Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско–юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Ылтăнту Сказка: Çуралнă куна уявлани Мумукăн çуралнă кунĕ çывхарса килнĕ. Вал тусесене уявра техĕмлĕ чейпе хăналас, тутла икерчĕ çитерес, асамлă юмахсем итлеттерес терĕ. Менелник сĕтелĕ тулăх пултăр тесе мучи пахчари чи тутлă çимĕçсене татса кĕчĕ. Уяв ыран тенĕ чух Мумук уй варринче ларакан кăмака патне васкарĕ, хăнасене сăйлама тутлă икерчĕ пĕçерсе пама ыйтрĕ. – Пĕçерсе парăттăм та, çăнăх çук, – хуравларĕ ăна кăмака. Мумукăн ял пуçĕнче ларакан армана кайма тиврĕ вара. – Ĕçчен арман тус, – йăлăнчĕ вăл, – икерчĕ пĕçерме çăнăх пар-ха. – Çăнăхне парăттăм та, тырри çук, – тет арманĕ хаш сывласа. Мумук хресчен патне утрĕ. – Хаклă çĕр ĕçченĕ! Икерчĕ пĕçерме тырă параймăн-ши? – терĕ. Тыррине парăттăм та, кĕлете уçма çăраççи çук, – тет хресченĕ. – Ана шăши йăтса тарнă, – тет. – Кушак тус, çав шăшие тытса унран çăра уççине туртса илсем, – Пĕçукран пулăшу ыйтрĕ Мумук. Кушакĕ кĕлет айне кĕрсе шăширен çăра уççине туртса илчĕ. Вара хресчен çăрана уçрĕ, кĕлетрен тырă илсе армана леçрĕ. Арманĕ вăштăр çил пулăшнипе часах çăнăх авăртса пачĕ, кăмака тутлă икерчĕ пĕçерчĕ. Кĕçех Мумука саламлама тусĕсем пухăнчĕç. Çав уявра эпĕ те пултăм, тутлă апат-çимĕçе астиврĕм. Кашнинех пилĕкшер икерчĕ çитерчĕç, пыллă чей ĕçтерчĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Хăнисем – пыл хурчĕсемпе лĕпĕшсем, кайăксемпе вĕсен чĕпписем. Карусельпе те ярăнтăмăр – ăна упа утаман çавăрттарчĕ. Хур кайăксем хăнасене пĕлĕтре хăйсен çуначĕсем çинче, акăшсем кӳлĕре ярăнтарчĕç. Питĕ хаваслă иртрĕ уяв. Уяв шавне илтсе çитмĕл те çичĕ тинĕс леш енчи йывăç çинчи тăмана та вăраннă тет те: – Мĕн пулчĕ-ши ку? – тесе халичченех тĕлĕнсе ларать тет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.