Кĕслеçĕпе упа

Ухсай Яков Гаврилович

    

Ним илме те чухлаймарĕ

Пасарта Микуç пичче,

Кунĕпех ун-кун танккарĕ

Ват шăмшакĕ ыриччен.

 

Çутрĕ вăл пĕр тĕркĕм пушăт,

Пилĕк мăшăр çăпата,

Хыпалать те—енчĕк пушă,

Кĕмĕлсем сахал унта.

 

Çук таварĕ-кучченеçĕ.

Пуш-пушах киле килме

Намăс мар-и, мăшкăл мар-и

Тăнлă пуçлă этеме?

 

Пултăр чун канма хаваслăх!

Мĕн пулин те илмелле!

Илчĕ йăнтăр-йăнтăр саслă

Хĕрĕх хĕлĕхлĕ кĕсле.

 

Вăл ăна çакать тирпейлĕн

Халĕ çурăмĕ хыçне,

Çамрăк çын пекех телейлĕн

Уттарать тăван ялне.

 

Хĕлĕхне шăна лексен те,

Лăпкă çил те хирĕçле

Сĕртĕнсен кăшт, халĕ ĕнтĕ

Янраса илет кĕсле.

 

Çул хитре, утма хаваслă,

Ик енче вăрман çăра.

Сулланать хăй тĕллĕн алă,

Ывăнма пĕлмест ура.

 

Кайăксен пуçланнă ĕнтĕ

Кĕввисем унта-кунта.

Юрлама пĕлмест пулин те—

Кăвăвик!—тет уйăп та.

 

Янăрать çÿлте шаланкă.

Ун мĕлки ÿкет ума.

Ешĕл курăклă уçланкă

Иыхăрать ларса канма.

 

Сывлăш сулхăн, витĕр уçă.

Çăкасен шăрши пылак.

Киленсе пĕрре Микуçăн

Ларасси килет пăртак.

 

Вăл екки ярса канмалăх

Уçланка кĕрсе каять,

Хăнари пукан пек лайăх

Тунката çине ларать.

 

Чĕркуçси çине хурать вăл

Иăнтăр-йăнтăр кĕслине,

Пăрчăкан чуппи пек çăмăл

Çÿретет пÿрнисене.

 

Хăй чунне парса кĕслеçĕ

Киленсе вылянипе

Кĕввисем тухса вĕçеççĕ

Курăнман çунаттипе.

 

Çил вĕрмест, уяр çанталăк

Кайнă тутлă ыйăха

Шăтăрт-шăтăрт сас сасартăк

Вăратать-тавралăха.

 

Пуçтармасăр пĕлтĕр юлнă ,

Хăрăк-харăк вут-çаппа

Çĕмĕрсе тухать хăюллăн

Ик уран тăрса упа.

 

Ваттине хăй ĕнтĕ ватă,

Ашкăнмалăх вăйĕ пур,

Мĕкĕрсе те, çухăрса та

Ташласа килет маттур.

 

Сĕм вăрманăн утаманĕ

Урипе çупа-çупа

Сикнине эсир курман-и?

Пултарать иккен упа.

 

Чунилли, вăрман тискерĕ,

Кун пекех ташлать тесен,

Микуçран кулса пĕтерĕ

Пĕтĕм ялĕ витлесе.

 

Икĕ урипе хавассăн

Пилĕкне тытма пĕлет,

Шăппăн-шăппăн, шавсăр-сассăр

Тунката тавра иртет.

 

Акăш-макăш утаманăн

Мĕншĕн шăп ташши вара?

Ма тесен, пĕлетĕр, унăн

Çăмламас çемçе ура.

 

Ак вăл тÿрĕ, ак вăл хуçăк

Авкалать пÿне, сикет.

Хăраса кайса Микуçăн

Ал-ури тăр-тăр чĕтрет.

Тарăхса Микуç мăнтарăн

Ашĕнче вăрçать хăйне:

Эп ăçта тарма пултарăп?

Лекрĕм мăшкăл капкăнне.

 

Ватăлсан та, ăсăм катăк,

Вилмĕп кил сакки çинче,

Пĕтмеллех пулать сасартăк

Çак упа çăварĕнче.

 

Ывăнманччĕ, мĕншĕн лартăм

Эп уçланкă варрине?

Мĕншĕн хытă янраттартăм

Йăнтăр-йăнтăр кĕслене?

 

Хăм ума упа камичĕ

Сирпĕнсе килес чухне

Маларах çăпан тухинччĕ

Шĕвĕркке пÿрне вĕçне!

