Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Йывăçа сыватрăмăр Çуркуннехи ăшă кун вăрмана кайрăмăр. Чечексем ешереççĕ, лĕпĕшсем пĕр-пĕринпе тытмалла выляççĕ, кайăксем концерт лартаççĕ, вăрăм тунасем нăйлаççĕ. Йывăçсем хитре тумланнă, çулçийĕсем çилпе калаçаççĕ, концертри юрăсем килĕшсен, пĕр-пĕринпе ăмăртсах алă çупаççĕ. Килĕшмен юрă çук пулас, алă çупни татăлмасть, кайăксем те пĕри тепринчен пултаруллăрах, алă çупма çеç ĕлкĕр. Çул пĕчĕк çырма урлă каçать, çырма хĕрринче пĕр йывăç ларать. Пĕчĕкскер, пачах курăнмасть. Çырма урлă каçма пуçларăмăр, йывăç калаçа пуçларĕ. – Сывă-и туссем! Ăçталла çул тытатăр? – Вăрмана. – Мĕн тума? – Выляма-кулма. Вучахра çĕр улми пĕçерсе çиме, техĕмлĕ чей ĕçме. – Эсир васкатăр пулĕ-ха, анчах та мана пулăшаймăр-ши? – Мĕн пулчĕ? Мĕнле пулăшу кирлĕ? – Мана куллен кӳрентереççĕ? – Кам хăйрĕ сире кӳрентерме? – Манăн тымарсем айне Шăшихурт илленчĕ, хăйне валли йăва çавăрчĕ. Кашни кун тымара вартать, кăшлать, чĕпĕтет, суранлать, вăй илме памасть. Шăшие хӳтерсе яраймăр-ши? Ку çеç те мар. Çулçăсене хурт ерчĕ, туратăмсене ашкăнчăк йытă хуçса пĕтерчĕ. Ниепле те вăй илейместĕп, çитĕнейместĕп. Шухăша кайрăмăр. Мĕнле пулăшмалла-ши? Шăшихурта çĕнтерекен ăçта пурăнать-ши? – Эп пĕлетĕп кам пулăшма пултарнине! – Кам пулăшма пултарать? – хупăрласа илтĕмĕр Çеруша. – Пирĕн кушак! Вăл, маттурскер, кашни кун икшер – виçшер шăши тытса алкум умне килсе пăрахать. Паян та ирех сунара тухрĕ. – Пирĕн кушак та маттур. Вăл кашни кунах шăши тытать. – Пирĕн сирĕнтен маттуртарах. – Ачасем, тупăшар мар. Виççĕшне те чĕнсе илĕпĕр. Хăшĕ маттурри ĕçре палăрĕ. Кам Шăшихурта çĕнтерет, çав чи маттурри пулать. Çеруш шăхличĕ туртса кăларчĕ. – Шă-ши-и-и! – çухăрать шăхлич. Ун сассине илтсен виçĕ кушак çырма хĕррине çитсе те тăчĕ: Çерушсен Мăркки, Вовăсен Ваçки тата Володьăсен Паçукĕ. Кушаксем пĕр-пĕринпе тупăшсах йывăç йĕри-тавра кускалама тытăнчĕç, тем самантра куç умĕнчен çухалчĕç. Шеллесех кайрăмăр, кашуксăр мĕнле пурăнас? Ĕçчен кушак ăçтан тупас? – Айтăр, кушаксене шырама каяр! – Каяр! Анчах ăçта? Ăçта çухалчĕç вĕсем? – Ан кулянăр, – сасă пачĕ пĕчĕк йывăç, – вĕсем Шăшихурта шыраççĕ пулас. – Хам-хам-хам, ăçта кушак сасси? – чупса тухрĕ ашкăнчăк йытă. Ун-кун пăхкаларĕ, йĕр тăрăх йывăç айне чăмрĕ. Нумай пулчĕ-и, сахал-и, йывăç айĕнчен шăши хӳрийĕ, унтан урисем, кĕлетки, чи юлашкинчен пуçĕ тухса выртрĕç. Шăши мар, тигр тейĕн – акă мĕншĕн вăл йывăçа çитĕнме паман, çăткăн хырăма тăрантарма çăмăлах пулман Шăшихурта. Çак кунран пуçласа ашкăнчăк йытă йывăçа хуçса кансĕрлеме пăрахрĕ тет. Кушаксене хăваласа çĕтсе кайрĕ, çĕр çине тухма çул тупаймарĕ. Йывăç хурланнине концерт лартакан кайăксем илтрĕç, вăхăтлăха юрлама чарăнчĕç, хуртсене хӳтĕрсе ячĕç. – Тавтапуç, маттурсем, – хĕп-хĕпĕрчĕк йывăç. Куç умĕнчех яштакланнăскер, пире ырă çул сунчĕ, хăй патне хăнана чĕнчĕ. Хăш кушакки маттуртараххине пĕлесси пулмарĕ. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.