Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Вăрман патши патĕнче хăнара Усал чир-чĕр çыпçăнчĕ. Куçран-пуçран вут-хĕм тухать, пĕр чарăнми куççуль юхать, мĕн пур кĕлеткене пăталать, уйрăмах пыра канăç памасть, тарăннăн сывалаймастăн, пăштик-пăштик сывлакаласа кун-кунлатăн. Чĕри те тăпăрт-тăпăрт-тăпарт-тăпарт тесе кунĕпех асапланать. Пĕр чарăнми – сĕрттерет, хаяр анчăк çури пыра кĕрсе ларчĕ те кунĕпех вĕрсе ларать. Каç пуласран хăракан пултăм. Кăнтăрла çапах çӳрекелеме пулать-ха, çывăрма выртсан – çывăраймастăн, пуçа минтер çине хуратăн çеç – сывлăш пĕтсе ларать, сывлăш çитмест, сывлăш çитменнипе тăрса ларма тивет. Виçĕ каç хушши ларса çывăрса пурăнтăм. Пĕр чĕптĕм апат çимен, хăр шывпа çеç, юлашкинчен алă çĕклеме те вăй юлмарĕ, куç уçма та вăй кирлĕ. Вилĕм каçсерен киле пуçларĕ, мана хăйпе илсе каясшăн калаçать, ирĕклĕрех те ирĕклĕрех, хăюлланнăçемĕн хăюлланса пырать. Эпĕ вара кашни сăмаххине шутласа калаçакан пултăм. – Анне, – тет мана пĕчĕк хĕрĕм ир çинче. – Айта-ха вăрман патши патне кайса пулăшу ыйтăпăр. Эпĕ хăвелтен пулăшу ыйтрăм, хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, уйăха тархасларăм – ним те шарламасть, çăлтăрсене тилмĕртĕм – вĕсем те чĕнмерĕç. Тен, вăрман патши пулăшĕ? Вăрманти туссем пире яланах тĕрлĕрен çырлапа, кăмпапа хăналатчĕç, нихăçан та пушă алăпа кăларса яман. Вăраххăн тăрса тумлантăм, алла туя илсе пĕчĕк хĕрĕмпе çула тухрăмăр. Нумай пулать-и, сахал-и – пирĕн ума икĕ куян сикрĕç тухрĕç. Пире хăйсем çине лартрĕç те вĕçтерчĕç тĕмсем хушшинелле. Эх пыраççĕ чавтарса, эх сикеççĕ шалалла, кайсан-кайсан чарăнчĕç, пире антарчĕç – хăйсем çухалчĕç. Икĕ тилĕ çитсе тăчĕç. Кусем те пире кĕтсе тăнă-мĕн, урапапах килнĕ. Иксĕмĕре те урапа çине лартрĕç, урапана кӳленчĕç, урхамахла шалалла вĕçтерчĕç. Нумай кайрăмăр-и, сахал-и пĕр пысăк уçланкăна пырса чарăнтăмăр. Уçланкă варринче темиçе хăлаç сарлакăш пысăк йывăç ларать. Хурăн-çăка-чăрăш-вĕрене-юман – тата ытти тĕрлĕ йывăçсен тымарĕсемпе çĕртен çирĕппĕн тытăнса тăрать. – Сывлăх сунатăп, хаклă хăнасем! – Каласа парăр мĕн ертсе çитерчĕ сире ман пата? – ыйтать пиртен çак йывăç. Малтанах ним чĕнме аптăрарăмăр. Пирĕн умра йывăç мар, вăрман патши тăрать иккен. Тумтирĕ тĕрлĕ йывăçсенчен мĕнле кăна йывăç-курăк, мĕн тĕрлĕ кăмпа-çырла, мĕн тĕрлĕ ӳсентăран çук-ши кунта! Çакă çутă тĕнчере еплерех курăк-ӳсентăран – пурте вăрман патши çипуçĕ çинче. – Эсĕ манăн аннене пулăшаймăн-ши? Анне йывăр чирлерĕ, ниепле те уçăлаймасть, – хăйса ыйтрĕ пĕчĕк хĕрĕм. – Хаваспах пулăшатăп, анчах та уншăн сирĕн те мана 3 ĕç туса парас пулать, – терĕ те вăрман патши шăпланчĕ, урăх темĕн чухлĕ калаçсан та хирĕç пĕр сăмах та шарламарĕ. Тăратпăр кулянса, нимĕн тума аптраса, – чим-чим-чим, – чĕвĕлтетет хитре кайăк пирĕн умра, – чим-чим! Кайăк вăрман патши çине