ÇĂКĂРТАН АСЛИ ÇУК

Луч Григорий Васильевич

    Хевеланăç енчен хура пĕлĕтсем капланса килчĕç те самантрах хĕрÿ хĕвеле хупласа хучĕç. Çап-çутă класс сасартăках тĕксĕмленсе ларчĕ: каç ĕнтрĕкĕ çитрĕ тейĕн. Унччен те пулмарĕ — асар-писер çил хускалчĕ. Урамри ватă йăмрасем сулланкалама, кашлама тапратрĕç. Çил ачисем туратран турата сиксе ÿкеççĕ. Эх, ашкăнаççĕ. Нимĕн тăвайман енне çулçăсене тата-тата ывăтаççĕ. Акă, тахăшĕ йăмра туратне хуçрĕ, тепри ăна çавăрттара-çавăрттара аяккалла вĕçтерсе кайрĕ. Кĕçех витререн тăкнăн шултăра çумăр лÿшке пуçларĕ. Çил ачисем самантрах таçта çухалчĕç — йĕпенесрен шикленчĕç-ши? Куç хупса иличчен лапамра пĕчĕкçĕ кÿлĕ пулса та тăчĕ. Тулса çитсен, шыв пĕр вырăнта тăма шутламарĕ, шырлан тупса, çырмана çул тытрĕ. Ахăр юханшыв тейĕн çав! Кăпăкланса çеç юхать.
    Çумăр çунă май лапамри кÿлĕре «лаша куçĕсем» сике-сике тухаççĕ. Хăмпи, чăн та, лаша куçĕ пекех курăнать. Сăнамасăр, танлаштармасăр каламан пуль çав ăна ваттисем.
    Авă, Элекçей мучи тепĕр чухне хĕвеле хирĕç пăхать те:
    —Хĕвеланăç карталанчĕ. Мăрьери тĕтĕм те çĕре анать. Куратăр-и: чĕкеçсем çĕр çумĕпе вĕçеççĕ? Çумăр пулатех! — тет.
    Элекçей мучи каланă тăрăх, çумăр çунă чухне «лаша куçĕ» палăрсан та, çанталăк йĕпе-сапана каймалла-мĕн.
    Лариванăн çакна ĕненес килмест. «Ун пек наука вăл Элекçей мучипе Ванюка çеç кирлĕ»,— тесе кăна шÿтлет.
    «Эх, хут карап ярсан еплерех ишнĕ пулĕччĕ-ши?» — пăшăлтатать çак вăхăтра чÿречерен пăхса ларакан Лариван.
    —Мĕ-ĕн?— тантăшĕн шухăшне пĕлесшĕн пулать Петĕр.
    Лариван, самантлăха хăй ăçтине маннăскер, тинех шкулта ларнине аса илет те, тÿрленсе, малалла тинкерет. Учительница, ачасем енне çурăмпа çаврăннăскер, доска çине темĕн çырать.
    «Э-э, вăл асăрхамасть-ха, кăшт сăнам»,— шухăшлать те Лариван, урамалла тирĕнет.
    Лапама çумăр шывĕ тулнăçем тулать. Юрать-ха, шырлан пур. Шăнкăртатса юхать кăпăклă шыв. Авă, шырлан хĕрринчен турпас шуса анать. Кăвакал чĕппи пек йăмпăлт! чăмать вăл шыва. Кĕçех сиксе тухать. Тепĕр вырăнта явăнса-пĕтĕрĕнсе илет те юхăмпа пĕрле çырманалла васкать.
    Лариван хăй сисмесĕрех йăл кулса ярать, чÿрече янахĕ çине таянать. Чĕркуççийĕпе парта ăшĕнчи портфельне перĕнет. Унччен те пулмасть, портфельтен урайне темĕн татăлса анать. Анчах вăл ун еннелле çаврăнса та пăхмасть, ăна халь турпас ытларах илĕртет.
