Çитмĕл çичĕ чечекрен çĕленĕ кĕпе

Ефимов Георгий Андреевич

    



ÇИТМĔЛ ÇИЧĔ ЧЕЧЕКРЕН ÇĔЛЕНĔ КĔПЕ

 

Юмах сыпăкĕ

 

Çил вĕрет те – тамалать,

Çын çуралать – йыш пулать

Йĕр пулать те – çухалать.

Халап-юмах юптарсан,

Ăна халăх тăнласан,

ĕмĕрлĕхе вăл юлать,

Ламран лама çул хывать.

 

Юмах юман тăррипе

Пытăр ăш çил кăларса.

Ир-ирех вăл тăрипе,

Уй-хир çийĕн ярăнса,

Унăн янкăс юррипе

Ялсем тăрăх вĕçтертĕр,

Килтен киле çӳретĕр.

Кĕнеке вулакана

Савнăç кӳтĕр яланах.

 

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

 

Тăратсамăр хăлхăра.

Юмаха пуçлар вара.

 

Уй-хирпе те вăрманпа,

Çĕкленӳллĕ кăмăлпа,

Уттарать салтак килне,

Ашшĕ-амăшĕ патне.

 

Çирĕм пилĕк çул хушши

Вăл тăван ялта пулман.

Çавăнпа та кил ăшши

Йыхăрать ăна таçтан.

 

Çул – çулах. Ывăнтарать.

Вăрмана пырса кĕрсен,

Пĕр хитре уçланкăра

Шинельне сарать хуллен,–

Кăшт кăна канма ларать.

 

Эй, вăрман, лаштра вăрман.

Чуна ырăлăх паран.

Чечексем пуçне тайса,

Тутлă шăршă кăларса,

Çилпе лăпкăн хумханаççĕ,

Салтака салам параççĕ.

Чăн та лайăх вăрманта!

Кан эс сиплĕ сулхăнра.

 

Анчах мĕн?..Пĕри таçта

Çухăрса ярать шари.

Ялт сиксе тăрать салтак –

Хатĕр пулăшма чĕри.

Вăл илтет çине-çинех

Чун татса кăшкăрнине.

 

Салтак утрĕ сас енне.

 

Вăл пырать, пырать, пырать,

Умра ак мĕскер курать:

Виç хурах хĕрарăма

Çыхнă та юман çумне

Тытăннă хĕн кăтартма.

Çын нуши мĕн вĕсене?

Качча пар хĕрӳсене! –

Кăшкăраççĕ эсрелсем. –

Ахальтен леш тĕнчене

Асанатăн эс, пĕлсем!

 

Эпĕ хамăн хĕрсене

Хурахсемшĕн ӳстермен, –

Тет хĕрарăм вĕсене,

Тарăхса чун-чĕререн. –

Эп вилем те –

Хĕрĕмсем

Сирĕн пулмĕç, пĕлĕрсем.

 

Вĕлерес! – кăшкăрашаççĕ

Урса кайнă хурахсем.

 

Çавă вăхăтра салтак:

Акă, хайхисем тăраççĕ!

Килĕр хăвăртрах кунта! –

Тесе хыттăн сас тăвать,

Йыш нумай пек кăтартать.

 

Хайхисем, сасса илтсен,

Чăл та пар! тарса пĕтеççĕ

Хăмпи çеç-мĕн хурахсен...

Хурахсем хыт шикленеççĕ

Харсăр, паттăр çынсенчен.

 

Салтак салтрĕ те –

Хĕрарăм

Çĕре ӳкрĕ, тайăлса.

Вăл вăйран йăлт кайнă мар-и

Хăраса, асапланса?

Вĕсене эп парăнмарăм.

Хамăн хĕрсене памарăм, –

Мĕнпур пек вăйне пухса,

Хучĕ шăппăн каласа. –

Хурахсем вĕсем... Пĕри –

Куртăр-и, чухларăр-и? –

Çын сăнне илнĕ Шуйттан.

Çӳçĕ ăшĕнчен кăштах

Мăйраки ун курăнать.

Эй, – вилем те – хĕрсене

Парас çук эп вĕсене.

 

Юрĕ, юрĕ. Пит аван.

Эсĕ вăйсăр-ха... Лăплан, –

Тет салтак хĕрарăма.

(Эй, салтак ятне хума

Манса кайнă эп, айван.

Ячĕ унăн – Ультиван.)

 

Ультиван хĕрарăма

Пулăшать çĕртен тăма.

Вара иккĕшĕ хуллен

Уттараççĕ килелле.

 

Виç ăнманнă-виç хурах –

Пашкаса çеç чăтлахра

Сывлăш çавăрса лараççе,

Килсе тытасран хараççе.

Тăратсах хăлхисене

Таврари шава итлеççе,

Е выртаççĕ çĕр çумне:

«Утни илтĕнмест-и», – теççе.

Çук ниçта та сас-хура.

Лăпланаççĕ хайхиçем.

 

Анчах çавă самантра

Кашламашкăн тытăнаççе

Çĕр çулхи ват юмансем.

Авăссем çатăлтатаççе –

Тем каласшăн пуль весем.'

 

Çак кашлав хăвачĕпе,

Чăтлăха хăй çавипе

Чунилли – Эсрел тарçи –

Хашкаса килсе çитет.

Çавă-мĕн кăларнă çил, –

Чунилли çапла çӳрет.

 

Вăл тӳрех виç хурахран:

Чун ăçта?.. Хĕрарам чунĕ? –

Кăшкăрса ыйтать вăйран, –

Тамăкра вăл ĕмĕр çунĕ...

Ма чĕнместĕн эс, Шуйттан? –

Ун патне пырать Шуйттане:

Ĕмĕрлĕх çухалчĕ канăç,

Чăрмантарчĕ Ультиван, –

Тет хашка-хашка, аран,—

Килчĕ халăха пухса,

Кайрĕ инкене çăлса

Пĕтерет ĕнтĕ Эсрел,

Чунилли кĕç йĕресле

Таянать çави çине, –

Эс те çав мемме, кĕсел!

Чуна ма веçертмелле?

Тытрăн-тăк – вĕлермелле!

Унсăр тамăк хуранне

Пушă курăн кулленех.

Малашне кун пек юрамĕ.

Ăссал кĕнĕ аш турамĕ

Тек ан ӳктĕрччĕ тухса...

 

Эсĕ ху кая юлса

Ан çӳреччĕ малашне, –

Тет Шуйттан кăшт хăтăрса,

Айăпне сирме пăхса,

Хуйхăллă Чуниллине. –

Пуçа, атьăр, усар мар,

Ак çапла канаш тытар:

Ультиваи чунне илме

Эсир пит каях юлман.

Тытăнăп чееленме,

Тăрăшăп эп тавăрма.

Чунилли – Эсрел тарçи –

Вăхăтра кăна эс çит!

Ультиванăн путсĕр чунĕ

Тамăкра ун чухне çунĕ.

 

Ак тăват хурах тăраççĕ,

Пĕр-пĕрне тупа тăваççĕ

Пĕтерме Ультивана.

Мĕн калас? Пĕртăванах

Чунилли, Хурах, Шуйттан.

Ма тесессĕн, ырăран

Пит хăраççĕ-çке вĕсем.

Ыррине умра курсан,

Шарт сикеççĕ, тет, мурсем.

Ма тесен, усаллине

Ĕмерех вĕсем сыхлаççĕ.

Çут хĕвĕлĕн çутине

Вилес евĕр кураймаççĕ.

 

Пуласси халь малалла:

Курăпăр – мĕн курмалла.