Çăкăр чĕлли

Лисина Ева Николаевна

Паян, каçхи апат вăхăтĕнче, пирĕн каллех çăкăр çитмерĕ. Çакăншăн мана ӳпкевлĕ сăмах тиврĕ.

−Тĕлĕнетĕп санран, Еля,− терĕ манпа пĕрле пурăнакан юлташ хĕр. − Мĕнле йăла вăл: эсĕ апат хатĕрленĕ кун яланах çăкăр çитмест? Кулăшла этем, вунă пус укçуна шеллетĕн-и?

Çапла айăпланине хирĕç эпĕ нимĕн те чĕнеймерĕм. ăнлантарса пама пултараттăм-ха...

Эпир хулара общежитире пурăнатпăр. Паллах, пирĕн выльăх таврашĕ çук, апат-çимĕç юлашкине кăларса пăрахатпăр. Çăкăра ытлашши илсен, вăл хытса каять, хытнă çăкăра çиекен çук, Çăкăра кăларса пăрахма ман алă çĕк-ленмест. Çавăнпа мана апат пĕçерме черет çитнĕ кун ытлашши çăкăр илесрен сыхланатăп эпĕ.

Çăкăрпа çыхăннă кунсем ман пурăнăçа хăйне уйрăм тапхăр пек кĕре-кĕре юлнă.

Сăмахран, акă...

Анне мана çуллахи пĕр ирхине кăвак çутăллах вăратрĕ те çапла каларĕ:

− Инвалидсене кăçал хăмăл айне çултараççĕ, тет. Пирĕн Лисукăн ялан пуçĕ çаврăнать. Райун пульницине çавăтса кай-ха ăна, тухтăрсене кăтарт. Тен, Лисука инвалид тăвĕç, вара эпир хăмăл çулăпăр, улăмлă пулăпăр. Ĕнесĕр пĕтетпĕр эпир.

Эпĕ пуçа чикетĕп. Ак, анне: «Эс каймасан кам кайĕ-ха ĕнтĕ?» − тейĕ. Чăн, мансăр пуçне кам кайĕ? Аттем, пиччем çук. Аннен колхоз хирĕнче чĕкĕнтĕр çумламалла. Каçалăкне лăчах вир курăкĕ пуснăччĕ, паян та кăкласа пĕтереймĕ. Манран икĕ çул аслăрах аппа, Лисук, чирлекелесех тăрать. Унччен вăл чиперехчĕ, кăçал темĕскер пулчĕ ăна, пурне те пăтраштарать, вăхăт-вăхăт нимĕн те ăнланмасть. Халь ĕнтĕ ăна «Ухмах Лисук» теме пуçларĕç.

− Лисука инвалид тусан, укçа та парĕç. Ун чухне сана çĕнĕ кĕпе çĕлесе парăп,—тархаслать, илĕртет анне.− Эс каймасан, кам кайтăр-ха ĕнтĕ?

Ман çĕнĕ кĕпе çĕлесе парасса питĕ ĕненес килет. Анчах та -ку − суя сăмах çеç: пирĕн килте укçана туртса тăракан . шăтăк ахаль те нумай.

Чуна хурлăх пусса пырать. «Ах, турă! −шухăшлатăп эпĕ. − Райунĕ ăçтарах-ши? Хăш çулпа каймалла-ши? Каç пуличчен çаврăнса килейĕпĕр-ши?»

Анне сасси çирĕпленет, вăл савăнăçлă хыпар пĕлтернĕн. хавхаланать.

− Сана укçа парса ярăп. Райунта столовăй пур, пульницара ĕç пĕтерсен, çавăнта кĕр, Унта час-часах çăкăр сутаççĕ. Çăкăрне хăйне уйрăм сутмасан, яшка ил, яшкапа пĕрле çăкăр параççех.

Çăкăр? Инçе çул тек шиклентермест мана. Анне сăмахĕсем ман чунăн чи ачаш кĕтесне сĕртĕнчĕç. Тырă вырнă вăхăтра колхозра çакăр паркалатчĕç-ха; эпĕ çăкăр çисе курнă. Анчах, шăпах вăрçă тапраннă çул çуралнăскер, тăххăра çигсе те хамăр килте çăкăр пĕçернине астумастăп. Çăкăршăн эпĕ таçта та çитме хатĕр.

−Райун инçе-и вăл? − ыйтатăп аннерен.

−Кунтан ултă çухрăмра. Сухăр кассипе хамăр ялтан тухатăн та Тăрмăша кĕретĕн. Тăрмăш арманĕ таçтанах курăнать, çавăнталла каякан çулпа ут та ут, райунах-çитсе кĕретĕн. Пульница − вăрăм шурă çурт.