    —Лариван Петров!-илтĕнсе каять сасă. Лариван, пĕвĕпе карт туртăнса, тÿрленсе ларать.
    Учительница ачасем енне çаврăннă - мĕн, кам мĕнле ларнине аван курнă.
    Лариван урипе сасартăк темĕнле япалана перĕнет. Пусса пăхать ун çине — çемçешке. Вăл, пуçне пĕксе, парта айне пăхать. Килтен илсе килнĕ çăкăр сăмси иккен!
    Лариван ăна пĕшкĕнсе илмерĕ. «Вырттăрах»,— терĕ ĕнтĕ вăл. Урапа лапчăтнăскерне пурпĕрех çиес çук.
    —Ил,—пăшăлтатрĕ ăна хыçра ларакан Ванюк, çурăмĕнчен пÿрнипе тăк-тăк тĕртсе.
    Лариван илтмĕше перет. Хăй те сисмест, çăкăр сăмси каллех ура айне лекет. Ача ăна айккинелле тĕртсе хурать.
    —Ил! — тарăхсах хушать Ванюк.
    —Ман мар вăл, Петĕрĕн,—сăмсине нăш туртатьЛариван.
    —Мĕн? — тантăшĕ енне çаврăнать Петĕр.
    —Кирек камăн пултăр та, эсĕ таптарăн. Ил! —хистет Ванюк.
    Пушмакпа юнашар выртакан çăкăр сăмсине асăрхасан, Петĕр тинех сăмах мĕн пирки пьнине ăнланса илет.
    - Ай-яй-яй! —пуçне пăркалать вăл, Лариван çине сиввĕн пăхса.
    - Мĕн айлататăн? Ху пăрахнă та, ман çине ярасшăн тата!— мăкăртатать Лариван.
    - Ан ÿркен, пĕшкĕн!
    Лариван, çăкăр сăмсине илес вырăнне, Ванюка питĕнчен чышать. Учительница çакна çийĕнчех асăрхать.
    —Эсир мĕн, ухмаха ермен пуль те? Тăрăр ура çине!— хăтăрса тăкать вăл ачасене.
    Лариван ирĕксĕрех ура çине тăрать. Сăмсине нăш-нăш туртса, пуçне çĕрелле чикет. Ванюк çеç учительницăна куçран тинкерет.
    - Мĕншĕн йĕркене пăсатăр-ха? — ыйтать учительница ачасенчен.     - Лариван çăкăра урипе таптаса ларать. Ил, терĕм те, вăл, ав, çапăçа пуçларĕ,— васкасах пĕлтерчĕ Ванюк.
    - Аçта-а?!. Ман мар вăл! — сиввĕн тавăрать Лариван.
    - Çăкăртан асли çук, ăна мĕнлерех хисеплемелле теттĕмĕр-ха эпир? — çывăха утса пырать Мария Ивановна.— Капла аван мар. Урайĕнчен ил-ха ăна, Лариван.
    Класри ачасем хăй çине кăмăлсăр пăхса ларнине асăрхасан, Лариван, ÿсĕрсе иленçи пулать те, парта айне пуçне чиксе, çăкăр сăмсине илет.
    — Иртнĕ вăрçă пуçланнă çул эпĕ вуннă кăна тултарсаччĕ...— калаçа пуçлать çак вăхăтра Мария Ивановна.— Сире эпир тÿснине тĕлĕкре те курмалла ан пултăрччĕ. Халĕ эсир мĕн... Лариван, ав, иртĕхсех кайнă... Емĕрте манас çук: пĕррехинче анне колхоз валли вăрман касма тухса кайрĕ. Эпир, ачасем, килте выçăллă-тутăллă пурăнатпăр. Çăкăр тутанса пăхманран-ши, урасем шыçăнса кайрĕç, шкулта парта хушшинче ларнă чухнех пуç çаврăнса килетчĕ. Мĕн тери пысăк хаваспа кĕтсе илтĕмĕр аннене! Çанталăк сивĕ, унăн урине тăм илсе янă, аран-аран утать. Сăнĕ шурса кайнă хăйĕн. Пирĕн пекех выçă пурăннă пуль çав вĕсем те вăрманта.
