Кĕнеке авторĕ пирки

Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич)

Михаил Николаевич Краснов (литературăри псевдонимĕ − Ара Мишши) 1953 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă.

Вăл ĕмĕр тăршшĕпех Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вун пилĕк çул хушши Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче министр çумĕнче тата этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕнче вăй хунă.

Ăна Чăваш Республикин патшалăх граждан службин действительнăй патшалăх советникĕн иккĕмĕш класлă, чинне панă. Медальсемпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Культура министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. 2008 çулта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă.

Ĕç тивĕçĕпе вăл Чăваш Республикин писательсен пĕрлĕхĕпе, Чăваш кĕнеке издательствипе, хаçат-журнал тата радио-телевидени редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă.

Литература енне унчченех туртăннă Михаил Николаевич. Анчах та пикенсех хайлавсем шăрçалама нумаях пулмасть тытăннă. Вырăсла тата чăвашла çырать. Ку кĕнекене унăн малтанхи калавĕсем кĕнĕ. Вĕсене вăтам классенче вĕренекенсем валли хайланă.