 

Пĕт эппин эс, хывăх пуçăм,

Килентер упа, шăлне!

Çÿçĕнчен туртса Микуçăн

Вăрçасси килет хăйне.

 

Вăрмантан çак чунилесшĕ

Тухасса пĕлес  пулсан,

Вăл кунта кĕрсе çÿресшĕн

Чарăнмастчĕ ăнсăртран.

 

Кăштăр-кăштăр вăл утатчĕ

Ерипен кăна ялне,

Пуртăпа ватса туратчĕ

Çĕр çăтманĕ кĕслине.

 

...Ывăнмасăр, чарăнмасăр

Урипе çупа-çупа,

Тунката тавра пĕр харсăр

Çаврăнса сикет упа.

 

Вăйĕ-халĕ çук Микуçăн,

Чунĕ хытнă пек  тăрать.

Хăраса анранă куçĕ

Виç упа пек кăтартать.

 

Аллисем кĕсле тытмаççĕ.

Укерсен—çитет инкек.

Куçĕсем упан пăхаççĕ

Вутлă икĕ кăмрăк пек.

 

Шăмарса Михал  Иванчă

Тяппипе тыттарсанах,

Вилнĕ пек Микуç йăванчĕ

Йăкăлттин туса   анчах.

 

Тĕлĕнсе упа йăвашшăн

Пăхкалать этем çине,

Тепĕр хут сиксе ташласшăн

Каркалать урисене.

 

Чеерех пулма Микуçăн

Шухăш пур, упа çине

Пăхкалать пĕр хĕсĕк куçĕ

Леш пăхса тăман чухне.

 

Чунилли, вăрман тискерĕ,

Пыршăма пăтратиччен

Каласа юлам-ха,—терĕ

Ăшĕнче Микуç пичче.

 

Кĕслине хăвăрт майларĕ,

Пĕр пÿрни хĕлĕхсене

Лексенех, упа пуçларĕ

Тăрăс-тăрăс ташшине.

 

Урисем иккен кĕçтеççĕ.

Кăмăлне кÿме пулать,—

Тенĕ чух Микуç кĕслеçĕ

Тунката çине ларать.

 

Хальхинче вăл хăвăрт-хăвăрт

Çÿретет пÿрнисене.

Вăрманта пăртакçă тăвăр

Пулмалла кĕввисене.

 

Çавăнпа вĕçсе каяççĕ

Кăн-кăвак тÿпенелле,

Упана сикме хушаççĕ

Çăмăллăн та çÿлелле.

 

Кукăрне чăнах та  кукăр

Урисем, анчах кунта

Йăкăш-йăкăш, тăпăр-тăпăр

Ташлама упа ăста.

 

Хĕл хута вăрман кахалĕ

Çывăрать те—вăй нумай.

Çинĕ вăл çулла сахал-и

Пыл карасĕ те какай.

 

Утарта вĕлле те ватнă,

Çинĕ пыл вăрман патши,

Çавăнпа иккен хăватлă

Ярăнса пырать ташши.

 

Чылаях ĕне, пăру та

Çухалать çуллен ялта,

Çавăнпа та питĕ тутă

Вăл çÿренĕ вăрманта.

 

Кĕслине татти-сыпписĕр

Каласа ларса пулмасть.

Ерипен çеç сисĕнмесĕр

Тĕттĕм пулĕ, çитĕ каç.

 

Çичĕ-сакăр чалăш юлнă

Хĕвеле акса ларма,

Çавăнпа Микуç хăюллăн

Шухăшлать килне кайма.

 

Тунката çинчен вăл анчĕ,

Кĕслине кала-кала

Ерипен кăна уттарчĕ

Малалла, тăван яла.

 

Лăпланать чĕри Микуçăн,

Кĕслинче нумай хăват

Пуррипе вăл каçăр пуçăн

Паттăр пек хăйне туять.

 

Икĕ аллипе пĕр харăс

Çавăнса çупса, упа

Иăкăш-йăкăш, тăрăс-тăрăс

Ташласа пырать çулпа.

 

Çăрт çинче кĕтÿ çÿретчĕ,

Ĕнесен мĕлкисене

Каç хĕвелĕ ÿкеретчĕ

Çухрăм тăршшĕ инçене.

 

Çывăхра Михал Иванчă,

Йăраланчăк утаман,

Пынине курсан, хăпарчĕ

Çăп-çăра хура тусан.

 

Тапса еикрĕ ушкăн сурăх,

Ĕнесем хÿрисене

Тăратаççĕ, пусă тăрăх

Саланаççĕ пур енне.

