Кĕсле янăрать
Содержание:
КĔСЛЕ ЯНĂРАТЬ
ТУСЛĂХ
ÇĔНĔ ÇУРТ
УНĂН СУКМАКĔ
ЮРАТЬ-ХА ТĔЛ ПУЛНĂ
ÇĔНĔ ХĔРАЧА
ÇĔНĔ ХĔРАЧА
Çуллахи пĕр ăшă кун пирĕн пысăк çуртăн картишне эпир нихăшĕ те палламан хĕрача тухрĕ. Хăй çав тери илемлĕскер. Сап-сарă çӳç тунисем пурçăн пек йăлтăртатаççĕ, куçĕсене вара ятарласа сенкер тĕслĕ кăранташпа ӳкернĕ тейĕн. Пирĕн çине вăл хăюсăр, именнĕ пекрех пăхать...
Эпир ăна хамăрпа пĕрле выляма чĕнтĕмĕр. Малтанах ун умĕнче ытахальтен кăна калаçкаларăмăр. Надя хăйĕн шăллĕ ашшĕ-амăшне итлеменни, юлашки вăхăтра ытла та харсăрланса кайни çинчен каларĕ. Ĕнер, авă, коридорти чӳречене футбол мечĕкĕпе çĕмĕрнĕ вăл. Таня темле интереслĕ кĕнеке пирки сăмах хускатрĕ. Ыттисем те çавăн майлăрах калаçрĕç. Тавлашса кайни те пулчĕ. Çĕнĕ хĕрача кăна нимĕн шарламасăр эпир калаçнисене итлесе тăчĕ.
Юлашкинчен пурте унпа паллашрăмăр. Вĕсене нумай пулмасть пирĕн çуртра хваттер панă. Хула хĕрринчи урамран куçса килнĕ иккен вĕсем кунта. Хĕрачи хăй Неля ятлă. Унтан эпир ушкăнĕпех лотолла выляма лартăмăр.
Çулла пирĕн картишĕнче питĕ лайăх. Ачасем валли ятарласа хăма сарса тунă площадкă пур. Унтах тăрăхла сĕтел, вăрăм саксем. Площадкă тавра хамăр лартнă çамрăк йывăçсем ешереççĕ. Питĕ кăмăллă! Çавăнпа та эпир çулла пушă вăхăта пĕрмай çакăнта ирттеретпĕр. Вылятпăр, юрăсем юрлатпăр. Халĕ ĕнтĕ пирĕн йыша тата тепĕр хĕрача хутшăнчĕ.
Ик-виçĕ кун пĕрле выляса-хавасланса пурăннă хыççăн Неля пире хăнăхса, пирĕнпе туслашса çитрĕ. Хăй вăл çав тери калаçма юратаканскер иккен. Пĕр-пĕр калаçу пуçланса кайсан, унăн шăнкăрав пекех уçă сасси кăна янраса тăрать, ыттисене пӳле-пӳлех калаçать. Темиçе кун хушшинче вăл пире нумай япаласем çинчен каласа пачĕ. Уçă кăмăллă хĕрачана эпир чунтанах килĕштертĕмĕр, çавăнпа та вăл каланисене хăлхасене тăратсах итлерĕмĕр.
– Ку хулана куçса киличчен эпир питĕ инçетри çĕршывра, тĕлĕнмелле чаплă хулара пурăнтăмăр. Ой, хĕрачасем, пулса курасчĕ сирĕн унта! – тет Неля куçĕсене хупса,икĕ аллине пĕрле тытса лартса. – Ун пек хула урăх ниçта та çук пуль!.. Çав тери илемлĕ, каласа памалла мар! Кăнтăрла ылтăнăн çуталса ларать, каçхине ăна кĕмĕл тĕс кĕрет. Урамсене кавир сарнă пек тĕрлĕ-тĕрлĕ сăрсемпе сăрланă. Скверсенче чечек вăрманĕ... Чечекĕсем йывăçсем çӳллĕш. Çумăр çунă чух пĕр-пĕр чечек айне кĕр те тăр – сан пуç çине пĕр тумлам та лекмест вара.
