ÇИВĔТ

Азамат Светлана Васильевна

«Анне, çӳçе касса яр-ха,

Çивĕтлесе ывăнтăм,

Манăн çӳç часах ӳсет,

Тепĕр виçĕ уйăхран

Шкула бантик çыхса кайма

Вăрăмланма ĕлкĕрет.

Ах, аннеçĕм, те калас?

Ăнланма пултараймас...

Ту касри Степанов Вася

Темшĕн çивĕтрен туртать,

Толик те туртса пăхасшăн,

Вăл ăна тĕртсех ярать.

Манăн çивĕтпе, кала-ха,

Мĕн тесе хуçаланать?..» –

Амăшне ыйту парать,

Хуравне кĕтсе ларать.

Мĕн тесе калас пулать?..