Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Кампурпа Шарик Мăрккапа Кампур питĕ туслă пурăннă. Мăркка тирпейлĕхшĕн яваплă пулнă, апат-çимĕç пĕçернĕ, кăмака умĕнче кăштăртатнă. Кампур ытларах кил таврашĕнче еçленĕ, вут-шанкă хатĕрленĕ, анкартине тытса тăнă. Çуркунне çитсен, мăрккапа Кампур кайăксем валли йăвасем тума шутлаççĕ. Калаçнă – тунă. Кампур шăнкăрч вĕлли хатĕрлет, ăна тĕрлĕ ĕрешсемпе илемлетет. «Мăркка, эсĕ йывăç çине улăхма пултаратăн, хăпарса çак-ха çак вĕллене пӳрт умĕнче ӳсекен хурăн çине», – тет вăл Мăрккана. Мăркка, килĕшсе, хурăн çине улăхса каять. Йăпăряпăр вăшт кăна хурăн тăррине çитет, анчах та васканипе хăй те асăрхаймасть, шăнкăрч вĕллине чĕрнисем хушшинчен кăларса ӳкерет. Кампур шăпах çак вăхăтра хурăн айĕнче пăхса тăрать-мĕн. Шăнкăрч вĕлли, хурăн çинчен ӳксе, унăн пуçне самаях ыраттарать. Икĕ эрне вырăнпах выртма тивет мĕскĕн Кампурăн. Пĕррехинче çаксем вăрмана çырлана каяççĕ. Кампур Мăрккана хăйĕнчен уйрăлма хушмасть, анчах та Мăркка, шăшисене хăваласа, лĕпĕшсем хыççăн чупса, часах çĕтсе юлать. Эрне хушши вăрманта çĕтсе çӳренĕ хыççăн аран-аран тăван килне çитет. Килне çитсе кĕрет, пăхать – пӳрт тулли таса мар чашăк-тирĕк, урайне те эрнипех çуман, Кампур хăй вырăнне те пуçтарман иккен. Тарăхсах каять Мăркка, Кампур çине çилленмеллипех çиллленет. Çакăнтан пуçланса каять те Кампурпа Мăркка хушшинчи хирĕçӳ. Шăпах çавăнтанпа килештермеççĕ те йытăсемне кушаксем. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.