вăйĕ çитнĕ таран кăшкăрса ячě Мĕтри. Ун сасси хăватлă пулин те, вăйлă çил ăна çавăнтах çĕрелле çапса антарчĕ.

Таврара çил ачи çухăрашни кăна хăлхаран тухмасть. Йытă вĕрни те илтĕнми пулчĕ. Мĕтри, аташса каяс мар тесе, телеграф юписем еннелле пăхать. Усси çук: куçран тĕртсен те курăнмасть, хурçă пралуксем нăйкăшни кăна вăхăт-вăхăт илтĕнкелет. Çав сасă та кунта, çеçенхир пек упра, пĕр-пĕччен чухне этем вăйлă иккенне аса илтерет те ачана шанчăк кĕртет.

Пĕр кĕтмен çĕртен Мĕтри умне йытă килсе тухрĕ. Ача ăна кĕсйинчен сахăр катăкĕ кăларса хыптарчĕ. Улай хăвăрт-хăвăрт çисе ячĕ те халĕ кăна чупса килнĕ еннелле сиккипе кайрĕ. Хуçине хăйĕнчен юлма хушмарĕ.

Мĕнле кансĕр пулсан та, Мĕтрин, пĕтĕм вăйне пуçтарса, печĕккĕн куçмаллах. Шăнса кӳтсе, хуллен шуса пынă çĕртех ун сасартăк чарăнма тиврĕ: ун умне Улайпа икĕ çын тухса тăчĕç, – шăп хăй тĕл пулма ĕмĕтленнĕ Федьăпа Клюк.

Э-эх, аташрăр-им?

Лешсем нимĕн те чĕнмерĕç, аташса çӳресе халтан кайнăскерсем, сивĕ тытнă чухнехи пек чĕтреççĕ, хăйсем çара юр. Хĕрачан çамки çине тухса кайнă çӳç пайăркисем те шап-шурă пасарса ларнă. Мĕтри, пырса çитнĕ-çитменех, йĕлтĕрне салтса, йытă мăйĕнчен кăкарса ячĕ, хăй çинчи туллатнă кĕрĕк пиншакне хывса Клюка тăхăнтарчĕ, аллинчи ăшă алсине Федьăна пачĕ, тантăшĕсене хулĕсенчен ярса тытрĕ.

Атьăр! Епле кансĕр пулсан та, сирĕн утмаллах: атту шăнса пăсăлма пултаратăр! – хавхалантарчĕ вăл юлташĕсене.

Федя утсан-утсан ăшăнче, юлташěн чăтăмлăхĕпе пултарулăхне хисеплесе, акă мĕн терĕ:

Эсĕ пулмасан, эпир шăнсах пĕтеттĕмĕр. Ырă çав эсĕ, Мĕтри, лайăх ача.

Клюк, Федя каланипе килĕшсе, пуçне сĕлтрĕ. Хĕрача, пĕр-пĕр япала кăмăлне кайсан, çапла кулкаласа, пуçне сĕлтсе илет вара. Ун чухне вăл, паллах, кулаймарĕ, анчах ун куçĕсем яланхи пекех ăшшăн пăхрĕç; хура пĕлĕтсем сасартăк сирĕлсе, кăн-кăвак тӳпе курăннă евĕр пулса кайрĕ Мĕтришĕн.

Ывăнтăр пулсан, ман çине ытларах тĕренĕр: хăвăртрах çитер! – тесе, Мĕтри тантăшĕсене хулĕсенчен тата çирĕпрех тытрĕ. Чакăр куçлă Клюка вăл унччен хулĕнчен тытса пыма мар, куçĕнчен пăхма, унпа юнашар тăрса утма именнĕ.

