ИР ИЛЕМĔ

Воробьева Раиса Васильевна

Хĕвелтухăç çуталать,
Каç ыйхинчен вăранать.
Савăк ир лăпкать чуна,
Уçăлтарать ăс-тăна.

Таçта-таçта аякра
Автан сасси илтĕнет.
Юнашар ак, инçех мар,
Йытă чарăнми вĕрет.

Кураксем çĕкленĕ шав,
Хĕвĕшеççĕ çерçисем.
Тӳпе çӳллĕшĕнчен ав
Сас параççĕ тăрисем.

Шăпчăк савăк юрăпа
Илем кӳрет пахчана.
Эпĕ тухрăм сумкăпа,
Майпен утрăм сукмакпа.

Çамрăк йыш выскать шкула,
Хурăн лăпкăн ал сулать:
«Таврăн лайăх паллăпа,
Ан туслаш эс наянпа!»