Касарар тархасшан

Луч Григорий Васильевич


   

ТУПМАЛЛИ

 

Усăллă шÿт
Икĕ питлĕ пурнăç.
Кăркка тукмакĕ
Ăçта-ши эсĕ, тинĕс?
Телефон чĕлхи

  1. Ĕçленĕ хушăрах

  2. Хыçалти алăк

  3. Пултаруллă хĕр

Хурт мыскари
Чаннине калатăп
Чăрăш
Кашăк-тирĕк
Тепĕр чух
Мăшăр атă
Маруç çырăвĕ
Çуралнă çурт
Кушак
Хевтесĕр Хĕветĕр
Шыва кĕртни
Вак ыйту
Ăс парать
Уйăрчĕç
Çыр ан ман!
Кучченеç
Ÿркенмен кахал
Çĕнĕ çул автанĕ
Така
Ăшхыптармăш
Пулă хуппи
Хисепе кисĕп
Купăс Куçми
Улатакка
Лăпкăн тĕлĕрсе кайрĕç
«Ан тĕкĕн, вĕлерет!»
«Коллекционер»
«Перекетлет»
Хĕр Микули
Каçарăр, тархасшăн
Пулăшаççĕ
Типшар
Хваттер йыттисем
Усăсăр сăнав
Ывăлĕ патĕнче
Пулăшсамăрччĕ, тухтăр
Çурт лартасси темех мар.
Ăслă пуç
Маяк
Хветĕр, Петĕр тата Нестĕр
Пурнăç çынни

ĂÇТА-ШИ ЭСĔ, ТИНĔС?

Рельс сыпăкĕсене хăвăрттăн шутласа, пуйăс Хура тинĕс еннелле васкать. Çул хĕрринчи юпасем, вăрмансем, уй-хирсем вĕлтлете-вĕлтлете кăна юлаççĕ. Вокзалти тĕркĕшÿ, ăсату саманчĕ. Виçĕ тус ун пирки ĕнерех манса кайнă.

Ах, ырă куратăп ĕнтĕ пĕрре тинĕс хĕрринче, – шăплăха чăн малтан хускатать Хĕветĕр. – Пирĕн хулара канни – канни-и вăл? Пушă вăхăта вĕçĕм бильярд пÿлĕмĕнче ирттеретĕн, тимĕр чăмăрккасене туяпа хăвалатăн...

Иййа çав, е кунĕ-кунĕпе «качакалла» вылятăн», – хушса хурать Петĕр, ассăн сывласа. – Каç енне халран каятăн та, пуç кăшăлланă евĕр ыратакан пулать. Тинĕс хĕрринче домино çинчен пачах манатăн-ха...

Асатте каларăш, танцă-манцă текеннине те хутшăнмастăп, – куç-пуçне çутăлтарса пăрахать Нестĕр. Ара, вĕсене пула кĕнеке вулама вăхăт çук. Паркри оркестр кĕввине илтсен, чун чăтмасть вĕт – урасем хăйсемех унталла туртаççĕ... Пĕлетĕр-и, – хушса хурать вăл, – атьăр çапла килĕшсе татăлар: тинĕс хĕрринче апла-капла пуласран пĕр-пĕрне сыхлар! Канас-тăк канас – нимĕнле бильярд та, домино та, танцă-манцă та ан пултăр... Килĕшме пулать-и?

Килĕшес! – аллисене çĕклеççĕ туссем. – Канас-тăк канас!..

...Кану çуртĕнче вĕсене тĕрлĕ çĕре вырнаçтараççĕ. Ах, çав сăмаха! Мĕншĕн тилхепе пек çирĕп тытмалла туман-ши?! Петĕр палатăна кĕрсенех юлташĕсемпе килĕшсе татăлнине манса каять. Пÿлĕмре ăна виççĕн кĕтсе илеççĕ.

Тинĕс çыннисене хĕрÿллĕ салам! – шÿтлĕн сывлăх сунать Петĕр çĕнĕ юлташĕсене. – Епле канатпăр-хĕртĕнетпĕр?