– Мĕн ятлă хула вăл? – ыйтрĕ Таня.
– Ячĕ-и? Ăна калама юрамасть çав, хушман.
– Мĕншĕн юрамасть?
– Ну, мĕншĕн пултăр-ха? Паллах, «военная тайна».
– Сирĕн аçу çар çынни пулнă-им?
– Çар çынни çав! Вăл çамрăклах вăрçăра пулнă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне те панă, анчах та кун çинчен вăл никама та каламасть.
– «Военная тайна» пирки-и? – куларах ыйтрĕ Надя.
– Уншăн мар. Мухтанма юратмасть вăл. Анне те мухтанма юратмасть пирĕн. Çамрăк чух хăй артисткă пулна, киносенче те вылянă. Анчах кайран, чĕри ыратнипе аптрама пуçласан, ку ĕçе пăрахнă.
– Питĕ пултаруллă çынсем иккен санăн аçу-аннӳ. Эсĕ те вĕсем пекех-и? – терĕм эпĕ.
– Хам пирки нимех те калаймастăп, анчах пирĕн шкулти учительсем мана балета е цирка вĕренме ярасшăнччĕ. Çапах та эпĕ унта каймастăп, аттепе анне те ярасшăн мар.
– Мĕншĕн-ха апла, учительсем ярасшăн, аçупа аннӳ килĕшмеççĕ? – каллех ыйтрăм эпĕ.
Учительсем эпĕ искусствă енĕпе питĕ пултарнăшăн ярасшăн. Аттепе анне ăна шута илмеççĕ, юратмаççĕ вĕсем ун пек-кун пек ĕçе. Вĕсемшĕн завод кăна пултăр...
– Эсĕ вара вăл енпе питĕ пултаратăн-и мĕн?
– Пултаратăп пулмалла çав. Эп вĕреннĕ шкулта мана çитекенни çукчĕ. Тĕрлĕ фигурăсем тăвасси, чĕрне вĕççĕн ташласси, шывра ишесси – маншăн питĕ çăмăл.
– Ишме те пултаратăн-и? – ыйтрĕ Таня.
– Терлĕ меслетпе ишме пĕлетĕп. Хуть хăяккăн выртса, хуть месерле, пур пĕрех Атăл урлă ишсе каçатăп.
– Ан калаç-ха, пулма пултараймасть! – иккĕленсе илчĕç хăш-пĕрисем.
– Ĕненместĕр пулсан, ан ĕненĕр ара, анчах сире улталанинчен мана мĕн усси?
Пĕррехинче эпир ушкăнĕпех площадкăна тĕрĕ тĕрлеме тухса лартăмăр. Пирĕнтен чылайăшĕ – тĕрĕ ăстисем. Надя акă хăйĕн кравачĕ тĕлне çакмалли кавир тĕрлет. Питĕ илемлĕ пулать унăн кавирĕ. Таня сĕтел çине сармалли тĕрлет. Эпĕ пĕчĕк минтер пичĕ майлаштаратăп.
Неля пирĕн ĕçсене курчĕ те нимĕн чухлĕ те тĕлĕнмерĕ.
– Хĕрачасем, эп сире хам тĕрленĕ япаласене илсе килсе кăтартам-и? – терĕ çеç вăл.
– Кăтарт, Неля, тархасшăн илсе кил, – терĕмĕр эпир пурте.
Вара Неля хаваслансах хăйсен хваттерне чупрĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ – вăл пĕр пĕчĕк чăматан тулли тĕрленĕ япаласем илсе тухрĕ. Эпир вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн тыта-тыта пăхрăмăр та вăл мĕн тери ăста тĕрлеме пултарнинчен питĕ тĕлĕнтĕмĕр.
– Пирĕнтен нихăшĕ те ун пек тĕрлеме пултараймасть-ха.
