Çирĕк тăрри

Семендер Юрий Семенович

Шурӑ ҫирӗк тӑрринче -

Ҫирӗк тӑрри кайӑкӗ.

Пырса ыйтрӑм пӗринче:

- Унта сана лайӑх-и?

- Лайӑх, лайӑх, пит лайӑх, -

Терӗ мана ҫав кайӑк. -

Ҫирӗк вӑрри пухатӑп,

Ҫирӗп ҫиппе ҫыхатӑп,

Хам йӑвана хуратӑп,

Ҫиес килсен ҫиетӗп,

Савӑннипе юрлатӑп,

Сире вӑййа чӗнетӗп.

 

Ҫирӗк тӑрри - пысӑк ушкӑнпа пурӑнакан кайӑк. Пирӗн пата хӗл ҫывхарас вӑхӑтра вӗҫсе ки-лет. Ҫӗнӗ вырӑна тӗпчеме малтан пӗр-икӗ кайӑк ҫитет, каярахпа - пысӑк ушкӑн.