Çакă канни пулать-и? – кăмăлсăррăн сăмах хушать тинĕс çыннисенчен пĕри.– Ларатпăр виççĕн тĕмсĕлсе... Виççĕн выляни вăйă та мар. Ху шухăшласа пăхсам: кашни харпăр хăйшĕн тăрăшать! Тăваттăн пулсан хăть... Итле-ха, ырă çыннăм, – йăл çиçет хайхискер, Петĕре куçран пăхса, – тен, эсĕ те доминолла выляма кăмăллатăн? Эх, вара!..

«Çук-çук, вылямастăп», – тесшĕнччĕ çирĕппĕн Петĕр, анчах хăнăхнă йăлапа сăмах хăех вĕçсе тухать: «Хаваспах!..»

Шапăр! туса саланать домино шакмакĕ сĕтел çинче. Хĕрÿ вăйă пуçланать...

Хĕвел анăçа сулăнсан, çуртран инçех те мар, йывăçсем хушшинче, оркестр кĕвви илтĕнсе каять, темĕнле юрăçă ĕнтĕ: «Эх, э-ей хали-гали...» – тесе шăрантарать.

«Ха, мур илесшĕ, эпĕ кăмăлланă юрра кĕрлеттереççĕ, – куçне йăлт уçать ентĕркеме ĕлкĕрнĕ Нестĕр, вырăнĕ çинче йăшăлтатса. – Кунта та танцă-манцă сĕвеççĕ иккен... Хура тинĕс çыннисем мĕнлерех ташланине кайса пăхмалла пуль...»

«Юлташсем асăрхамасан тем пекехчĕ, – пĕвĕпе хуçкаланса илет вăл, ташă площадки патне çывхарнă май ун-кун пăхкаласа. – Пĕр-пĕрне сыхлама килĕшсе татăлнă вĕт. Курсан аван мар… Ну, малтанлăха юрĕ-ха, эпĕ ташлакансене куç хÿрипе çеç пăхса илетĕп. Юрать, ташламăп, чăтса тăрăп...»

Унччен те пулмасть, Нестĕр ташлакансем патне çитет. Самантрах айккинче йăл кулса çиçсе тăракан сарă çÿçлĕ хĕр умне пырать, алне кăкăрĕ умне тытса, çĕре çити пуç таять. Хĕрĕ çакна тахçанах кĕтнĕ тейĕн, пĕр сăмахсăрах Нестĕрпе ташлама килĕшет. Вăт самана, кунта Нестĕр пурăнакан хулари евĕрлех ташлаççĕ иккен! Анчах пĕр уйрăмлăх çеç: музыка кĕввипе пĕрле аякри тинĕс шавлани илтĕнет. Хура тинĕс хумханать пуль ĕнтĕ.

Ниночка, каласамăрччĕ, – йăвашшăн ыйтать хĕртен Нестĕр иккĕмĕш хутчен ташланă хыççăн, – аякран килнĕ çын ăçтарах каçхи апата лекме пултарать-ши? Ресторана тетĕр-и? Ай, мĕн тери аван! Тен, эсĕ те манпа пыратăн?.. Килĕшмелле? Вăт паха! Тусем хушшинче шашлык пĕçереççĕ тетĕн-и? Ай, аван! Унта ыран çитĕпĕр. Халлĕхе – ресторана!..

...Оркестр кĕрлеме тытăннă самантра Хĕветĕр те çывăрма выртнăччĕ. Ирхи кайăк тулă пĕрчи тупнă тенине асра тытса, вырăн çинчен тăрсанах Хура тинĕс хĕррине кайса сиплĕ шывпа чÿхенесшĕнччĕ вăл, озона кăкăр тулли сывласа пухасшăнччĕ. Тепĕр тесен, Хĕветĕр, пĕрле килнĕ юлташĕсем пекех, Хура тинĕсе хăй куçĕпе курман-ха. Анчах ыйха путас тесе куçа хĕссе хупсан та, ыйхă килмерĕ кĕçĕр. Пине çити те шутласа пăхрĕ вăл, оркестр кĕввинчен хăтăлас шутпа хăлхине минтерпе хупларĕ – усси пулмарĕ. «Капла май килмест, – пăшăлтатрĕ Хĕветĕр хăй тĕллĕн. – Кайса пăхас, тен, Нестĕр хĕрсех ташша çапать. Урасем хăйсемех унталла туртаççĕ темерĕ-и-ха?.. Эхер те унта асăрхасан, палатине çавăтса кайса яратăп. Канма килнĕ вĕт!..»