Хăçан ĕлкĕртĕн кун чухлĕ тĕрлеме? – ыйтрĕ Таня.
– Ой, хĕрачасем, леш хулара пурăннă чух эпĕ çĕрĕн-кунĕн тĕрлесе лараттăм. Çав тери йăлăхтарчĕ мана ку ĕç, çавăнпа та халь тĕрĕ çине пăхма пултараймастăп, – ним тытăнса тăмасăр хуравларĕ вăл.
– Ара, кун чухлĕ тĕрлесен кама йăлăхтармĕ! – терĕм эпĕ. Хам ăшăмра эпĕ Нельăна ăмсантăм: мĕн тери пултаруллă хĕрача иккен вăл, темĕн тума та пелет!..
– Тĕррӳ-качку, атьăр ыран Атăл леш енне хĕртĕнме каятпăр, – терĕ вăрахчен нимĕн шарламасăр ларнă Света.
– Атьăр, атьăр! – килĕшрĕç чылайăшĕ.
Çанталăк паянхи пекех лайăх пулсан – каятпăр! Кам пырас тет, ал йăтăр! – шӳтлесе каларăм эпĕ.
Алă çĕклеменни пĕрре те пулмарĕ.
Анчах тепĕр кунне эпир кĕтнĕ пек çанталăк пулмарĕ, çумăр çăва пуçларĕ. Тăваттăмĕш кунне тин чарăнчĕ вăл. Çанталăк уяртрĕ, хĕвел хĕртме тытăнчĕ. Эпир вара кăнтăрлахи апат хыççăн тин Атăл леш енне кайма пуçтарăнтăмăр. Неля та пирĕнпе пыма тухрĕ.
Вăл картишне тухсан, амăшĕ ăна чӳречерен кăшкăрчĕ:
– Ас ту, Неля, асăрхануллăрах пул, тарăн çĕре кĕрсе ан кай, путатăн!
– Юрĕ, юрĕ! – терĕ ăна хирĕç çĕнĕ хĕрача, темшĕн тăруках хĕрелсе кайса.
Паром çине вырнаçса ларсанах эпир юрă янратса ятăмăр:
Тӳпе сенкер, таса,
Умра – уй-хир, вăрман...
Тăван çĕршыв, санпа
Эпир пĕрле ялан!
Светăпа иксĕмĕр паром пуçĕнче тăратпăр.
– Галя, эс пĕлетĕн-и, Неля пире пĕтĕмпех суеçтерет, – терĕ Света.
– Неля-и? – тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ.
– Неля çав. Суеç вăл.
– Ăçтан пĕлетĕн?
– Ара, виçĕм кун эпĕ ăна: мана та хăвăн пек тĕрĕ тĕрлеме вĕрент-ха, тесе ыйтрăм. Йĕппе çиппине те, пирне те патăм. Анчах мана вăл нимĕн те кăтартмарĕ. «Тепĕр чух вĕрентĕп», – терĕ.
– Вăл вăхăтра, тен, унăн кăмăлĕ пулман. Чăн та тепĕр чух кăтартать пуль.
– Ку çеç мар-ха.. .– терĕ Света, кăмăлсăр пулса. Ытти те тĕрĕс мар унăн. Сăмахран, Неля амăшĕ нимĕнле артисткă та пулман...
– Куна ăçтан пĕлетĕн тата?
Вĕсем халь пирĕн кӳршĕсем вĕт-ха, вĕсен хваттерĕ пирĕнпе юнашарах. Пĕррехинче Неля амăшĕ пирĕн пата кĕчĕ. Эпĕ вăл вăхăтра хам пухнă кино артисчĕсен сăнӳкерчĕкĕсене альбома вырнаçтарса лараттăм. Вăл манран: «Юрать-и?» – тесе ыйтрĕ те манпа пĕрле пăхма тытăнчĕ. Çавăн чухне вара эпĕ чăтаймарăм, ыйтрăм: «Марина инке, эсир мĕнле фильмсенче вылянă?» – терĕм.
