Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Зотова Галина Вячеславовна Книга: Çемье кăшăлĕ Сказка: Асамлă ала Пĕр хĕрарăмăн тăватă ача пулнă тет: икĕ хĕрпе икĕ ывăл: Хĕл – паттăр, Çурпи, Çуллапи тата Кĕр-паттăр. Хĕл-паттăр питĕ хаяр пулнă тет. Пĕр сăлтавсăрах кӳллешме юратнă, çилленсе кайсан ниепле те чарма çук тет, çавăрттарать кăна пӳртри япаласене айăн-çийĕн. Чĕр чунсене курайман тет. Вĕсем ăна курсан хăранипе хăйсен шăтăкĕсене тарса пытаннă тет. Кайăксене чулпа пенĕ, кайăксем те ăна курсан аяккалла вĕçсе тараççĕ тет. Çурпи ăшă кăмăллă, питĕ хитре пулнă тет, симĕс çӳçлĕ, кăвак куçлă, чечексемпе выляма, улăх-çаран тăрăх çарран чупма юратнă тет. Çуллапи тутлă çиме юратнă. Çырла-панулми кăмăлланă, хăяр-помидорне те тиркемен тет. Питĕ ĕçчен пулнă тет, кăвайт чĕртсе апат-яшка пĕçернĕ, хăш-пĕр чухне кăвайтне сӳнтерме те манать тет. Кĕр-паттăр та апат таврашне тиркемен, уйрăмах çĕр улми çинĕ, слива компотне ĕçме юратнă. Каччă питĕ хитре тумланнă, костюмĕ сарă, кĕпи хĕрлĕ, туфлийĕ хăмăр... Кĕр-паттăрăн кăмăлĕ тĕрлĕрен – лайăх чухне чиперех, анчах та пĕр йĕме пуçласан ниепле те чарма май çук, – йĕрет те йĕрет пĕр вĕçĕмсĕр. Вилес умĕн амăшĕ ачисене хăй тавра пуçтарчĕ тет. Вĕсене пĕр пы-ы-сăк ала парнелесе хăварать, кашнинех çак алапа виçшер уйăх хушши усă курма хушса хăварать тет. Чи малтанах алапа аслă пиччĕшĕ Хĕл-паттăр усă курать. Вăл аланăçемĕн çĕр çине шурă тăкăнать, çĕр самантрах шурă çивиттипе витĕнет. Хĕл-паттăр ала тытнине курсанах чĕр чунсемпе кайăксем тарса çухалаççĕ тет. Хĕл-паттăртан хăранипе. Хăш-пĕр чухне Хĕл-паттăр алапа чиперех аллать, анчах та çилленсен алари çăнăх та çавăрăнать кăна. Çурпин алапа усă курмалли вăхăт çитет, анчах та Хĕр-паттăр алана ниепле те хăй аллинчен вĕçертесшĕн мар, аллать те аллать пĕр вĕçĕмсĕр, аран-аран ӳкĕте кĕртет Çурпи хăйĕн пиччĕшне алана хăйне пама. Çурпин кӳреннипе куçĕнчен куççуль тухать, çĕр çине те ала витĕр тăкăнаççĕ куççуль тумламĕсем. Çурпи алапа аллама тытăнсан çĕр çине чечек-курăк тăкăнать, чĕр-чун кайăксем тинех хăйсен килне таврăнаççĕ тет. Нумаях усă курма пӳрмен-мĕн Çурпине алапа. Черет Çуллапине çитнĕ иккен. Ачасем! Юмаха пĕрле вĕçлер-и? Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.