Çăвар туллин анасласа, Хĕветĕр васкавлăн тумланать те картишне тухать. Лапсака йывăçсем хушшинче пĕр вĕçĕм музыка кĕвви шăранать, инçе те мар çавнашкалах кăмăллă сасă илтĕнет. Хĕветĕр, тăп чарăнса, хăлхине тăратать. Иккĕленмелли çук: бильярд пÿлĕмĕнчен çеç çапла сасă илтĕнме пултарать! Ташă мĕн вăл, бильярд вăл чăннипех чуна килентерет!

Хĕветĕр васкасах пирус тĕтĕм-сĕрĕме тулнă пÿлĕме кĕрет. Çап-çутă чăмăркка шарсемпе яп-яка туясене курсан, вăл юлташĕсем çинчен самантрах манать. Тинĕс шавĕ те, унăн сиплĕ шывĕ те асран тухса ÿкеççĕ. Тепĕр тесен, отпуска кам мĕнле кăмăллать – çавăн пек ирттерме пултарать! Тинĕс хĕрринче, хĕвел питтинче, йăваланса выртнинчен мĕн усси! Бильярд вара куçа çивĕчлетет, тĕл тивертме хăнăхтарать...

Хайхи, чăн та, кĕске вăхăтрах вăйăçăсем хушшинче куç çивĕчлĕхĕпе палăрать. Туйи вĕçĕпе шара пĕрре тивертет те Хĕветĕр, лешĕ, ыттисене пырса çапăнса, харăсах виççĕшне шăтăка хÿтерсе кĕртет. Мухтаççĕ, хавхалантараççĕ ăстаçа. «Ыран ирех кил-ха пире те выляма вĕрент», – тархаслаççĕ çамрăкраххисем, çине-çинех ыйтусем параççĕ.

Килетĕп. Ирхи апатченех çитетĕп, – сăмах парать Хĕветĕр. – Манăн отпуск тин кăна пуçланнă-ха, пурне те вĕрентĕп. Пĕрре çапсах пилĕк шар кĕртекен пулăр акă...

...Виçĕ тус – Петĕрпе Нестĕр тата Хĕветĕр – отпуск вĕçленес умĕн çеç вагонра тĕл пулаççĕ. Нестĕр, чÿречене пÿрнипе йĕрлесе, тĕмсĕлсе тăрать, перронти сарă çÿçлĕ хĕрĕпе сывпуллашать-ши? Лешĕ каçăхса кайса кулать. Петĕр, пĕччен мар, ăна виççĕн ăсатса яраççĕ. Виççĕшĕ те купене мĕшĕлтетсе кĕреççĕ те домино пирки хĕрсех тавлашу хускатаççĕ. Темшĕн кăшт пăшăрханнă Хĕветĕр сăмах чĕнмест, çÿлти сентре çине улăхса выртать, сисмесĕрех шухăша путать.

Юлашкинчен пуйăс вырăнтан хускалать, вĕсем купере виççĕшĕ çеç тăрса юлаççĕ. Шăплăха Хĕветĕр хускатать.

Аçта-ши эсĕ, тинĕс? Çав тери хумханаттăнччĕ, шавне хам хăлхапа хам илтсеттĕм... Хумĕсене хам куçăмпа курсаттăм...

Вăл мĕнлине шыв шуйттанĕ пĕлет пулсан çеç, – хуравлать Петĕр. – Манăн халĕ те хăлха шавлать, пуç кăшăлланă евĕр хĕссе ыратать. Ах, килте канмах тивет...

Тинĕс хĕрринче ытла та лайăх ташлаççĕ, – хушса хурать Нестĕр, хашш сывласа. – Пирĕн хулари пекех.. Питех те аван çав...