– Мĕн-мĕн? – терĕ вăл, çав тери тĕлĕнсе.
Вара эпĕ вăл артисткă пулни çинчен Неля каласа панине пĕлтертĕм.
– Çук, эпĕ нихçан та артисткă пулман, Неля сире юптарса каланă. Эккей, çав Неля, суяс йăлана ниепле те пăрахса çитереймест! Суйма юратакан няньă пулсаччĕ те пирĕн, çав вĕрентсе хăварчĕ ăна, мур пуçĕ! – терĕ Неля амăшĕ.
– Çук пуль...— терĕм эпĕ Гальăна.
– Сана, çамрăк хĕрачана, хăй кам пулни çинчен юри каласа паман пуль? Тен, вăл ăна аса та илесшĕн мар, çавăнпа та ун çинчен никама та каламасть. «Çынсене ĕненес пулать»,— тет пирĕн атте. Эпĕ хам нихçан пĕр сăмах та суяс çук, çавăнпа та çынсене те ĕненетĕп. Неля та улталас çук, мĕн парать-ха ăна пире суйни? Кун çинчен эсĕ халлĕхе ытти хĕрачасене нимĕн те ан кала. Пурăнсан курăпăр-ха, малашне мĕн пулĕ...
Унтан эпĕ ашшĕ пирки те ыйтрăм çке-ха, – терĕ Галя. – Вăл чăнах та Совет Союзĕн Геройĕ-и? – терĕм. Çук, вăрçăра мар, çарта та пулман, уксах вăл, пĕчĕк чухнех ӳксе аманнă. Ĕмĕр тăршшĕпех бухгалтер пулса ĕçлет, терĕ мана Неля амăшĕ.
Галя каланине манăн ĕненмеллех пулчĕ. Питĕ кăмăлсăрлантăм эпĕ Неля пирки. Чăнах та, ма çав териех суйнă-ха вăл пире?..
Хамăр çуртри хĕрачасем хушшинче эпĕ пуринчен те аслăраххи, улттăмĕш класа куçрăм ĕнтĕ. Вĕренессе те – мухтанмасăрах калатăп – лайăх вĕренетĕп. Тен, çавăнпах та-и, ытти хĕрачасем эпĕ каланине яланах итлеççĕ. Халĕ акă Света та манпа килĕшрĕ, Неля пире улталани çинчен ытла тӳрех никама та пĕлтерместĕп, терĕ.
Калаçса пынипе, эпир паром пристань çумне пырса тăнине те сисмен. Ытти хĕрачасем халăхпа хутшăнса кайнă та тухнă чухпĕри те курăнмарĕç. Вара çырана тухсан тин пĕр çĕре пухăнтăмăр. Ăшăхрах вырăн шыраса, чылай анаталла антăмăр. Пирĕн пурин те кăмăлсем савăк: пĕрисем юрлаççĕ, теприсем шӳтлесе кулаççĕ, хăйăр çинче сиккелесе илеççĕ, пĕр-пĕрине хуса çитмелле чупаççĕ.
Часах эпир çав тери илемлĕ вырăна çитрĕмĕр. Лутра ешĕл тĕмĕсем çине кĕпесене хывса çакрăмăр та, вĕри хăйăр çине тăсăлса выртрăмăр. Хăшĕсем тӳрех шыва кĕресшенччĕ, анчах эпĕ вĕсене чартăм, тарласа килнĕ хыççăн ытла тӳрех шыва кĕме юрамасть, терĕм.
Чăнах та ĕнтĕ Атăлĕ хăйĕн илемĕпе чуна илĕртет. Хĕвел тӳрĕ пăхнăран Атăл çийĕ вĕçĕ-хĕррисĕр чупакан вĕтĕ хумсемпе ялкăшса вылянать.
