Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Ылтăнту Сказка: Ылтăнту Пурăннă тет пĕр патшалăхра карчăкпа старик. Вĕсем туслă, питĕ килĕштерсе пурăннă тет, анчах вĕсен ача çук тет. Çавăнпа вĕсем тунсăхлаççĕ тет. Ватăсем юмăç патне те кайса пăхрĕç, чиркӳре çурта та лартрĕç тет, анчах ниепле те ачаллă пулаймарĕç тет. Вĕсен пахчинче çӳллĕ те яштака хыр ӳснĕ. Пĕр çулхине унта çăхан йăва çавăрчĕ тет. Йĕри-тавра шурă юр кĕрчĕсем купаланса тăраççĕ тет, çăхан сивĕрен хăрамасăр чĕпĕ кăларчĕ тет. Чĕппи тухсанах çăхан савăннипе пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрса ячĕ тет. Ана илтсен карчăк стариккине ятлаçма тытăнчĕ тет: – Çăхан ырра сиссе кăшкăрмасть, кас çак хыра! – тесе калать тет. Старикĕ пăчкăпа пуртă илчĕ тет те хыр патне пырса касма хатĕрленчĕ тет. Вăл пурттине çĕкленĕ çеç, ун патне çăхан вĕçсе аннă та этем чĕлхипе калаçма пуçланă: – Ан кас хыра, ман чĕппĕн пурнăçне ан тат. Уншăн эпĕ сан виçĕ ĕмĕтне пурнăçлама шантаратăп, тенĕ. Старик тĕлĕнсе кайрĕ, пурттине аяккалла ывăтрĕ тет. Вара çăхана: – Пирĕн пӳртре ача-пăча сасси çук, ачаллă пулсан эпир телейлĕ пулнă пулăттăмăр, – терĕ тет. – Эпĕ сире пулăшăп. Акă сана çавра çăмха, вăл ăçталла кусать, эсĕ те çавăнталла ут, – терĕ тет çăханĕ. Хай старик пӳрте кĕрсе карчăкĕпе сывпуллашрĕ те ача шырама тухса кайрĕ тет. Вăл пĕр кун утать, тата тепĕр кун, виççĕмĕшĕнче пĕр çӳллĕ ту патне пырса тухать. Ту тăрринче хайхи çăхан ларать тет. Старик, ывăннăскер, канма ларчĕ те хутаçĕнчен кукăль кăларса çиме тытăнчĕ тет. Çав самантра вăл çăхан этем чĕлхипе: «Мана та çитер!.. Кар-р!!! Манăн та çиес килет!» – тенине илтет. Вара старик çăхана кукăль татăкĕ пăрахса парать тет. Çăхан татах: «Татах пар-р! Кар-р! Тăрантар-р!!!» – тесе кăшкăрать тет. Старик çапла çăхана виçĕ хутчен кукăль пăрахса пачĕ тет, хăйне çиме кăшт çеç хăварчĕ тет. Çăхан кукăле çисе ярсан старике тав тăвать те çуначĕсемпе ваш-ваш сулать тет. Старик куçĕ умĕнчех ту икĕ пая пайланать. Çăхан тĕлĕнсе тăракан старике ту ăшне кĕме çуначĕпе сулса паллă парать тет. Старик хăра-хăрах шалалла кĕрет. Кăштах утсан тĕлĕнтермĕш курать: ун умĕнче хитре кăна ача кӳми çуталса ларать, кӳмере ылтăн çӳçлĕ арçын ача выртать. Тĕлĕнсе те савăнса кайнăскер, старик ачана алла илет. Унтан васкаса ту ăшĕнчен тухать, килнелле уттарать тет. Çитет хай старик килне. Эх, савăнаççĕ те вĕсем ача тупăннишĕн. Карчăкпа старик ачан ятне те тупрĕç тет: Ту ывăлĕ – Ылтăнту. Чунтан савса, юратса ӳстереççĕ ватăсем хăйсен