Пуйăс, рельс сыпăкĕсене хăвăрттăн шутласа, виçĕ туса Хура тинĕсрен аякка-аякка илсе каять. Петĕрпе Нестĕр тата Хĕветĕр киле таврăнаççĕ.

 

КАÇАРĂР, ТАРХАСШĂН

Инкек куçа курăнса килмест тенĕ евĕр пулса тухрĕ. Чип-чипер çÿренĕ çĕртех вĕр-çĕнĕ костюм шăлаварне вараларăм: темĕнле машина çăвĕ тиврĕ. Хими порошокĕ те, супăнь та пулăшаймарĕç. Химчисткăна тухса утрăм. Йышăнакан пÿлĕмре çын нумаях марччĕ. Ку аван-ха. Черет часах çитрĕ. Çÿçне кăтралатнă, куç харшисене хими сăрĕпе хуратнă хĕр, хĕп-хĕрлĕ çÿхе тутине мăклаттарса мана ăшшăн пăхрĕ. Чунăм лăшт пулчĕ. Манăн шăлавара йышăнатех ку терĕм.

Хутпа чĕркенĕччĕ те шăлавара, салтма тиврĕ. Хутне кĕсъене хутлатса чикрĕм. Хĕрача йăл кулать. Манăн шăлаварăн кашни тăваткăл миллиметрне тĕрĕслерĕ тейĕн. Енчен енне çавăркаласа пăхать.

Тÿмисене татсамăр, тархасшăн, – сĕнчĕ вăл, хĕвел пек çиçсе.

Манăн çумра çĕçĕ çук-çке? – аллăмпа кĕсъене ухтартăм эпĕ.

Вăт, арçынсем пулаççĕ вĕт. Çĕçĕсĕр çÿреççĕ, – шÿтлет хĕр, унтан кула-кулах мана вăрăм çĕçĕ тыттарать.

Тавтапуç, пикеçĕм, – тетĕп эпĕ, çĕççе илсе. Шăлаварăмпа пукан çине кайса ларатăп. Тÿмесене пĕрин хыççăн теприне тата-тата хуратăп. Çĕççине выльăх пусма тунă-ши, анчах унпа тÿме татма питĕ хĕн пулчĕ. Аврине шута илмесен, – çивĕч çĕçĕ çур метртан кая мар.

Тÿмесене ывăçласа кĕсъене чикрĕм, каллех кăмăллă хĕр патне пытăм, çĕççипе пĕрле шăлавара та унăн сĕтелĕ çине хутăм.

Капла йышăнатпăр, – куçĕпе квитанци хучĕ çине тинкерчĕ вăл.

Каçарăр, тархасшăн, хушаматăра мĕнле çыраççĕ терĕр-ха эсир? – йăвашшăн ыйтать хĕр.

Эпĕ ăна хушаматăма тăваттăмĕш хутчен пĕлтертĕм. Вăл пур çав-çавах тăна илеймерĕ. Хушаматăма çырма йывăрах та мар пек ĕнтĕ. Чĕрре кĕме юрамасть, эпĕ татах калатăп.

Аçта пурăнатăр? – тинех тепĕр йĕркене куçать хĕр. Хăй, çырнă май, чÿречерен пăхать. Эпĕ те чÿрече енне çаврăнатăп. Урампа чипер каччăсем, хĕрсем иртеççĕ. Пĕлетĕп: квитанци çырас шухăш сахал хумхантарать çамрăка, çавăнпа ман сăмаха хăлхана чикмест, çавăнпах пĕр сăмаха темиçе хутчен ыйтать. Кам çамрăк пулман, эпĕ те çамрăк пулнă! Çавна аса илсе-ши, хĕр пекех йăл-йăл çиçме тăрăшатăп.

Сирĕн халĕ те пулмарĕ-и? Васкасчĕ, – терĕ ман хыçра тăракан.

Çырать-ха! Квитанцие илетĕп те каятăп. Халех, – тетĕп, ыйхăран вăраннă евĕр савăнма пăрахса.