Эпир нумаях тăхтаса тăраймарăмăр, шавласа, шыва чăмпăлтаттарса кĕрсе кайрăмăр та вăрахчен тухмарăмăр. Ишме пĕлекенсем шаларах та кĕрсе кайрĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртса ишетпĕр, чăматпăр, вылямалла шывпа сирпĕтетпĕр. Неля çеç «ы-ы-ых, си-вĕ!» тесе пĕр вырăнтах тăрать. Надьăпа Таня ăна та хăйсем пекех выляттарасшăн, ун патне шыв айĕн чăмса пычĕç те ăна малалла тĕртсе ячĕç. Вăл вырăнта шăпах чылай тарăн лакăм пулнă иккен. Неля «а-а! а-а-й!» теме çеç ĕлкĕрчĕ, унтан çавăнтах шыв тĕпнелле путрĕ. Унăн аллисем кăна, темрен ярса тытас пек, вĕлт-вĕлт туса çиелте вылянса юлчĕç.
Çакна курсан, эпĕ нимĕн шухăшласа тăмасăр, тӳрех ун патнелле ишрĕм. Юрать-ха, Неля ытлашши катара пулмарĕ, манран виç-тăват метрта çеçчĕ вăл. Эп Неля путнă тĕле çитсен, унăн пуçĕ ман умрах тепĕр хут курăнса кайрĕ. Вара çавăнтах эпĕ ăна çӳçĕнчен ярса илтĕм те ăшăх çĕрелле туртса тухрăм.
Хĕрачасем пурте хăраса кайса шывран тухса тăчĕç. Неля çăвара кĕрсе тулнă шывне хăсса, сурса кăларать, сăмсине шăнкартать. Эпир ăна ал шăллипе шăлса типĕтетпĕр. Хăлхисене кĕнĕ шыва кăларма пуçне тайăлтарса хăрах ура çинче сикме хушатпăр.
Неля йĕркене кĕрсе çитсен тин лăплантăмăр. Нельăна тĕртсе янăшăн хĕрачасем Надьăпа Таньăна ятлаçма тытăнчĕç.
Тепрехинче илсе килместпĕр сире, хулигансем эсир! тесе кăшкăраççĕ.
– Ара, эпир кун пек пуласса шухăш ламан-çке... – тӳрре тухма тăрăшрĕç лешсем. –Вылямалла çеç тĕртрĕмĕр эпир... Неля ишме пĕлет-ха, тесе шутларăмăр. Вăл пĕр кун Атăл урлă та ним мар ишсе каçатăп, терĕ те... Çапла каларăн вĕт, Неля, ас тăватăн-и? Эпир ĕнентĕмĕр сана...
– Каларăм çав, – терĕ те Неля, хăй çавăнтах лĕр-р... макăрса ячĕ.
– Мĕн пулчĕ сана, Неля? Ма макăратăн? – ыйтрăм эпĕ.
– Мана... мана нимĕн те пулман. Эпĕ ишме пĕлетĕп тесе улталарăм сире. Тĕрĕ тĕрлеме пĕлетĕп тесе те суйрăм. Пирĕн атте те Совет Союзĕн Геройĕ мар, анне те артисткă пулман... Пĕтĕмпех, пĕтĕмпех суятăп эпĕ, анчах темшĕн суятăп, хам та пĕлместĕп... – вăл тата хытăрах макăрса ячĕ.
Хĕрачасем, тĕлĕнсе кайса, ним чĕнмесĕр, пĕр-пĕрин çине пăхкаласа тăчĕç.
– Анчах малашне эпĕ ĕмĕрне те пĕр сăмах та... тĕрĕс маррине каламастăп... – нăшăкларĕ Неля. Суймастăп! Пионерла тупа туса калатăп...
Ĕненетпĕр сана, Неля, – терĕм эпĕ, ăна хĕрхенсе. – Ĕнтĕ санăн чуну тинех тасалчĕ. Эсĕ малашне чăн-чăн пионер пуласса шанатпăр...