 

КĔМĔЛ ШĂНКĂРАВ

 

Улттăмĕш класра вĕренекен Гера Сомкин Турикасри çĕнĕ пӳрт умне çитсе чарăнчĕ. Сумкăсăрах вăл паян, вĕренмелле мар, вырсарникун. Пиншак кĕсйинчен хĕскĕчпе мăлатук аврисем курăнса тăраççĕ. Варлам Шишканов патне килнĕ Гера. Вĕсем пилĕк çул хушши пĕр парта хушшинче вĕренчĕç. Иртнĕ кĕркунне темшĕн Варлам чи хыçалти рете куçса ларчĕ.

Ĕнер вĕсем звено сборĕнче шкул валли шăнкăрав тума килĕшрĕç.

Гера, Варламсен умне пырса çитсен, варринчн чӳречерен шаккарĕ. Пӳртрен сас чĕвĕ паракан пулмарĕ. Вара, хĕскечепе мăлатукне кĕсйинчен кăларса, пĕр-пĕрин çине вăйлăн çапма пуçларĕ Гера.

Сивĕ çанталăкра тимĕр чăнлатни уççăн илтĕнет. Варлам мачча çинче пулнă иккен. Часах пӳрт çамкинчи пилĕк кĕтеслĕ шăтăкран мăшăр хура куç курăнчĕ.

Унта мĕн аппаланатăн? – ыйтрĕ Гера. – Хăвăртрах ан!

Велосипед шăнкăравне çакăнта хунăччĕ те, тупаймарăм-ха, – терĕ Варлам.

Часах вăл та урама тухрě. Вĕсем шкул картишне кĕмелли алăк патнелле утрĕç. Хуралçă сасси илтĕнет. Вăл пичкепе шыв турттарса килнĕ те урай çăвакан хĕрарăмсене ăна хăвăртрах тултса пĕтерме хистет.

Нестер Игнатьевич сухалĕ йĕтĕн сӳсĕ тĕслĕ, пасарнипе пушшех шурă курăнать. Сивĕрен те хăрамасть вара вăл – алсине хывса кĕсйине чикнĕ, пăрлă витрене çара аллăнах тыткалать.

Хуралçă шкула паян никама та кĕртмест. Çума тытăннă урайне лаплаттарса çӳретмеççех пире, – терĕ Варлам.

Вăл тата темĕн каласшăнччĕ. Гера хирĕç чĕнмерĕ. Çав вăхăтра старик лашине çавăрче, пичке хыçне улăхса тăчĕ те тилхепине кăрт туртрĕ. Ачасем ăна курăнасшăн пулмарĕç. Варлам хӳме тепĕр еннех тарса пытанчĕ.

Хуралçă пичкери шыва касмăка пушатрĕ те урамалта тухрĕ. Хĕрарăмсем витресем йăтса килмерĕç-ха. Ачасем вĕсене кĕтрĕç-кĕтрĕç те картишне кĕчĕç.

Катка ан йăвантăр, эпĕ туртап! – терĕ те Гера касмăк лартнă çунашкан кантрине пырса тытрĕ, туртма тытăнчĕ.

Вĕсем, тертленкелесе те пулин, çунашкана шкул алăкĕ патнелле çитернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ. Тепле майпа Варламăн ури шуса кайрĕ, вăл, ӳкес мар тесе, касмăк хĕрринчеч çакăнчĕ. Касмăк çунашки-мĕнĕпех тӳнчĕ, шыв йăлтах тăкăнса пĕтрĕ.

Ачасем хăрарĕç. Варлам, юлташĕ касмăка тăратса лартма хăтланнине пăхмасăрах, хапха патнелле вĕçтерчĕ. Аçа çапнă пек чупса пыракан ача хирĕç килекен хуралçа пырса перĕнчĕ те пиншак çухине çĕкленипех кĕрт урлă тапса сикрĕ. Хуралçă шĕвĕр пӳрнипе пĕрре юнаса илчĕ те картишнелле васкарě.

Хĕрарăмсем шкултан тухрĕç.