Вун-вунпилĕк минутран квитанцие тытса урама тухатăп. Унта çырни тăрăх манăн ку çурта тата вунă кунтан килмелле-мĕн. Вунă кун нимĕнех те мар, иртсе кайрĕ. ĕçрен тухрăм та химчисткăналла уттартăм.

Вашават кĕтсе илчĕ хĕр. Квитанцие кăтартрăм та вăл хыçалти пÿлĕме тухрĕ. Утса çÿретĕп приемнăйра. Темшĕн иккĕмĕш хутчен курсах кăмăла кайрĕ вăл. Куç умĕнчех унăн тăп-тăп кĕлетки, илемлĕ сăн-сăпачĕ. Кулли мĕне тăрать: икĕ пичĕ пăрçа вырнаçмалăх пăнч путать. Эпир авланнă чухне çакнашкал чиперккесем сахал пулнă пуль çав тесе, куматăп приемнăйра.

«Тăхта-ха, эпĕ кунта вокзала савнине кĕтме килмен вĕт-ха?!» – чун тăвăлма пуçлать вăхăт иртнĕçем. Мĕнле-ха капла: химчисткăна ура ярса пуснăранпа çур сехете яхăн, хĕр çав-çавах тухмасть. Тÿсеймесĕр сĕтел умне утса пыратăп, шалалла тинкеретĕп. Манăн чиперкке шалти пÿлĕмре тахăшĕнпе пăшăл пăтти пĕçерет, кас-кас шăнкăрав сассиллĕн кулса ярать.

Чипер тăнă çĕртех çамка çине вĕтĕ-вĕтĕ тар тапса тухать, кăмăлăм хуçăлать. Хама лăплантарма тăрăшатăп. Пĕр врач каланине аса илетĕп. Вăл çапла сĕннĕччĕ: «Сăлтавсăр кăмăла ан хуç. Нерв çипписем хавшаççĕ. Нерв клетки пĕтсен, урăх ун вырăнне çĕнни пулмасть».

Вăл калашле ĕненмелле пек, анчах лăпланас тенĕ çĕртех чунăм тарăхупа капланать. Юрать-ха, алăк уçăлать те, хĕр тухать. Аллинче манăн квитанци.

Каçарăр, тархасшăн. Квитанцие илсемĕр. Шăлавара тасатман-ха. Ыран килĕр,— тута хĕррине хускатать вăл. Пичĕ пăнч путать.

Çак илемлĕх лăплантарчĕ-ши мана е хĕр каçару ыйтни, – пĕлместĕп, химчисткăран ним пулман пекех тухса кайрăм.

Уçă сывлăшпа киленсе пыратăп. «Аçта васкас, мĕн-шĕн кăмăла хуçас, тăхăнма тумтир пур вĕт-ха», – тетĕп те киле кĕретĕп.

Тепĕр кунне каллех химчисткăна вĕçтеретĕп. Çынсем йышлăччĕ. Тасатма-пĕветме паракансем те, хатĕр тум-тир илекенсем те. Тăратăп черетре. Вăхăта усăсăр сая ярас мар тесе, алла хаçат тытрăм. Вулатăп. Чипер хĕр мана çийĕнчех асăрхарĕ.

Гражданин юлташ, каçарăр, тархасшăн, сирĕн шăлавар хатĕр мар. Тин çеç пăхрăм, – тет хĕр.

Эпĕ, йăл хам хыçра тăракансенчен пĕрне капла калать пуль тесе, каялла çаврăнса пăхрăм.

Каçарăр, тархасшăн. Эсир каялла ан пăхсамăр. Сире калатăп, – ман енне çаврăнмасăр, кăчăк туртнă евĕр пÿрнине хуçлатса мана аллипе тĕллет хĕр.

Эпĕ-и? – сылтăм аллăма кăкăр çумпе тытса кăтартатăп, хăшпĕр халăх йăлипе чи хисеплĕ çынна чыс тунă евĕр хăтланса.

Сире, сире. Каçарăр, тархасшăн. Ыран килсемĕр.

