ЙЫТĂ – ШАНЧĂКЛĂ ЮЛТАШ
Воробьева Раиса Васильевна
Канмалли кун çывхарсан
Аттепе пуçтарăнса
Тухса утрăм пасара,
Пĕрле илтĕм Мухтара.
Туянасшăн йытă тус.
Эс, Мухтар, пуçна ан ус.
Йĕркипе ак йытăсем,
Пурте мăйкăчпа вĕсем.
Таксăн – кĕске урисем,
Лайăх теç сунарçăсем.
Пудель пĕчĕккĕ ытла,
Пĕлеймест те пуль çыртма.
Лайка куçран тинкерет,
Пĕрле ил мана эт тет.
Шав тăрать йĕри-тавра –
Мĕн тумалла-ши вара?
Мухтар тус пăхать куçран,
Ачашлать атте пуçран:
– Туянар-и лайкăна? –
Килĕштерчĕ вăл ăна.
Йытă – шанчăклă юлташ,
Унпа çывăх эс туслаш.
Аттепе пуçтарăнса
Тухса утрăм пасара,
Пĕрле илтĕм Мухтара.
Туянасшăн йытă тус.
Эс, Мухтар, пуçна ан ус.
Йĕркипе ак йытăсем,
Пурте мăйкăчпа вĕсем.
Таксăн – кĕске урисем,
Лайăх теç сунарçăсем.
Пудель пĕчĕккĕ ытла,
Пĕлеймест те пуль çыртма.
Лайка куçран тинкерет,
Пĕрле ил мана эт тет.
Шав тăрать йĕри-тавра –
Мĕн тумалла-ши вара?
Мухтар тус пăхать куçран,
Ачашлать атте пуçран:
– Туянар-и лайкăна? –
Килĕштерчĕ вăл ăна.
Йытă – шанчăклă юлташ,
Унпа çывăх эс туслаш.