пепкине. Ачи те кунпа мар, сехетпе ӳссе пынă. Кĕçех вăл яштак пӳллĕ маттур йĕкĕт пулса тăнă, ашшĕ-амăшĕ ун çине ытарайми пăхса савăннă. Ку вăхăталла çак çĕршыври патшан та хитре хĕр ӳссе çитнĕ тет. Ашшĕ юратнă хĕрне тĕнчери чи чаплă йĕкĕте качча парасшăн тет Анчах ун пек каччăна мĕнле тупмалла-ха? Çавăн çинчен шутласа пуç ватаççĕ тет патша тарçисем. Таврари йĕкĕтсенчен кашниех хитре хĕре качча илесшĕн тет. Патша хăйĕн хĕрне кӳлĕ варринчи кермене кайса ячĕ тет. Хĕре качча илес текенĕн виçĕ ĕç пурнăçламалла пулнă: чи малтанах кăкшăмран чей ĕçсе пăхмалла, унтан кӳлĕ урлă ишсе каçмалла, юлашкинчен вара хĕре кӳлĕ урлă пĕр йĕпетмесĕр илсе каçармалла. Такам та тăрăшса пăхнă, анчах пĕри те хĕре илме тивĕçлĕ пулайман тет. Кăкшăмри чее ĕçсе пăхнă каччăн чĕлхи хăйне итлеми пулать, пуçĕнчи мĕн пур шухăшне пĕлтерет тет. Акă пĕри чей ĕçет те: «Патша хĕрне качча илсен пуйса каятăп», – тет. Тепри ĕçсен унăн чĕлхи хăй кахалли çинчен пĕлтерет, виççĕмĕшĕ – çынран кулма юратни çинчен. Патша ку йĕкĕтсене хăваласа çеç ярать, нумайăшĕ çапла ахалех тухса утать. Карчăкпа старикĕн ывăлĕ Ылтăнту та патша хăйĕн хĕрне валли каччă шырани çинчен илтет. Ĕçчен, сăпайлă, ырă чунлă, сăнран-кĕлеткерен пăхсан та юратмалла каччă пулнă Ылтăнту. Çак хыпара илтсен вăл хăйĕн телейне тĕрĕслесе пăхма шутлать, ашшĕ-амăшĕпе сывпуллашса çула тухать. Пĕр кун иртет, икĕ кун, виççĕмĕш кунне Ылтăнту патша керменĕ умне çитсе тăрать. Кунта самаях пысăк черет пухăннă. Кашнинех чей ĕçтереççĕ, каччăсен шухăшĕсене пĕлеççĕ. Акă Ылтăнту чей ĕçет, хăйĕн мĕн пур ырă шухăшĕсене пĕлтерет, çут кӳлĕ урлă ишсе каçать – мĕн пур ырă енĕсене кăтартать. Халĕ унăн хĕре пĕр йĕпетмесĕр кӳлĕ урлă илсе каçмалла. Анчах епле каçарас? Каччă кĕçех çăхан çинчен аса илет, ăна хăй патне чĕнет. Çăханĕ пулăшма килĕшет тет. Вăл хĕр патне вĕçсе çитет те ăна хăй çунаттисем çине лартать, кӳлĕ урлă вĕçсе каçать тет. Патша хĕрĕ ылтăн çӳçлĕ каччăна пĕрре курнипех юратса пăрахать. Каччи те ăна килĕштерет. Хĕрпе каччă пĕрлешеççĕ, телейлĕ пурăнма пуçлаççĕ тет. Карчăкпа старикĕн пахчинче ӳсекен хыр çинчи çăхан йăви халĕ те хăй вырăнĕнчех тет. Хыра касса ярасран патша ятарласа хушу кăларчĕ тет. Çăхан халь те çак патшалăхрах пурăнать тет. Кам та кам çĕршыва тапăнас тет, çавăн çинчен маларах пĕлсе вăл патшана каласа парать, патша çарĕ тăшмана хирĕç вăхăтра тухать тет. Патша çарне çĕнтерме çуккине кура тăшмансем урăх тапăнма та пăрахрĕç тет. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.