Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Урине-кăткă Урине яланах ĕмĕтленме юратнă. – Анне, манăн кăткăсем патĕнче хăнара пулса курас килет. Мĕнлерех-ши вĕсен пурнăçĕ? Тĕмĕ ăшĕнче питех те кăсăклă пулĕ, – тенĕ амăшне Урине. – Мĕнле кураççĕ-ши, мĕнле тупаççĕ-ши çула вĕсем? Унччен те пулмарĕ: «Эпĕ сана пулăшатăп», – сасă илтĕнсе кайрĕ. Урине умĕнче асамçă тăрать иккен. Хĕр ачана вăл кĕмĕл мерчен тесе пĕчĕк çаврашка тыттарать. Пуç пӳрнепе ун çине пуссассăнах эсĕ кăткăсем патĕнче хăнара пулатăн тет. Урине савăнсах каять, нумай та шутласа тăмасть, мерчен çине пӳрнипе пусать. Тӳрех кăткăсен патшалăхне çитсе тăрать. Кăткăсем кĕшĕлтетеççĕ кăна. Пурте ĕçлеççĕ: пĕри курăк туртать, тепри ăна пулăшать. Виççĕмĕшĕ хыр йĕппине сĕтĕрет. Пĕр Урине кăна нимĕн те тумасть. Çапла кун хыççăн кун иртет. – Манăн кăткăсен патши пулас килет, – тет вăл хăйĕнчен мĕншĕн ĕçлеместĕн тесе ыйтсан. – Патша вăл ĕçлемесĕрех пурăнать. Çак сăмахсене илтсен кăткăсен чăн патши çилленсех каять. – Тĕрĕс мар калатăн эсĕ, Урине, – тет. – Патшан пуринчен те нумай ĕçлемелле, пуриншĕн те тăрăшмалла. Кам кăна кӳрентермест пулĕ пире, кăткăсене? Тин çеç пӳрт купаласа пĕтеретпĕр – урана пусса е тапса ăна аркатса та тăкаççĕ. Йытă та чавса тăкать, кайăк та чавать–- каллех çурта çĕнетмелле. Патшан мĕнпур ĕçе йĕркелесе тăмалла. – Манăн уйрăммăн пурăнас килет, – каллех кутăнланать Урине. Урине-кăткăна уйрăм пӳрт туса параççĕ. Анчах пĕччен пурнăç çăмăл мар. Кичем тата. Çапла Урине каллех кăткăсен йышне таврăнать. Нумай пурăнать-и, сахал-и, Уринене çĕр айĕнче йăлăхтарса çитерет. Киле таврăнас, анчах епле? Киле епле таврăнассине асамçăран (кăткăсен патшалăхĕнче вăл та çук!) ыйтма манса кайнă вăл. Хĕр ача-кăткă йĕрсе ларнине шăрчăк курах каять те ăна пулăшма шутлать. – Кахалланса ларнипе нимĕн те пулмасть, – ăс парать шăрчăк тус. – Санăн ытларах ĕçлес пулать. Вара эсĕ киле чиперех таврăнăн. Мĕн тăвас тетĕн, шăрчăк сăмахне итлемех тивет. Кăткăсемпе пĕрле вăй хучĕ тет Урине, кунне-çĕрне пĕлмесĕр. Ĕçлерĕ-ĕçлерĕ тет те кăткă-хĕр ачаран каллех чиперкке хĕр ача пулса тăчĕ тет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.