 

Упапа Микуç кĕслеçĕ

Малалла та малалла

Утнăçем пырса тухаççĕ

Ĕнтрĕк тĕлĕнче яла.

 

Йыт-качка шăрша чухланă—

Акăш-макăш  упине

Куриччен тарса пытаннă

Çуртхуралтăсем айне.

 

Ку камит чиперрĕн ирттĕр!-

Ун çине шикпе анчах

Вăрттăн çурăк-çарăк витĕр

Пăхкалать ача-пăча.

 

Хăлтăрхалтăр, тăйлăк-тайлăк

Кивĕ лапчăк пÿрт умне,

Кĕввине татса, сасартăк

Чарчĕ вăл хаяр тусне.

 

Пÿрт тăрри çĕрсе йăваннă.

Кив тăпра çинче паян

Ашкăрса ÿссе кашланă

Кантăр пек çăра мăян.

 

Килкарти те çук Микуçăн,

Çук нимле хуралтă та.

Пур енче те хир  пек уçă

Курăнса выртать кунта.

 

Ялĕнче упа хыпарĕ

Саланать иккен, вара

Алăра кÿсек-чукмарĕ

Хатĕр кÿршĕ-аршăра.

 

Ватăлсан та ăс кĕмерĕ

Анкă-минкĕ миммÿне.

Чуиилли, вăрман тискерĕ,

Пăвтăр-и ĕнесене?—

 

Теççĕ те килсе тăраççĕ

Кÿршисем мĕнпур енчен,

Çухасем тума шутлаççĕ

Çăмлă паттăр тирĕнчен.

 

Мĕкĕрсе Михал Иванчă

Вутлă кăмрăк пек куçне

Чарчĕ те сиксе хăпарчĕ

Хăтăр-халтăр пÿрт çине.

 

Кĕтесрен пĕр пысăк татăк

Пĕрене илет упа,

Вăркăтса ярать сасартăк

Вăл ăна пĕтĕм вăйпа.

 

Малалла вăрман тискерĕ

Пĕтĕмпе пĕренене

Кăларса тытса силлерĕ

Çиллине тÿсмен енне.

 

Кулăшла, анчах хаяррăн

Пуçсенчен тыттариччен,

Кÿршĕри çынсем чăл-паррăн

Тарчĕç пÿрт таврашĕнчен.

 

Аякра хăйсем тăраççĕ,

Чăмăрланă алăпа

Юнаса çăвар караççĕ

Типĕ пыр тĕппи саспа:

 

Сывă пултăр ăсăр-пуçăр!

Эй, сыхланăр! Эй те эй!

Çĕр çăтман упи Микуçăн

Валеçет пире телей!

 

Пĕр канаш тăвар-ха, халăх!

Çакă çăмлă инкеке

Хальтерех йĕрке тумалăх

Чĕнтерес уретнике!

 

Микуçне виç хут чĕр хулă

Çурăм тăрăх вашлатса

Иртнĕ чух пит усă пулĕ,

Ас вёрентĕ, иçмасса.

 

Эрленсе Микуç шутларĕ,

Аллине чĕри патне

Тытрĕ те çапла каларĕ

Иăлăнса этемсене:

 

- Ырă халăх, кÿршĕ-аршă,

Ан хускатăр инкеке,,

Ан чĕнсемĕр-ха тархасшăн

Чунилли уретнике!

 

Кÿсекпе чукмар та пуртă

Тытнипе мĕскер усси?

Ман хитре кĕслемçĕм пур та

Савăнтарĕ ун сасси.

 

Ман упам пĕрех тĕпренчĕк

Тивмĕ пурлăх таврашне,

Вăл чипер кăна вĕренчĕ

Хамăр халăх ташшине.

 

- Ташлаттар эппин пăртакçă

Тĕлĕнтер эппин пире!—

Теççĕ те çынсем тăраççĕ

Халь те питĕ инçетре.

 

Пур çынна та курма уçă

Сарлака çерем çинче

Каласа ларма Микуçăн

Пур вăй-халĕ чĕринче.

 

Пăрчăкан пекех чупаççĕ

Пÿрнисем васка-васка,

Кĕввисем сиксе тухаççĕ

Хÿхĕм сасăллă, яка.

 

Иăнтăр-йăнтăр янрасассăн,

Пÿрт çинчен сикет упа,

Ярăнса пырать хавассăн

Урипе çупа-çупа.

 

Çамрăк каччă пек ансатăи

Çирĕп тытрĕ пÿ-сине,

Лапчăнса та, авăнса та

Тĕлĕнтерчĕ çынсене.