Чарусăр, шывсăр хăвартăн вĕт пире! – ятла пуçларĕç вĕсем Герăна.

Пĕри аллинчи симĕс кĕвентепе ачана çурăм урлă кĕплеттерес пекех кăшкăрать. Гера вĕсене куç айĕн пăхса илчĕ те çунашкапа касмăка тăратса лартма тăрăшрĕ. Старик ăна палларĕ, хушаматран каласа юнаса илчĕ те касмăка çунашка çине йăтса лартрĕ.

Юри мар вĕт...

Варлам таçта аякка тарман, кĕрт урлă каçнă та кĕтесри пӳрт умĕнчи шкул еннелле вăрттăн пăхса тăрать.

Тинех хуралçăн глобус пек пысăк чышкине тутанса пăхать ак, – мăкăртатать вăл, Нестер Игнатьевич Герăна çапса ярасса кĕтсе.

Старик ачана тивмерĕ, ăс вĕрентсе хуллен каларĕ те, лаша валли утă йăтса, хапхаран тухрĕ. Варлам хăрарĕ, çаврăнса пăхмасăрах тарчĕ.

Нестер Игнатьевич, сире пулăшам-и, пĕр пичке шыва эпĕ хамах тултарса килĕп. Çулла пахча сапма турттарса курнă эпĕ, – терĕ Гера.

Пит пырас тетĕн пулсан кил эппин, лар. Пĕрле кайса килĕпĕр.

Гера пичке умне сиксе улăхрĕ те тилхепене тытма хăймасăр ларса пычĕ.

Тыт эппин, анчах ан турткала, ку лаша ăслă, çултан пăрăимасть, – терĕ вăл. – Юлташу сан Шишкановчĕ пулас. Ăçта кайрĕ вăл?

Гера чĕнмерĕ.

Эпĕ ватă пулсан та шыв турттаратăп, эсир касмăка ашкăнса тӳнтерсе янă ,– хуллен кăна каласа хучĕ старик.

Иртĕнсе мар, шыв тултма çывăхрах пултăр тесе эпир.

Канмалли кун та эсир шкула килетĕр-çке.

Хăвăра валли шăнкăрав тума хушрĕç пире...

Мана валли тетĕн-и? – тĕлĕнсе кайрĕ старик. Унтан çапла ăнлантарчĕ: – Ман лайăх шăнкăрав пур – вăйлă туйсенче çакмалли, – тĕллесе кăтартрĕ вăл пĕкĕ енне.

Ку шăнкăрав вăл – ĕлĕкхи. Электричество вăйĕпе ĕçлекеннине туса лартасшăн эпир. Пире хушнăччĕ çак ěçе, – терĕ Гера.

Ха, эпĕ мĕн ĕçлĕп вара?

Кнопка çине пусатăр та – чăнкăр тăвать. Алăпа çулласа çӳремелли çук. Питĕ ансат пулать.

Халапри пек çăмăл тăвасшăн эспр, шăкăр-макăрсем.

Ак курăр, чăн-чăн шăнкăрав пулать. Анчах эсир пире шкула кĕме ан чарăр.

Апла пулсан чармăп.

Урай çăвакансем ан вăрçчăр пире.

Вĕсене те калăп.

Гера пичкене тултаричченех тăчĕ. Вăл пусă витрине пĕр антарса, пĕр улăхтарса ăшша пиçрĕ, перчеткине хывса кĕсйине чикрĕ, пиншакне йӳле ячĕ. Шкула каялла çитрĕç вĕсем.

Варлам паçăр тарчĕ те – шăнкăрав та унпа пĕрле çухалчĕ. Текех Варламран шăнкăрав йăлăнасшăн мар Гера.

Кама та пулин курмастăп-ши тесе вăл урамалла пăхрĕ те шкулти стена хаçачĕн редакторне Женьăна курчĕ. Вăл ялти библиотекăран таврăнать пулас: аллинче ик-виçĕ кĕнеке.