Черетри çынсем урлă ятарласа калаçнă май, çепĕç сăмах илтнĕ хыççăн ăçтан кÿренĕп-ха çав чиперккене. Тухса утрăм. Килте арăм кăмăлсăр кĕтсе илчĕ. Апла та капла та тăн парать. «Çапкаланса çÿретĕн химчистка тавра. Шăлавар çинчи пĕр пĕчĕк пăнча та тасаттараймастăн. Арçын пулатăн-и эсĕ?!» – тесе ятлать.

Чĕнместĕп. Çăвăнса апат çиетĕп, çĕнĕ хаçат-журнал вулатăп та кĕрсе выртса çывăратăп. Ыйха путас умĕн хашш! сывлатăп хам.

Эсĕ мĕн, юратса пăрахмарăн пулĕ? – куçран чăрр пăхать арăм.

Ват çыннăн мĕн юратăвĕ? Шăлавар... – тетĕп те, вăшт çеç ун енне çурăмпа çаврăнса выртатăп.

Эсĕ паян химчисткăра нумай ан çухалса çÿре. Кинона кайма билет илетĕп – тесе ĕçе ăсатрĕ ирхине арăм.

Юрать, – килĕшрĕм эпĕ. ĕçе çитсен, таçтан пуçа килчĕ-çке, пуçларăм химчистка мыскари пирки калама. Юнашар юлташăм ахăлтатса кулать. «Çÿçÿ кăвакариччен уттарать-ха вăл хĕр», – тăрăхлать хăй.

Шăп пултăм. Еç пĕтиччен те чĕнмерĕм. Çапла ĕмĕрте пĕрре юнашар юлташăма килĕштерми пултăм. Киноран юлас мар тесе, аслисенчен ыйтса ĕçрен çур сехет маларах химчисткăна тухса утрăм.

Мана асăрхасан, хĕр каллех каçару ыйтрĕ.

Каçарăр, тархасшăн. Кунта сирĕн квитанцисенчен пĕрне çухатнă. Парăр-ха, номерне çырса илем, – чĕкеç пек чĕвĕлтетет хĕр. – Тăхтăр-ха, тăхтăр: сирĕнпе маçтăр калаçасшăнччĕ.

Унччен те пулмарĕ, хĕр ыйтнипе, шалти пÿлĕмрен сарлака хулçурăмлă, вăрăм çÿçне карттуспа хупланă каччă тухса тăчĕ.

Сирĕн шăлавар мĕн тĕслĕччĕ?

Хурарах хăмăр,—персе ятăм эпĕ.

Тĕрĕсрех!

Тĕрĕсрех мĕнле каламалла...

Мĕнле этем эсир: хăвăр шăлавар тĕсне те пĕлместĕр! – хар кăшкăрчĕ маçтăр.

Квитанцире кăтартнă вĕт...

Сирĕнпе калаçнинчен усси çук! Алăри квитанцие хăварăр та киле кайăр. Ыран каçхине ултă сехетре хваттере пырса паратпăр!

Шалт! хупăнчĕ алăк. Маçтăр куçран çухалчĕ.

Каçарăр, тархасшăн, – хуçăлнă кăмăлăма лăплантарма хăтланчĕ хĕр. – Хăварăр, хăварăр квитанцине. Унта адрес пур вĕт.

Ыран эпир театра каясшăн, – хушса хутăм нимĕн тăваймасăр.

Ěлкĕретĕр. Пырса паратпăр, – икĕ пÿрнипе тути тĕлне тытрĕ хĕр.

Çаврăнса пăхмарăм. Такам чёрене касса кĕмелле ятланă пек хурланса таврăнтăм. Пуç çаврăнса, кăмăл пăтранса килчĕ.

Ěçре ырă мар пулчĕ-и-мĕн? – лăплантарасшăн кинона кайма хатĕрленнĕ арăм.

Çу-у-ук, – тетĕп. – Химчистка...

Ну, юрĕ. Пĕр шăлавар вĕçне юлман вĕт, – тинех урăх май çаптарать арăм. – Киноран юлас мар. Пĕлетĕн-и, ыран театра кайма билет туянтăм тата?

