Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Ылтăнту Сказка: Çынран ан кул Пĕр карчăкпа старик пурăннă тет. Вĕсен Мĕтри ятлă пĕртен-пĕр ывăл пулнă тет. Çак Мĕтри питĕ ачашланма юратнă тет. Вăл ӳссе пынăçемĕн тата усалланса, куштанланса пырать тет. Хăйне пысăка хурать, çынран кулма та именмест тет. Пĕррехинче Мĕтри урама тухать те инçе мар кӳлĕре илемлĕ акăша курать. Акăшĕ аманнăскер пулнă та пĕр-пĕчченех çӳренĕ. Кайăкăн пĕр ури ыратнă, çавăнпа вăл хăрах уран сиккелесе çӳренĕ. Акăша курсан Мĕтри унта чупса пынă, кайăка шуйхантарма, чулпа пеме тытăннă. Аманнă кайăк инçе каяйман, ача ăна татах хăвалама, кăшкăрашма пикеннĕ. Хăранă, сехĕрленсе ӳкнĕ акăш пур вăйне пухса кӳлĕ варринелле ишсе кайнă. Вăл унта та лăпкăн ларайман, хăрушлăх каллех килесрен пуçне ун-кун пăркаласа тавраналла тинкернĕ. Çакăн хыççăн темиçе кун иртсен Мĕтри чирлесе ӳкнĕ. Унăн мĕн пур шăм-шакĕ вĕриленсе кайнă, пуçĕ хытă ыратнă. Тата урисем те темшĕн чăтма çук ыратнă, хăрах ури çине çех пусма май килнĕ. Çапла Мĕтри темиçе кун нушаланса выртнă, чирĕ ниепле те иртсе кайман. Ашшĕпе амăшĕ хăраса ӳкнĕ, вĕсем ачана сиплевçĕ карчăк патне илсе каяс тенĕ. Сиплевçи вĕсен хуйхине тӳрех ăнланнă, часах чирĕн сăлтавне те пĕлтернĕ: – Сирĕн ывăлăр, – тенĕ вăл, – кӳлĕри акăша кӳрентернĕ, ăна питĕ хытă хăратнă. Мĕтрин çав акăша шыраса тупса каçару ыйтмалла. Акăш пурăнакан кӳлĕри шывпа пĕрĕхсен ачан ури те тӳрленĕ. Ватăсем урхамах кӳлнĕ те ывăлне лартса акăша шырама тухса кайнă. Акăшĕ кунти кӳлле пăрахса кайнă иккен, Мĕтри хытах хăратнă-тăр ăна. Пыраççĕ акă вĕсем çулпа. Хирĕç пĕр пĕчĕк кайăк вĕçсе килет, хăй чĕлхипе чивлетсе: – Мĕтри мана хĕлле пĕрчĕ сапса парсан эпĕ акăш ăçтине калатăп сире, – тет. – Сапса парăп, яланах пулăшăп, – сăмах парать ача. Вĕсем вара кайăк кăтартнă çулпа кайса акăша шыраса тупаççĕ, унран каçару ыйтаççĕ те Мĕтрие чиртен сыватма тархаслаççĕ. Акăшĕ вĕсене: – Сирĕн пахчара хитре кĕлчечек тĕмĕ пур. Çав кĕлчечекĕн чи пысăк чечеккин йĕппине илсе килсе манн урари хурта чиксе туртса кăлармалла. Вара эпĕ сывалатăп, Мĕтрие те пулăшма шантаратăп, – тет. Çапла калать те акăш кӳлĕри шывпа арçын ачан урине пĕрĕхет. Мĕтри ури çав самантрах тӳрленет, ача чипер утакан пулать. Вара вăл часрах киле вĕçтерсе кайса кĕлчечекĕн пысăк йĕппине тупса килет, акăш урине тӳрлетет. Çавăнтанпа акăш карчăкпа старикĕн кӳллинче пурăнма тытăнать, нимĕнрен те хăрамасть. Унтах вăл мăшăр та тупать тет. Метри те ĕнтĕ хăйне йĕркеллĕ тытать тет, ыттисенчен кулма та пăрахнă, сăпайлă калаçать тет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.