ÇǍКǍР

Кадкин Лев Кириллович

    Пиçет ыраш, тулать пучах.
    Хула çакна сисмест пачах.
    Мĕн хак вăл çăкăр та сĕт-çу -
    Укçапала виçме май çук.
    Ялта пулса курсан туян:
    Епле вăл çĕр анне пуян.
    Анчах кулач тытма алла
    Ĕçлес пулать тарла-тарла.