    Анне пÿрте кĕрсенех пире кушелĕнчен çăкăр кăларса пачĕ, шăнса пăрланнă хăй. Вăрман касакансене панă ĕнтĕ ăна. Вăл, пур, çав çăкăра хăй çимесĕр пирĕн валли усранă. Эпир, çăкăр ăшăнасса кĕтме тÿсĕм çитереймерĕмĕр, çийĕнчех пайласа çисе ятăмăр.
    Çакăн хыççăн анне нумай пурăнаймарĕ. Эпир тăлăха юлтăмăр. Ну, юрĕ, иртнине аса илсе, хам та хумхана пуçларăм, йĕркеллĕ каласа та параймарăм сире. Тен, пурăна-киле çăкăр хакне ăнланăн-ха, Лариван... Учительница татах темĕскер каласшăнччĕ пулас, анчах çак вăхăтра шăнкăрав сасси янăраса каять.
    Урок вĕçленет.
    Учительница класран тухсанах, Ларивана ачасем сырса илчĕç. Пурте вăрçаççĕ ăна. Лешĕ ик хăлхине алăпа хупланă та ункăран тухса шăвăнма хăтланать. Анчах кăшăл çирĕп çав — пăрăнма ниепле те май çук.
    Урамра çаплах çумăр лÿшкет. Ачасем класран тухмаççĕ-ха. Вĕсем çаплах Ларивана тустараççĕ.
    — Пионертан кăлармалла ăна! — кăшкăрать пĕри.
    Шавлать класс. Лариван тÿссе тăраймасть, ункăран татса тухать те, портфельне çапкалантарса, картишне вирхĕнсе тухать, çумăр витĕрех килелле вĕçтерет.
    Хашка-хашка чупать Лариван. Каялла та çаврăнса пăхмасть.
    Тачка пĕлĕтсем инçете-инçете кайса çухалсан, çумăр майĕпен лăпланать. Кĕçех шкултан ытти ачасем те тухаççĕ. Пылчăка çăра-çăра килеллех талпăнаççĕ вĕсем, пушмак хĕррипе пылчăк кĕнине те пăхса тăмаççĕ.
    Ванюк тăкăрлăка çул тытать. Шухăшлас мар тесен те, Лариван киревсĕрлĕхĕ пуçĕнчен тухмасть унăн. «Пулать вĕт-ха çавнашкал: пĕр пÿтсĕр пĕтĕм ушкăн чысне ярать! Мĕн тумалла? Епле ăс кĕртмелле ку Ларивана?»
    Унччен те пулмасть, пылчăк çат! пырса çапăнать Ванюка çамкинчен. Вăл, унăн питçăмартийĕ тăрăх юхса анса, кĕпине, галстукне вараласа тăкать. Ванюк пушă аллипе васкавлăн куçне сăтăрса илет, портфельне решетке картаран çакса, кĕсйине хыпалама пикенет. Питне тасатма сăмса тутри шырать вăл.
    — Ха-ха-ха! — илтĕнсе каять çак вăхăтра илемсĕр сасă.— Тутантăн-и ĕнтĕ çăкăр сăмси?!
    Лариван иккен! Вăл çурт хÿттине тăнă та, асăрхама та хĕн ăна.
    Ванюк, çилĕ тулса çитнипе, портфелĕ çинчен мансах Лариван хыççăн ыткăнать.
    Лешĕ карта урлă мулкач пек сикет те самантрах çуртсем хушшине кĕрсе çухалать.
    Ванюк, портфелĕ çинчен аса илсе, каялла таврăнать.