КАРАМЕЛЬ-ТАРАМЕЛЬ
Содержание
Карамель-тарамель
Kариван, ан йĕр
Вăтанчăк автан
Кураксемпе хурăнсем
Çĕлĕк йăва
Куршанаклă кушак
Хула ачи
Ылтăн алăллă ăстасем
Туслăх
Пулăра
Ир кÿлĕм
Утмăл турат
Ĕмĕт
Чуччу
Пылак ача
Хĕрхенекен хур аçи
Теттесем
Кăмпара
Упа çури
Шуй
Футбол
Пулас чемпионсем
Сăмах вăййи
Патша
Шыв хĕрринче
Ăмсанса пăхать кампур
Чăх чĕппи
Хама çеç, тен, хăналас?..
Сăвăç
Пылак пан улмисем
Сысна çури юрри
Ашакпа аркаш
Кушакпа шăши
Така генерал
Ытарми хĕл
Тăвайкки
Çĕнĕ çул
Карамель-тарамель
Пĕчĕк йăмăкăмçăм Катя,
Ма çапла вăл хăтланать-ха:
К вырăнне Т теет,
Пиччĕшне тĕлĕнтерет.
Эп ăна чĕнетĕп: «Катя!»
Хуравлать вылявлăн: «Татя!»
«Кулă» тетĕп — «тулă» тет,
Коля тетĕп — Толя тет.
Катя, Катя, ан васка,
Васкакан сикет вакка.
Уçăмлăн, хулен К те.
Тăнласам, тете, Т теп.
Юрĕ, тек ан тарăхтар,
Халĕ сăмахсем калар:
— Кăнтăр!
— Тăнтăр!
— Мăкăль!
— Мăтăль!
— Мăкăнь!
— Мăтăнь!
— Карамель!
— Тарамель!
— Карусель!
—Тарусель!
— Ах, каплах ан мăшкăлла-ха,
Эп каланине тăнла-ха:
Куккуруккук!
— Туттуруттут!
— Чиперук!
— Чипер ут!
— Кукамай!
— Тута май!
— Перископ!
—Перистоп!..
—Татя, Татьăçăм, тала:
Мĕн тăвас ман санпала?
Кураксемпе хурăнсем
Хуралса тавралăх килчĕ,
Хупласа тăван ене, —
Хурахсем пек сырса илчĕç
Кураксем хурăнсене.
Хурлăхлăн пăхса тăратăп
Шеллесе йывăçсене.
Пурпĕрех хама кура эп
Хур тутармăп вĕсене.
Аттене эп евитлерĕм:
—Кураксем иленнĕ, —
терĕм, —
Ытарми хурăнсене, —
Хăвала-ха вĕсене.
Кăмăллăн атте пуплерĕ:
— Хыпăнса ан ÿк-ха, —
терĕ, —
Хур тăвасшăн мар иленнĕ
Кураксем хурăнсене,
Кур-ха, мĕн тери телейлĕн
Çавăраççĕ кил-çуртне.
Шуралса тавралăх килчĕ
Çутатса чун-чĕрене,
Хÿтлĕхе, куратăп, илчĕç
Хурăнсем йăвасене.
Çĕлĕк йăва
Аслă çулăн хĕрринчи
Шурă хурăн тăрринче
Пĕчĕк çĕлĕк курăнать,
Кăчăк туртнăн туйăнать.
Эс маттур хăвна кура, —
Терĕм эпĕ Якура. —
Ÿкесрен хăрамасан
Çĕлĕке илсе ансам.
Эп хăратăп-и? — тесе,
Куçне вутлăн çиçтерсе
Вулă тăрăх пакша пек
Ыткăнчĕ хайхи тÿрех.
Пĕр-ик минутран, ав кур,
Кăшкăрчĕ çÿлтен Якур:
— Ма суятăн эс, Лява,
Çĕлĕк мар-çке ку — йăва.
Вăл пит кирлĕ тĕк сана
Улăх, ил хăвах ăна!