Женя, хăвăртрах кил-ха! – чĕнчĕ ăна Гера. Лешĕ, ун сассине илтсенех, шкул умне пычĕ.

Сан велосипед пур вĕт. Чăн-чăн звонок тăвиччен шăнкăравна парса яр-ха, – ыйтрĕ Гера унран.

Пирĕн велосипеда пичче хăй ĕçленĕ çĕре илсе кайрĕ, – терĕ Женя. – Апла пулсан, Файăна систерес: вĕсен те велосипед пур.

Вăл памĕ çав: техника кружокĕн ĕçне кăмăлламасть пек вăл, – иккĕленчĕ ку.

Мĕншĕн памĕ. Шкулшăн вĕт.

Фая та улттăмĕш класра вĕренет. Вĕсен пӳрчĕ шкулпа юнашарах. Женя питĕ хăвăрт кайса килме пулчĕ. Гера класа кĕчĕ. Вăхăт уншăн вăрах иртнĕ пек туйăнчĕ. Пуринчен ытларах вăл хĕрача хăйсен шăнкăравне памě тесе пăшăрханчĕ. Женя часах чупса та çитрĕ. Ăна Гера пуçне форточкăран кăларса кĕтсе тăчĕ.

Памасть терĕм вĕт. Мĕн тет? – ыйтрĕ Гера.

Велосипечĕ кĕлетĕнче. Алăкне питĕрнĕ. Уççине амăшĕ чиксе кайнă.

Варлам мĕншĕн килмест-ши? Ĕнер вăл хăйĕн велосипечĕн шăнкăравĕ илемлĕ те хытă янăрать тесе хăпартланчĕ, – кулянчĕ Гера.

Класа, шăнкăрав йăтса, часах Фая кĕрсе тăчĕ. Ачасен кăмăлĕ тинех çĕкленчĕ. Ачасем шăнкăрав çумĕнчи пĕчĕк мăлатукне кăранташ вĕçĕпе тĕксе пăхаççĕ те, йăнн! туса каять.

Файăн шăнкăравĕ уçăрах сасăллă, – астутарчĕ Женя. – Тĕрĕслесе пăхар та вырăнне кайса çакар.

Питĕ хаклă япалана йăтнă пек асăрхануллăн тытса, ывăс пекскере хуралçă ларакан алăк патне илсе кайрĕç. Сĕтел çине тенкел лартрĕç. Гера отверткăпа хĕскĕч тытрĕ те ун çине улăхса тăчĕ. Женя ăна электричество вăйĕпе ĕçлемелли хатĕр пачĕ.

Асту, ан ӳкер. Вара пĕтрĕ... – мăкăртатса тăчĕ вăл. Хăй Гера каласса кĕтмерĕ, физика кабинетĕнчи шкап патне типĕ батарейăсене пĕрлештерме чупрĕ.

Ман ĕç пĕтрĕ! – хавасланса евитлерĕ Гера.

Ток паратăп! – илтĕнчĕ лешĕн сасси. Пралук вĕçĕсене пĕрлештернĕ-пĕрлештерменех вăл юлташĕ патне тĕпĕртетсе çитрĕ. Ун шухăшĕпе шăнкăрав янăраса кăна тăмалла ĕнтĕ. Гера тутине çыртнă, нимĕн те чĕнмест. Фая савăннипе аллисене çупма хатĕрленнипех çăварне карнă та шак хытса тăрать.

Унччен те пулмарĕ – чăнкăрр! турĕ те, пĕтĕм коридор çакăнчĕ. Касмăк çунашки-мĕнĕпех тӳнчĕ, шыв йăлтах тăкĕрсе тăнăччĕ.

Тавах ĕнтĕ, ачасем. Асамлă вăйпа ĕçлекен шăнкăрав тума та пултаратăр иккен, чĕппĕмсем, – терĕ вăл, кăмăллăн кулкаласа.