Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Ылтăнту Сказка: Капăр канфет Пĕр лавккара çăкăр, пĕремĕк тата канфет тĕл пулчĕç тет. – Эпĕ пуринчен те чиперри, – мухтанать канфет. – Пăхăр-ха ман çине, епле хитре ман кĕпе, йăлтăр-ялтăр çиçсе çеç тăрать. Эпĕ тата пуринчен те тутли! – тет. – Эпĕ те тутлă, – сăмах хушмасăр чăтаймасть тет çăкăр. – Мана тин çеç кăмакаран пĕçерсе кăларнă. – Эпĕ те тутлă, – тет пĕремĕк те. – Эпĕ пур пĕр кунта чи тутли, чи чиперри те чи хакли!.. – хăйĕннех перет канфет. Çапла чылай тавлашаççĕ вĕсем, вĕçне-хĕрне тухаймаççĕ. Ирхине лавккана пĕр кинемей килсе çăкăр туянчĕ тет. – Куртăн-и, – тĕксе илчĕ тет çăкăр пылак çимĕçе, – эпĕ пуринчен те тутлăрах пултăм, çавăнпа илчĕ те мана кинемей, – терĕ тет. Кăшт тăрсан лавккана хĕр ача кĕчĕ тет те: – Мана кукамай пĕремĕк илсе килме хушрĕ, – тесе пĕр хутаç пĕремĕк туянса кайрĕ тет. – Эпĕ те санран тутлă пултăм, – тесе кӳрентерсе хăварчĕ тет пĕремĕк канфета. Канфет вара: – Нимĕн те ăнланаймастăп, эпĕ кунта чи чиперри, чи пылакки те чи тутли. Çитменнине тата, чи хакли, çапах мана туянакан çук, – тесе тĕлĕнет тет. Выртать-выртать тет çапла канфет лавккара, хăйне хаклăран çынсем туянма пултарайманнине ниепле те ăнланаймасть тет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.