Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Çăмламас Пĕр çемьере икĕ хĕр çитĕннĕ. Пĕрне Марине, теприне Урине тесе чĕннĕ. Хĕрачасем пĕр-пĕринпе килĕштереймен. Выляс-тăвас пулсан та яланах пĕр япала çинче вăрçса-хирĕçсе кайнă. – Ку пуканене атте мана илсе панă, ан тĕкĕн ман пуканене, – тет Марине. – Мĕншĕн ман упана тумлантаратăн? Хур ăна хăй вырăнне! – кӳренет Урине. Хĕрачасем нихăçан та пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Пĕррехинче ашшĕ вĕсене пĕр çăмламас кушак çури илсе килсе пачĕ. Хура перчеткеллĕскерне хĕрачасем пĕрре курсах юратса пăрахрĕç. Марине кушак çурине Мăр-Мăр, Урине ăна Пупсик тесе чĕнме тытăнчĕç. Кушак çури Мăр-Мăр тесен Марине патне чупса пырать, Пупсикпа Урине умне куçать. Марине: «Атте мана Мăр-Мăр парнелерĕ» – тесе савăнать. Урине: «Манăн Пупсик манах юратать», – тесе йăл кулать. Пĕррехинче кушак çури уçăлма тухрĕ. Кунта пĕчĕк çеç йытă çури чупса çӳрет. Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн хайхисем пĕр-пĕринпе паллашма шутларĕç. – Эсĕ кам? – Йытă çури. Мана Кампур тесе чĕнеççĕ. Эсĕ мĕн ятлă? – Хăшпĕр чухне Мăр-Мăр, тепĕр чухне Пупсик, тет Мăр-Мăр – Пупсик. – Мĕнле ун пек? – тĕлĕнет Кампур. Ун пек пулма пултараймасть. Кирек камăн та пĕр ят пулмалла. Кушак çури тĕлĕнсех кайрĕ. Кĕçех вĕсем тавра кил хушшинчи ытти чĕрчунсем пухăнчĕç. – Эпĕ Чип-Чип ятлă, – паллаштарать хăйне сарă чăмăркка чĕпĕ. – Эпĕ Шип-Шип, – тет кăвакал чĕппи. – Маклашка – тет пăру. – Улашка, – тет путек. Эсă мĕн ятлă? – Эпă вара те Мăр-Мăр, те Пупсик, – пуçне усать кушак çури. Чĕрчунсем кушак çурине йăпатса лăплантарасшăн, нихăшĕ те лăплантараймасть. Кушак çури пуçне усса килне таврăнать. – Анне, мĕн пулнă Мăр-Мăра? Мĕншĕн вăл манпа вылямасть, – чĕнсен те ман пата пымасть, – тĕлĕнет Марине ирхине. – Анне Пупсике кам кӳрентернĕ? – тутисем чĕтреççĕ Уринен. Амăшĕ кушак çури «чирĕн» сăлтавне ăнлантарса пачĕ, тет. – Кашни япалан хăйĕн вырăнĕ. Кашни чĕрчунăн пĕр ят çеç пулмалла, этемĕн те. Хушма ятпа чĕнни çынна кӳрентерет, çавăнпа та яланах ятпа чĕнмелле. Çавăн чухне çеç тĕнчере йĕркелĕх пулать. Хĕрачасем пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупрĕç, тет. Кушак çурине Çăмламас тесе чĕнме пуçларĕç, тет. Кушак çури тинех йăл кула пуçларĕ. Уринепе Марине пĕр-пĕрне кӳрентерме те пăрахрĕç. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.