ларчĕ, пире çӳлелле улăхмаллине систерчĕ. Вăрман патши патне çывхартăмăр çеç, хамăр та сисмерĕмĕр, çӳлелле улăхса та лартăмăр. Пирĕн умра темĕнле хăвăл. Çак хăвăлта çап çутă йăлтăркка пысăк чул выртать, вут-хĕм сирпĕтет. – Çак пысăк чула çĕр çине илсе пăрах! – илтĕнчĕ сасă. Вăл мана пĕçертет, канлĕ ыйхă памасть. – Мĕн тăвас? Вăрман патшине епле пулăшас? –Халех, халех, эпир халех! Хамăр та сисмерĕмĕр, ман алăри туяна такам туртса илчĕ, хайхи чул таврашĕнче темĕнле чĕрчунсем кускалама пуçларĕç. Патака шăрт-шарт тутарчĕç, чула туя татăккисемпе тĕрткелерĕç, лешĕ хĕм сирпĕтет, вут-çулăм тухать, тĕттĕмленет, çапах та хайхискере çĕнтерчĕç-çĕнтерчех, шăтăкран çĕрелле илсе ывăтма пултарчĕç. – Тавтапуç, туссем, терĕм çеç, чĕрчунсем куç умĕнчен çухалчĕç те. – Тавтапуç сана, хĕрĕм. Вăрман патши каллех шăпланчĕ. Ку таранччен пит-куçран вут-çулăм сирпĕннĕ пулсан, çак самантран манăн та пĕçертни таçта кайса çухалчĕ. Каллех тăвалла çул тытатпăр. Пирĕн çул чăтлăх витĕр. Темле шурлăха çитсе кĕтĕмĕр. Куç-пуç курăнми шăна-пăван явăнать. – Çак шăна-пăвана пĕтер! Мĕнле пĕтермелле? Камран пулăщу. ыйтмалла? – Чим-чим-чим! Эпă халех хамăн туссене чĕнсе Килетĕп. – Çапла каласа пĕчĕк чĕвĕлтĕк çухалчĕ. Кĕçех шурлăх кайăк сассипе тулчĕ. Чăр-чар, пăр-пар, вĕлт-вĕлт – пĕр чарайми ĕçлеççĕ ĕçченсем, самантра пĕр нăйăлти юлмиччен тытса пĕтерчĕç, мĕнле вĕçсе килнĕ, çавăн пекех хăвăрт кайса çухалчĕç. – Çĕре çити пуç таятăп, тусăмсем. – Тавтапуç сана, хĕрĕм. Вĕсем мана куç хупма памастчĕç, халĕ канлех çывăрма пуçлăп. Хамăн та куççуль юхма пăрахрĕ, сăмса та лăпланчĕ. Малаллах шавăнатпăр. Умра хитре çарансем, илемлĕ чечексем. Чим-ха, ку тата мĕскер? Самаях пысăк уçланкă хуралсах ларнă? Пĕр уçланкă хупах, пĕр уçланкă куршанак. – Çак уçланкăна тирпейле! Пĕчĕк хĕрĕмпе иксĕмĕр те кулянсах ӳкрĕмĕр. Мĕн тăвас? Камран пулăшу ыйтас? Ларатпăр,сасăпах йĕрсе уççуль юхтарса. Эпир йĕнине çил илтрĕ пулас. – Эпĕ халех хам тусăмсемпе килетĕп! Пĕр ушкăн çавра çил çиçтерсе çитрĕ, уçланкă йĕритавра темиçе хутчен çаврăнчĕ, мĕн пур усалтĕселе, пиçенхупаха, куршанкисене тымăрĕ-мĕнĕпех кăкларĕ, таçта аяккалла, çичĕ тинĕс леш еннех кайса сапаларĕ. – Тавтапуç, сана хĕрĕм. Кашни кун чĕпĕтетчĕç-кăтăклатчĕç, чăрмантаратчĕç. Халĕ тинех канлĕнех пурăнма пуçлатăп. Ну, ларăр, хăналанăр, тутлă апат-çимĕç астивĕр. Манăн хамăн та çак самантран пуçласа йĕплекенчиккелекен çухалчĕ. Вăрман патши патĕнче чун тăраниччен тĕрлĕрен пахча çимĕç çирĕмĕр, уçă сывлăшпа сывларăмăр. Вăл пире киле кайма çилçунатлă урхамах кӳлсе пачĕ, ямшăкĕ - пĕчĕк çеç пакша пире пӳрт умнех леçсе хăварчĕ. Киле çитсе кĕтĕмĕр, манăн пуç та ыратмасть, вĕрилентермест те, сывлăш та чăрмантармасть. Çапларах вăрман патши пулăшнипе эпĕ сывалтăм. Урăх чирлес марччĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.