Анне, зпĕ килёшнипе савăнса ÿкнĕскер, сасартăк шăпланать, ман çине «ярас-ши ку ачана, ярас мар-ши» тенĕ пек иккĕленсе пăхса тăрать. Унтан ыталаса илет, пуçран шăлать. Анне ыталать мана, çавах хама тăлăх ача пек туятăп — мĕнле кайса килмелле-ха?.. Пĕлмен-курман çĕре тухма йывăр, вырăнтан тапраннă куççуль пуçа хĕсет.

Лисукпа иксĕмĕр çул çине пĕрер курка сĕт ĕçетпĕр, Эпĕ çĕтĕк татăкĕпе чĕркенĕ укçана хыпашласа пăхатăп та, Лисука çавăтса, урама тухатăп.

− Ухмах Лисук! Ухмах Лисук! − кăшкăраççĕ ачасем. Ахаль пулсан хăвалаттăм-ха вĕсене, халь вара васкамалла, çавăнпа нимĕн те чĕнместĕп. Лисук шăпах пуçĕ ыратнипе асапланать, çакăн пек кунсенче вăл сассăр, мĕн хушнине итлет,− халь ман хыçран чирлĕ путек пек лĕпĕстетсе пырать.

− Ухмах Лисук! Ухмах Лисук!

Пĕрех хут часрах хамăр ялтан тухса каясчĕ. Эпир васкатпăр.

Сухăр кассипе ун вĕçĕнчи хир пирĕншĕн хăрушă мар, ку таврара темиçе хугчен те выльăх шыраса курнă.

Тăрмăш йăмрисем пирĕн ялтисенчен çÿллĕрех пек. вĕсем: «Эсир кунта мĕн туса çÿретĕр?» − тесе ыйтнăн туйăнать. Эпĕ Лисука йăмрасенчен аяккарах, çул варрине, туртатăп. Çулĕ те пирĕнни пек мар, кăпка тусанлă пулин те урана тăрăнтарать. Пире патак утланнă ача хăвалать. Унран тарса, алăкне уçса пăрахнă çул хĕрринчи пÿрте кĕрсе тăратпăр. Лавкка иккен. Те килтен выçă тухнипе, эпĕ пĕртен-пĕр тавара çеç, пысăк ещĕкри салма пысăкăш канихвете, асăрхатăп. Лисук та çавна куç хывнă, вăл мана çанăран туртать:

− Еля, канихвет илсе пар-ха!

Хыпаланса çĕтĕк татăкне салтатăп, Пÿрнесем йĕпе, вăрш, сывлама йывăр, − укçана каялла çыхса хуратăп. Эпĕ çăкăр илесшĕн. Лисук канихветсĕр тухасшăн мар, вăл шăлне çыртса ман алăри çыхха тăпăлтарать. Эпĕ ăна чыша-чыша яратăп. Вăл çавах сĕкĕнет. Лавккаçă пирĕн çине тĕлĕнсе пăхса тăрать. Мĕнпур вăя пухса аппана урама сĕтĕрсе тухатăп...

Эпĕ сывлăш пÿлĕннĕрен чарăнса тăратăп. Чупатпăр иккен. Ик айккипе тикĕс хир. Çул хĕрринче арман ларать. Ун кĕрĕс-мерĕс мĕлки ыраш пусси çинче тапаланать. Хир , варринче пĕр йывăç ÿсет. Çак ют çĕрте вăл çеç, пĕчченскер, хÿтĕлекен тăван пек туйăнать. Эпир майĕпен лăпланатпăр.

Хĕвел вĕрекен шыв тăкăннă евĕр çунтарать. Пит-куçа тар çиет. Çулçăсем лапсăр кайнă. Тусан çине тăсăлса ÿкнĕ чăкăт курăкĕнчен урана вĕри çапать.

Эпир çул хĕрринчи шурлăх умĕнче чарăнатпăр. Пĕчĕк шыва усал курăкĕ сăрса илнĕ. Çулçисем унăн тачка, тымарĕ мăнтăр. Сулхăн çулçăсене сире-сире, шыв ывăçласа илетпĕр, çăвăнатпăр. Пирĕн ĕреххетленсе ларма вăхăт çук, малаллах, утас пулать. Вĕри сывлăш вĕлтĕртетет. Пур япала та иккĕллĕ курăнать. Йывăррăн хашăлтатакан Лисук вунă-вуник утăмранах ларса канасшăн йăлăнать. Ларсан− тăма хĕн, пуç çаврăнать,− çакна ăнланмасть вăл.

Пĕтĕмпех анкă-минкĕленсе çитнĕскерсем, эпир кăнтăрла тĕлĕнче пысăк ял урамне пырса кĕретпĕр. Ку урампа пĕрне-пĕри палламан халăх утать пулас, хирĕç пулакан-сене сывлăх та сунмаççĕ. Эпир çавăтăнатпăр. Хăш вырăна çитнине ыйтса пĕлесчĕ − хăяймастăп.