Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Мулкач курăк çиме вĕренчĕ Таçхан авал мулкач хальхи пек курăкпа мар, аш-пăшпа апатланнă тет, кунĕн-çĕрĕн шăшисем сыхланă, кайăк-кĕшĕке, хур-кăвакала хăваланă. Пурăна киле шăшисем сайралансах çитнĕ, ватăларахпа кайăк-кĕшĕк тытма та йывăрланнă. Çаран çинче пĕртенпĕр шăши тăрса юлать, вăл та пулин вăрмана кĕрсе тарать. Мулкач, шăшие хăвалаканскер, вăрманах çитсе кĕрет (ку таранччен мулкачсен килĕ уйрах пулнă, вăрмана кĕрсе курман). Хăра-хăрах вăрмана кĕрет хайхискер. Пăх та кур, шăши пĕр пĕчĕк йывăç тăррине улăхнă. Çӳлтен мулкач çине кулса пăхса ларать: «Тытаятăн-и мана, тытаймастăн-и? Улăхаятăн-и, улăхаймастăн-и?» Апла та капла та хăпарасшăн тапаçланать куян тус, йывăç çине улăхаймасть. Йывăçа кăшласа ӳкерме шутларĕ. Пĕрре çыртса пăхрĕ, тепре кăчăртаттарчĕ, хайхискерне килĕштерсех пăрахрĕ. – Еплерех тутлă иккен йывăç туратти, мĕнле сĕтеклĕ. Кăшланăçемĕн куянăн хырăмĕ тăрансах ларчĕ, шăши çинчен пачах манчĕ. Шăшийĕ, меллĕ самантпа усă курса, айккинелле пăрăнса çухалчĕ. Шăпах çавăнтанпа килĕштереççĕ те куянсем йывăç курăка. Пурăнасса та халĕ ытларах вăрманта пурăнаççĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.