Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Мĕншĕн шурă упа çурçĕрте пурăнать? Ку ĕç ĕлĕк-авалах, çĕр çинче пурнăç пуçланса кайнă чухнех пулса иртнĕ тет. Çĕр-анне хăй патне мĕн пур чĕр чунпа вĕçен кайăка чĕнтерчĕ тет: кашнинех малашне пурăнма вырăн валеçсе парасшăн. Чĕр чунсемпе паллашма çăлтăрсене, уйăхпа хĕвеле те чĕнчĕ тет. Хĕвел пуринчен маларах çитрĕ тет. Илемлĕ сараппанпа, чечеклĕ кăшăлпа, ярăмлă шăрçапа. Хăй пуринчен маларах çитнĕрен хĕп-хĕпĕрчĕк тет. Йăл та йăл çиçет тет, кулнăçемĕн ăшăнса пырать тет. Мĕн чухлĕ ытларах кулать, çавăн чухлĕ ытларах ăшăтать тет. Кăштахран палăртнă вырăнă чĕннĕ чĕр чунсем пухăна пуçларĕç пĕрин хыççăн тепри, ниепле те час пухăнаймаççĕ тет. Каç та пула пуçларĕ, сулхăнланма тытăнчĕ, чĕннĕ хăнасем çаплипех пурте пуçтарăнса çитеймеççĕ. Хĕвел çывăхĕнче ăшăраххине туйса килекенсем ун çывăхнерех вырнаçма тăрăшрĕç тет. Тĕвепе тимĕр шапа, хăйсем палăртнă вырăна час çитеймессе туйса, ирех çула тухнă мĕн. Çавăнпа та малтисен ретĕнче пулчĕç, хĕвел çывăхнерех вырнаçрĕç. Кенгурупа страус та вĕсемпе тупăшсах юнашар ларчĕç. Упа-утаман нихăçан та васкаман, ку хутĕнче те пăртак аяккарах вырнаçрĕ, унпа туслă тилĕпе кашаман та упа çывăхĕнче пулма шутларĕç, пакшапа пăши те. Шурă упа хĕвел унăн кĕрĕкне ĕнтсе вараласран хăрарĕ, аяккарах тарчĕ. Çурçĕр тăмани те çав сăлтавпах айккинелле сикрĕ, пингвин çăвĕ ирĕлесрен хăрарĕ, лань арăсланран хăрарĕ, упăтене слон хăратрĕ... Тинех пурте пуçтарăнчĕç тет. Çĕр патши пухăннă хăнасене пăхса çаврăнчĕ тет те çапла каласа хучĕ тет: – Хаклă тăванăмăрсем! Çак кунран пуçласа çĕр çинче кашни ӳсен-тăранăн хăйĕн вырăнĕ, хăйĕн килĕ пулать. Эпĕ сире кашнинех яланлăх пурăнмалли вырăн хамах валеçсе парасшăнччĕ, эсир вара хăвăрах йĕркеленсе ларнă иккен, хăвăра килĕшнĕ пек. Çак вăхăтран пуçласа ăшша юратакан чĕр чунсемпе кайăксем кăнтăрта – хĕвел хытă хĕртнĕ çĕрте пурăнма пуçларĕç тет. Страус, тимĕр шапа, тĕве, колибри, кенгуру тата ыттисем хĕвел ăшшинче хăйсене питех те лайăх туяççă тет. Шурă упа, çурçĕр тăмани, пингвин тата ытти чĕр чунпа тискер кайăк çурçĕрте кун кунлаççĕ. Пирĕн тăрăхра, хăвăрах пĕлетĕр, упа кунлать, тилĕ юртать, мулкач тилĕрен тарать. Кашни хăй юратнă вырăнĕнче пурăнать. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.