Материал представлен из коллекции электронной библиотеки «Писатели Чувашии – детям» – pchd21.ru Электронная библиотека создана Чувашской республиканской детско-юношеской библиотекой – www.rdub21.ru – на средства гранта Президента Российской Федерации для поддержки творческих проектов общенационального значения в области культуры и искусства Автор: Васянка Никифор Тарасович Книга: Йăлăмра Стихотворение: Савăнăç Уроксем пĕтсен тухатпăр Выляма та уçăлма. Пахча çимĕçĕ лартатпăр Е каятпăр пул тытма. Эпир сывлăхлă ӳсетпĕр, Хăнăхатпăр ĕçлеме. Атăлта ишме пĕлетпĕр, Ярăнатпăр кимĕпе. Сарăлать кунта та Атăл! Янрать савăнăç кĕвви. Аслă тинĕс пек пулатъ вăл Шупашкарăмăр пĕви. Пирĕн халăх – паттăр халăх, Чечеклет хăй пурнăçне. Иксĕлми вăй-хал, ăсталăх Капăрлатрĕç çын ĕçне. Çамрăксем вăй-хал хураççĕ Çĕнĕ аслă стройкăра. Станокне типтер тытаççĕ Чи примерлă вахтăра. Ачасем те хутшăнатпăр, – Пионер малта лырать. Йывăçсем лартма тухатпăр – Пулăшатпăр çĕршыва. Аттесен мухтав ялавĕ Куçать шанчăклă алла. Пионерăн тĕп йăла вăл: Ялан хатĕр пулмалла. Вăйăран, ĕçрен кĕретпĕр – Кĕнекемĕр алăра. Пиллĕкрен кая илместпĕр Хăть хăçан та урокра. Все тексты взяты из открытых источников и выложены на сайте для не коммерческого использования. Все права на тексты принадлежат только их правообладателям.