Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Ылтăнту Сказка: Кампурпа Мăркка Кампурпа Мăркка питĕ туслă пурăннă. Мăркка кил-çуртра ĕçленĕ: апат-çимĕç хатĕрленĕ, кăмака умĕнче тăрмашнă, пӳрт-çурта тирпейленĕ. Кампурĕ ытларах пахчара, кил хушшинче йĕрке тунă, вут-шанкă хатĕрленĕ. Çуркунне çитсен вĕсем çапла кайăксем валли йăвасем туса хатĕрлеме шутлаççĕ. Килĕшнĕ – тунă. Кампурĕ шăнкăрч вĕлли тунă, ăна хитре эрешсемпе илемлетнĕ. Йăва хатĕр пулсан вăл кушака: – Эсĕ, Мăркка, йывăç çине улăхма пултаратăн, хăпарса çак-ха çак вĕллене пӳрт умĕнчи хурăн çине, – тенĕ. Мăркка килĕшнĕ, йăвана илсе йывăç çине йăпăр-япăр хăпарса кайнă. Хурăн тăррине вăл вăшт кăна улăхса çитнĕ. Анчах васканипе хăй те асăрхайман, шăнкăрч вĕлли унăн чĕрнисем хушшинчен шуса тухса аялалла ӳке панă. Кампурĕ çак самантра аялтан пăхса тăнă пулнă. Шăнкăрч вĕлли çӳлтен ӳксен шăпах йыттăн пуçĕ çине лекнĕ, ăна питĕ хытă ыраттарнă. Çавăн хыççăн мĕскĕн Кампур икĕ эрне вырăнпах выртнă. Кампур сывалса çитсен Мăрккапа иккĕшĕ вĕсем пĕррехинче вăрмана каяççĕ тет. Йытти кушакне хăйĕнчен уйрăлма хушмасть тет, анчах Мăркка шăшисене хăваласа тата лĕпĕшсем хыççăн чупса часах çухалса каять тет. Кампурĕ вара киле пĕчченех таврăнать. Тепĕр эрнерен тин çĕтсе çӳресе ывăннă Мăркка киле çитет. Пӳртне кĕрсен пăхать – унта пур çĕрте те йĕркесĕрлĕх: кашăк-тирĕке çуман, урайĕ таса мар, йытă хăй çывăрнă вырăнне те пуçтарман... Тарăхсах каять Мăркка, çилленмеллипех çилленет Кампура. Çакăнтан пуçланса каять те Кампурпа Мăркка хушшинчи хирĕçӳ. Шăпах çавăнтанпа килĕштермеççĕ те ĕнтĕ пĕр-пĕрне йытăсемпе кушаксем. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.