ÇИТРӖ ÇӖНӖ ÇУЛӐМӐР

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Симӗс чӑрӑш лартрӑмӑр
Сӑрлӑ урайне,
Хӗрлӗ çӑлтӑр çакрӑмӑр
Ёлкӑ тӑррине.

Хӳхӗм юрӑ хыврӑмӑр
Мӗнпур йышпала.
Ӳс эс, çерӗм-шывӑмӑр,
Ут эс улӑпла.

Ан сӳн çирӗп паттӑрлӑх,
Ялкӑш чӗрере.
Сывӑ пул эс, çамрӑклӑх,
Ырлӑх кӳр пире.