Театр?! – телĕнтĕм эпĕ, химчисткăра сарăмсăр персе янă сăмаха аса илсе.

Театра çав. «Хура çăкăр» валли.

Капла пуласса кĕтменччĕ. Утнă май йăл кулма хăтлантăм, кулăш пулаймарĕ. Кинокартина килĕшрĕ. Арăмпа иксĕмĕре те. Арăм çул тăршшĕпех ыран театра епле тумланса каясси пирки калаçса пычĕ.

«Шăлавара киле пырсах парсан, эпĕ те химчисткăри шăлавара тăхăнăттăм»,– шухăшласа пытăм, арăмпа юнашар утнă май.

Тепĕр кунне химчисткăна кĕмерĕм. Тÿрех хваттере. Алăка яри уçса ятăм та:

Килсе памарĕç-и? – ыйтрăм.

Мĕн? – пĕлесшĕн арăм.

Ултă сехетре шăлавар килсе паратпăр тесеччĕ.

А-ă-ă, – пуçне сĕлтрĕ арăм. – Халĕ улттă та вунă минут. Театрта спектакль çиччĕре пуçланать. Кĕтер-ха.

Пÿлĕмре шăп. Мăшăрăм туй арăмĕ пек тумланса ларнă. Эпĕ те вĕр-çĕнĕ пиншак тăхăннă. Шăлавара улăштарас тесе, пушмаксене хам ума лартнă.

Çын утса килнĕ сасса илтес тесе, радиона чартăмăр. Шăп ларатпăр. Стена çумĕнчи сехет шаккани çеç илтĕнет. Минут хыççăн минут. Театрта спектакль пуçланасси çирĕм минут, вунпиллĕк юлчĕ. Тÿсеймерĕмĕр, тухса чупрăмăр. Кая юлса çитрĕмĕр.

Виççĕмĕш шăнкăрав хыççăн курмалли зала кĕртмеççĕ! – пат татса каларĕç пире театрта. – Антракт пуласса кĕтме тивет.

Кĕтме килĕшмерĕ арăм, мана темĕн те пĕр каласа ятлама пуçларĕ. Çынсем ан пуçтарăнччăр тесе, ăна аран-аран урама çавăтса тухрăм. Киле таврăнтăмăр. Ирччен пĕр-пĕринпе сăмах чĕнмерĕмĕр. Химчисткăрисем улталанă иккен: вĕсене çĕр каçиччен те кĕтсе илеймерĕмĕр. Вăт чун тарăхтармăшсем пулаççĕ.

Кун хыççăн кун иртрĕ. Хамăн шăлавара хам курайми тарăхса çитрĕм. Çапах, чуна пусарса, химчисткăри чунсăр этемсем пирки жалоба çырас тесе, çав çурт енне утрăм.

Хĕр хăй вырăнĕнчех. Хĕвел пек çиçет, ума куçкĕски тытнă та тути хĕррине çĕнĕ сăрăпа сăрлать. Мана асăрхасан, ура çине сиксе тăчĕ, шалти пÿлĕме чупса кĕчĕ. Унтан шăлавар йăтса тухрĕ.

Каçарăр, тархасшăн. Ěнер пирĕннисем сирĕн пата шăлавар леçмешкĕн пыма тухнă, анчах çул çинче адрес çырнă квитанцие çухатнă. Шыраса тупайман сире,–чĕвĕлтетет хĕр. – Каçарăр, тархасшăн, ĕçĕ кунта акă мĕнле пулса тухнă. Сирĕн шăлавара темĕнле эпир пĕлмен пусмаран çĕленĕ. Ана пирĕн химчисткăра тасатма май килмест иккен...

Эпĕ, шăлавара хул хушшине хĕстерсе, тахăшĕ хыçран хăваланă евĕр, пĕр чарăнса тăмасăр урама чупса тухрăм.

Хаклă вулаканăмсем! Каçарăр, тархасшăн. Ку мыскара пирки сире каласа култарасшăн марччĕ. Чунăм чăтаймарĕ. Сирĕн пурнăçра унашкал ан пултăрччĕ. Асра тытăр, тархасшăн.