Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Кашни пулăмăн хăйĕн вăхăчĕ Пурăннă, тет, пĕр ачаш арçын ача. Яланах амăшне йăлăнтарма юратнă, тет. Çулла çитсен, «Хĕлле хăçан çитет?», Хĕлле: «Çулла хăçан килет?». Çутçанталăкăн кирек мĕнле вăхăчĕ те виç кунтанах йăлăхтарать, тет ăна. Кăшкăрса-йăлăнтарса уйрăмах Çуллапие тарăхтарсах çитерчĕ, тет. – Манăн пур çĕре те йĕркипе çитмелле, пурин патĕнче те хăнара пулса савăнтармалла, черетсĕр сан пата килме манăн ирĕк çук, пĕр сана çеç хĕпĕртеттерме эсĕ патша мар, – ăнлантарать кăна Çуллапи. Çук, ача хăйĕннех перет, кашни уя тухса Çуллапине килме чĕнсе кăшкăрать, çиллентерсех çитерчĕ, тет Çуллапине. Кăна вĕрентсе илме шутларĕ, тет, Çуллапи. Хĕвел анса ларчĕ, ача канлĕ ыйха путрĕ. Çуллапи унăн вырăнĕ патне çитсе тăчĕ, ачана çывăрма чăрмантарать, пĕçертет, чĕпĕтет, тар кăларать. Çĕр каçипех нушаланчĕ лешĕ, канлĕ çывăрасси пулмарĕ. Кунĕпех ĕнтĕркесе çӳрерĕ, кунĕпех пуçĕ кашларĕ. – Кирлĕ мар мана Çуллапи, хĕл пултăр, – тарăхса мăкăртатрĕ, тет, хайхи. Тепĕр каçхине ача кравачĕ патне Хĕл Мучи çитсе тăчĕ. Темĕн чухлĕ утиял айĕнче те ачан ăшăнасси пулмарĕ, паллах, çывăрасси те. Ачан амăшĕ, ывăлне ертсе, юмăçа çитсе килме шутларĕ, тет. – Эсĕ çутçанталăк пулăмĕсене çиллентернĕ. Кашни пулăмăн хăйĕн вăхăчĕ. Çулла хыççăн кĕркунне, унтан хĕлле, унтан çуркунне, кайран каллех çулла çитет. Эсĕ вара вĕсене кӳрентернĕ. Çутçанталăкăн йĕркисене пăсма юрамасть, – ăнлантарчĕ юмăç ачана. – Мĕн тумалла? – Çутçанталăк хуçи патне çитсе унран каçару ыйтмалла, тинех канлĕ ыйхă тупăн. Çапла турĕç те кусем. Çутçанталăк хуçине шыраса тупса, унран каçару ыйтрĕç, ача хăй йăнăшне ăнланни çинчен пĕлтерчĕ. Тинех каçсерен чăрмантарма пăрахрĕç, тет, шăрăх Çуллапипе хаяр Хĕл Мучи. Тинех канлĕн çывăрма пуçларĕ, тет, хайхи ача. Нăйкăшма та пăрахрĕ, тет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.